Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче вара ҫак хамӑн ытарайми лайӑх ятӑмшӑн эпӗ ҫупкӑ та тутанса пӑхрӑм.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ ӑна вӑл Манӑн ятӑмшӑн мӗн чухлӗ асап курмаллине кӑтартӑп, тенӗ.16. И Я покажу ему, сколько он должен пострадать за имя Мое.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сире ӗнтӗ аҫӑр-аннӗр те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те тыта-тыта парӗҫ, сире хӑшне-хӑшне вӗлерӗҫ; 17. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; 18. ҫапах та сирӗн пуҫӑр ҫинчен ҫӳҫ пӗрчи те ҫухалмӗ; 19. чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах та унччен маларах сирӗн ҫине алӑ хурӗҫ, сире синагогӑсене, тӗрмене хупа-хупа хӗсӗрлӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире патшасемпе аслӑ пуҫлӑхсем умне илсе кайӗҫ; 13. сире Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса 48. каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.13. И будете ненавидимы всеми за имя Мое; претерпевший же до конца спасется.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вара Вӑл пӗр ачана илсе ӑна вӗсен варрине тӑратнӑ та ӑна ыталаса тытса каланӑ вӗсене: 37. кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам ҫакӑн пек пӗр ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫавӑ Мана хапӑл тӑвать, 6. кам Мана ӗненекен ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗс авӑрне путарсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ывӑлне вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерӗҫ; 22. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӗ Иакова тыткӑнран тавӑрӑп, пӗтӗм Израиль килне каҫарӑп, Хамӑн сӑваплӑ ятӑмшӑн хытӑ тӑрӑп.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑнпа та Израиль халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль килӗ, Эпӗ ҫакна сирӗншӗн мар, эсир халӑхсем патне ҫитсе ҫавӑнта чыссӑрлатнӑ сӑваплӑ ятӑмшӑн тӑватӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Израиль килӗ, Эпӗ сире усал ӗҫӗрсене кура мар, аскӑн ӗҫӗрсене кура мар, Хам ятӑмшӑн сут тӑвӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ каларӑм вара: вӗсем ҫине ҫиллӗме кӑларӑп, пушхирте пӗтӗм хаярлӑхӑма вӗсем ҫине ярӑп, терӗм; 22. анчах Эпӗ аллӑма сиртӗм, ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн, ӑна халӑхсем хушшинче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм: Эпӗ вӗсене ҫав халӑхсен куҫӗ умӗнче илсе тухнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах ҫакна Эпӗ Хамӑн ятӑмшӑн турӑм, ӑна ытти халӑхсем умӗнче ан хурлаччӑр тесе турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав халӑхсем хушшинче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухма Эпӗ Хама вӗсене ҫав халӑхсем умӗнче уҫса кӑтартнӑччӗ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сире кураймасӑр тӑракан, сире Манӑн ятӑмшӑн хӗсӗрлекен тӑванӑрсем ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтарттӑр — вара эсир еплерех савӑннине курӑпӑр» теҫҫӗ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хамӑн ҫиллӗме Хамӑн ятӑмшӑн урӑх вӑхӑта хӑвартӑм, сана тӗп тӑвассинчен Хама Хамӑн мухтавӑмшӑн тытса чартӑм.9. Ради имени Моего отлагал гнев Мой, и ради славы Моей удерживал Себя от истребления тебя.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1