Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв кӗртмелли, каяшсене юхтармалли пӑрӑхсене уйӑрма тивнӗ.
Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo
Кашни хыр йывӑҫҫи ҫумӗнчех сухӑр юхтармалли варинккесем лартса хунӑ, ҫавӑнпа кунти сывлӑш питӗ уҫӑ та тутлӑ шӑршлӑ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
— Шыв арманӗнче ҫӑм таптармалли, кантӑр ҫӑвӗ юхтармалли машинӑсем вырнаҫтарса лартнӑ тата вӑл! — вырӑнтан кӑшкӑрчӗ Платон.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Пыл юхтармалли машинӑсен, вӗллесен куравӗ те ӗҫленӗ.
Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi
Ӑна хамӑр мунчана вӑрман юхтармалли вырӑнтан партизансен землянкисем ҫывӑхнерех куҫарса лартма хушрӑмӑр.Поручили ему перевезти баню с лесосплава в расположение наших землянок.
Уяв парнисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кӗҫӗн служительсен аллинче вӑкӑра ҫамкаран ҫапса антӑхтарма кирлӗ йывӑҫ мӑлатук, чыслӑ кукӑль, чыслӑ фимиам тултарнӑ кӗмӗл коробка, кадильницӑна тултармалли кӗмӗл курка, эрех тултарнӑ амфора тата чыслӑ япаласем юхтармалли савӑт пулнӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унта парне памалли пысӑк чул тӑнӑ, чулӗ ҫинче вут ҫунтармалли путӑк, эрех юхтармалли шӑтӑк пулнӑ; чул йӗри-тавра шалҫасем ҫине розӑпа ытти чечексенчен ярапасем туса ҫакнӑ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Картишӗнче денщиксем, вестовойсем туллиехчӗ, вӗсем патне кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, горничнӑйсем, кухаркӑсем пырса ҫӳретчӗҫ; пур кухнясенче те куҫҫуль юхтармалли, ятлаҫмалли, ҫапӑҫмалли романсемпе драмӑсем яланах пула пула иртетчӗҫ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫуркунне, сахӑр юхтармалли вӑхӑт ҫитсен, сахӑр кӑшманӗ шӑтӑкӗсене уҫнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ун шучӗпе, хальхи икӗ участок вырӑнне виҫӗ участок тумалла: утрав, Чонгра ҫинче нефте пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑнне юхтармалли узел тата пролив патӗнчен тытӑнса Адун патне ҫитиччен тӑсӑлакан трасса.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Цистернӑн тӗпӗнче, эсӗ пӗлетӗн вӗт, бензин ямалли е юхтармалли шӑтӑк пур.В днищах цистерны, как ты знаешь, есть отверстия для впуска и слива горючего.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунта, нефть юхтармалли станци тӑвас вырӑнта, шурӑ юр хушшинче халӗ нимӗнле чӗрчун пурри те палӑрмасть.Все живое здесь, на будущем нефтеперекачечном узле, терялось среди этого серого цвета.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Яка карлӑклӑ, илемсӗр те хулӑн тата мӗн авалтанпах ҫирӗп пусмасем, ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ чӳречесем, шыв юхтармалли тӑхлан трубасем, пулӑ шӑммине аса илтерекен шпиллӗ ҫивӗч готически ҫивиттисем, — чи малтанах куҫа ҫаксем курӑнса каяҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫула илсе тухнӑ япаласенчен тата амансан е суранлансан кирлӗ хатӗрсем: пуклак вӗҫлӗ хачӑ, ал-ура хуҫӑлсан ҫыхмалли йывӑҫ хупписем, хытӑ пир татӑксем, бинтсем, компрессем, фонтанель, юн юхтармалли таз — ҫаксем пурте хӑрушӑ япаласем, кунсӑр пуҫне декстрин тултарнӑ темиҫе кӗленче, сурансене ҫумалли спирт, тӑхланлӑ уксус, эфир, ахаль уксус тата нашатырь, ҫаксем пурте сахал лӑплантаракан эмел-имҫамсем.
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сире халӗ хамӑр халӑх юнне юхтармалли вӑрҫа — революцие аркатса тӑкма илсе каяҫҫӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чылайччен уткаласа ҫӳрерӗҫ вӗсем тӗттӗм урамсем тӑрӑх; урамӗсем пурте, шыв юхтармалли валек пек, тинӗс хӗрринелле анаҫҫӗ, вӗсенче подвалсемпе чӑлансенчен тухакан йывӑр шӑршӑ кӗрсе тӑрать.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Ерофей Кузьмич пушӑ сарайӗнче самогон юхтармалли аппарат лартса хӑтланать.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Филипп Матвеевич сӑра юхтармалли рецепт ҫырса пӗлтерме ыйтать иккен, — Обломовкӑра сӑра лайӑх тӑваҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2