Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ӑслайӗпе вара каярахпа рельспа та рельссӑр ҫӳрекен электрификациленӗ транспортра, тиев ҫӗклекен крансенче, прокат станӗсенче, автоматика хатӗрӗсенче тата ытти япаласенче усӑ курма пуҫланӑ.
Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html
Ҫавнашкал япаласенче ху мӗн тупнине яланах тӗрӗс хаклаймастӑн ҫав…
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эпир пӗрле нумай вӑхӑт пурӑнтӑмӑр, яланхи хӑрушлӑхсен пӗр сывлӑшӗпе сывларӑмӑр, ҫавӑнпа та манӑн сире парнелекен япаласенче эсир мӗнле те-тӗр уйрӑм пӗлтерӗш курмасса шанас килет.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пӗчӗк япаласенче тӗнчере пулса пыракан туртӑнӑва асӑрхама питӗ йывӑр: вӗсем пӗр-пӗрин патнелле туртӑнаҫҫӗ пулин те, туртӑну вӑйӗ хӑйсен пит сахал.
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пур хытӑ япаласенче те ҫавӑн пек тӗрлӗ-тӗрлӗ пайсем пулаҫҫӗ.
Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Панулми, нафталин, лакпа тинтерех кӑна сӑрланӑ сӗтел-пуканӑн та темле пит начарах мар уйрӑм шӑршӑ сарӑлнӑ ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре — унашкалли вӑл ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнакан, тирпейлӗ нимӗҫ ҫемйисенчи тум-юмпа япаласенче пулать — кӗтсе тӑмашкӑн тиврӗ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пурте пӗр шухӑшлӑн пурӑннипе кулленхи пурнӑҫра вак япаласенче те пурнӑҫ вӗресе тӑни курӑнатчӗ те.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӗтел ҫинче темле чашкӑ пекрех япаласенче пӑтӑ пур, урайне шӑлса кайман, кантӑксем ҫинче кӑвак хут татӑкӗсем…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн санран ыйтмалли пур: эсӗ паян каҫхине вӗсем патӗнче пулатӑн, пурне те асӑрхӑп тесе сӑмах пар мана; эсӗ кунашкал япаласенче пултарнине пӗлетӗп эпӗ, эсӗ хӗрарӑмсене манран лайӑхрах пӗлетӗн…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ахаль ӗҫсенче, пустуй япаласенче ҫеҫ, пуринчен ытла хӗрачасемпе тупа тумӑ чухне лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем юлашкинчен ҫапах улталаса хураҫҫӗ, пӑртак ҫилленсенех лӑпӑртатса кӑтартаҫҫӗ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ӗҫри чыссӑр япаласенче хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑш.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
19. Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле те илсе кайнӑ: тирӗксемпе хыпкӑчсене те, алтӑрсемпе хурансене те, ҫу савӑчӗсене те, тӗтӗркӗчсене те, куркасене те, ылтӑн пулсан — ылтӑнне, кӗмӗл пулсан — кӗмӗлне, пурне те илнӗ; 20. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, тинӗс айӗнчи сапана — вуникӗ пӑхӑр вӑкӑра — илсе кайнӑ; ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1