Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ямасӑр (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Бардин Алексей Семенович инженерпа чылайранпа законлӑ йӗркепе пурӑннӑ, анчах вӑл икӗ ҫул каярах манран тухса тарчӗ те пӗр ҫыру та, пӗр пус укҫа та ямасӑр пурӑнчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Раҫҫейре тӗрлӗрен хакланӑ, пӗрисем «Хӑйсене палӑртман тӗрлӗ ҫӑлкуҫсем каласа панисене, историре те палӑртма пултарнӑ 20 страницӑллӑ тӗпчеве хатӗрленӗ май ыйтӑва тӗплӗ тишкерни курӑнать» хакланӑ пулсан, теприсем йӗкӗлтесе «Тепӗр тесен, Сай Хершӑн ҫӗнӗ вырӑнӗнче хӑйӗн лайӑх енӗ те пур. Халӗ вӑл редакторсене ӳкӗте кӗртмешкӗн вӑхӑта сая ямасӑр та пултарать, унӑн хӑйӗн тӗпчевӗсене Substack платформи ҫинчи харпӑр страници ҫинче пичетлесе кӑлармалла кӑна» ҫырнӑ.

Оценки публикации в России разнились от «Его почти 20-страничное расследование, изобилующее различными конфиденциальными признаниями источников и экскурсом в историю, свидетельствует о тщательной проработке вопроса» до саркастичного «Впрочем, в новом положении Сая Херша есть и свой плюс. Теперь он может не тратить время, уговаривая редакторов, а просто публиковать свои расследования на собственной странице на платформе Substack».

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ылтӑн Петрукӗ пӗр саманта сая ямасӑр молотилкӑна хута ячӗ, трактор моторӗ кӗрлеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗрешекенсем. хӑйсен ҫӑмӑллӑхӗпе те йӑрӑлӑхӗпе усӑ курса, крючниксене ҫывӑха ямасӑр пыра-пыра чышма хӑтланчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Документсене тирпейлӗ тытӑр, проектсене вӑраха ямасӑр вӗҫлӗр.

Держите в порядке важные документы и не тяните с завершением проектов.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ха-ха-ха! — ахӑлтатса кулса ямасӑр тӳсеймерӗ Кирилл.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Талӑкшар ӑша хӗлхем ямасӑр та сӳрерӗ пуль.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ухахви вара ӑнланнӑ: ҫӗршыва ҫӑлса хӑвармасӑр, тӑшмана хӑваласа ямасӑр, никам пичӗ ҫинче те савӑнӑҫ выляс ҫук.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кашни ир ҫарана хӑваласа тухнӑ вӑл пӑрусене, кун каҫиччен куҫ умӗнчен ямасӑр пӗрле ҫӳренӗ вӗсемпе.

Помоги переводом

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Туристсем куҫран ҫухалаҫҫӗ кӑна, Турунов, хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетсе, Аликовран каҫару ыйтать, ӑна та, ыттисене те «картинкӑллӑ спецовкӑна» ҫирен ямасӑр тӑхӑнса ҫӳреме хушать.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вара чӑтаймарӑмӑр ҫырса ямасӑр.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫирен ямасӑр тӑхӑнатӑп — пурпӗр ҫӗнӗ пекех-ха, кивелме те пӗлмест.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кая юлсан каю шӑтассине шута илсе ыттисем те ҫак яваплӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр пуҫӑннине калать ял хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗ Валерий Долгов.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ҫапла майпа Елчӗке аякри ялтан строительство ӗҫӗнче усӑ курма кирлӗ ку е вӑл тавара туянма килнӗ ҫын хаклӑ вӑхӑтне сая ямасӑр, мӗнпур япалана кунтанах туянма пултарни питех те меллӗ пулнине ӑнланатпӑр.

Помоги переводом

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Пакунлисем шырав ӗҫӗсене анлӑн пурнӑҫланӑ май питех те киревсӗр ҫак преступление вӑраха ямасӑр уҫса панӑччӗ.

Помоги переводом

Путсӗр суд умне тӑрать // К.НИКОЛАЕВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 6 с.

Анчах Альбина ӑна-кӑна асӑрхамарӗ, коридор тӑршшӗпех мана алӑран ямасӑр утса пычӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Каччи, хӗрача аллине хӑй аллинчен ямасӑр, ӑна темскер каларӗ те, вӗсем иккӗшӗ те хавассӑн кулса илчӗҫ, вара сасартӑк каялла ҫаврӑнса, пӳрт умӗнчен тепӗр хут иртрӗҫ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чӑваш чӗлхи культурине малалла ӳстерес тетпӗр пулсан, литература чӗлхи хальхи пурнӑҫ ыйтнине пур енчен те тивӗҫтерме пултартӑр тетпӗр пулсан, ҫав ӗҫсене пурне те вӑраха ямасӑр пурнӑҫласа пырас пулать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫав темиҫе пӗчӗк ҫын ҫури хӑйсемшӗн мӗн тери хӑруш инкек пулнине ӑнланчӗ курӑнать вӑл: вӗсене хӑваласа ямасӑр утсене тапӑнма юрамасть.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ васкасах чирлисене вӑраха ямасӑр пулӑшу паракансем патне шӑнкӑравларӑм.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней