Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эвтибида старике ачашларӗ, ӑшшӑн пӑхкаларӗ, ҫепӗҫӗн йӑл кулчӗ.Эвтибида ласкала старика, нежно смотрела, кокетливо улыбалась.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Клещовӗ пурин ҫине те арӑш-пирӗшленсе тӑракан хӗрлӗ куҫ харшийӗсем айӗнчен пӑхса, трактир хуҫине лапкӑн та ҫепӗҫӗн калатчӗ:
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аҫаҫури ҫепӗҫӗн йӑл кулса: — Мӗншӗн вара? — тесе ыйтатчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл килте пуринпе те хӑйне пӗр тикӗс тытатчӗ, нихҫан ҫынна малтан чӗнместчӗ, ыйтнисене хирӗҫ темле ӑраснах ҫепӗҫӗн те кӗскен ответлетчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Вӑл пирӗн нихҫан та тухмасть, ӑна хӑвӑр пӗлетӗр, — ҫепӗҫӗн калать Ситанов.— Это у нас никогда не выходит, как вам известно, — вежливо говорит Ситанов.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир, Игорьпе иксӗмӗр те, часрах пӗшкӗнсе лартӑмӑр, хут листисене ҫепӗҫӗн тыта-тыта, тӗслӗрен карандашсемпе сӑрланӑ, халӗ тӗс кайма ӗлкӗрнӗ Зодиак паллисене пӑхкаласа тирпейлӗн ҫырнӑ страницӑсене васкавлӑн вулама пуҫларӑмӑр.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫепӗҫӗн пуҫларӗҫ сӗрме купӑссем, чӗре ҫумӗнчи, чи ҫывӑххи, чи хакли ҫинчен этем калайми чӗлхепе калаҫма пикенчӗҫ.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫап-ҫамрӑк хӗр, ача-пӑчанни пек ҫепӗҫӗн уҫӑлса тӑракан тута-ҫӑварлӑскер, пуҫне кӗтеселле лаштӑрах ярса, уҫса хунӑ ларкӑҫ ури ҫине тӗшӗрӗлсе, мӗнле тӑнӑ — ҫаплипех ҫывӑрса кайнӑ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1