Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ямӑпӑр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коммунизм пулать, мучи, ӑна эпир нумая ямӑпӑр.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Тӑшмана Мускав ҫывӑхне ямӑпӑр», — тени хавхалантарать, ӗҫлеме вӑй парать.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн тӑвас тетӗн, шӑпамӑр ҫапла ҫаврӑнса тухрӗ пулсан, темле йывӑрлӑха та тӳсӗпӗр, усал тӑшмана Мускав ҫывӑхне ямӑпӑр.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Вӑраха ямӑпӑр.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Арҫын шучӗ ӳсрӗ, пӗтмӗ Суратовсен йышӗнче суха ҫынни, алӑран ямӑпӑр тӗнчене тӑрантаракан ака-сухана», тесе шавлатчӗҫ вӗсем пӗрле пулнӑ самантсенче.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ӗмӗрсем иртӗҫ, анчах эпир санӑн ҫутӑ сӑнарна куҫ умӗнчен ямӑпӑр, ҫӗнтерӳҫӗ-воин.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ялти комсомолецсен ятне те, сирӗн ята та, хамӑр ята та, ял-йыш ятне те ямӑпӑр».

Помоги переводом

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Паян та ята ямӑпӑр.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗтӗпӗр санах, урӑх ҫынна хваттере ямӑпӑр, — терӗ Зинаида Степановна.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫук-тӑк, урӑх кун пирки пуплешсе ҫӑвар тутине сая ямӑпӑр.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нина кӑмӑлӗ ҫапла пулсан, эпир сана кунта ямӑпӑр.

И мы тебя сюда не пустим, если Нинка не хочет.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Ан пӑшӑрханӑр, кирлӗ сехете ирттерсе ямӑпӑр.

 — Будьте покойны, часу не упустим.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Мӗншӗн тесен вӗсем ют юрӑсем юрлама та итлеме юратаҫҫӗ, ташласса та ӗнтӗ пӗр шейкпа твист кӑна мар ташлаҫҫӗ, тумӗсемпе ҫӳҫӗсем пирки сӑмах та сая ямӑпӑр — Хӗвеланӑҫ хыҫҫӑн хӑвалани йӑлт.

Потому что поют и слушают они чужие, обязательно зарубежные песни, танцуют уж и вовсе одни твисты и шейки, а про одежду и прически и говорить нечего — усердное равнение на Запад.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Анчах эпир ӑна ахалех кӑларса ямӑпӑр

Только мы его просто так не отпустим…

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ан шикленӗр, ирттерсе ямӑпӑр.

Не бойтесь, не проглядим.

Хаклӑ хӑнасем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Вырӑссен чысне ямӑпӑр!

Не посрамим русской славы!

Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Ята ямӑпӑр! — хавхаланчӗҫ ачасем.

Не подкачаем! — храбрились ребята.

36 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Эпир акӑ мӗн тӑвӑпӑр, Корчагин юлташ, вӗсем аван йӗкӗтсем, эпир вӗсем пирки ӗҫ пуҫарса ямӑпӑр.

— Мы вот что сделаем, товарищ Корчагин, парнишки они хорошие, мы им дела пришивать не будем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Турт килкартинче кӑмӑлу тӑраниччен, анчах пӳрте ямӑпӑр.

— Да кури на дворе сколько хошь, а в хату не пустим.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Апла пулсан, ӗҫе вӑраха ямӑпӑр, — терӗм эпӗ.

— В таком случае, не будем медлить, — сказал я.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней