Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхса тарӑннӑн тишкерме тивӗҫлӗ кӳлепесемпе сӑнсем кӑларса тӑратать тепӗр чухне этемлӗх, куҫсемпе тӗпчемесен — кӑсӑклӑха лекнӗ сӑнавҫӑ ӑна тӗлӗнтерсе аптӑратакан сӑн-сӑпатра чи тӗппине ӑнкараймасть; ҫавнашкал сӑн-сӑпат, хӑйне мӑнттай кӑрккалла тытнин хӑй евӗрлӗхӗшӗн ютскер, куҫпа тишкерсе туйни-хакланин тӗшши кӗнекерен кая мар тесе питех те уҫӑмлӑн, ӗненмелле шухӑшламашкӑн хистет; пӑхас-курас пултарулӑх нумай-нумай ҫыншӑн шӑпах та — тӗпчемен чӗлхе: хайхи эсперантистсем хавхаланса та хӗрӳллӗн пире ҫавӑн пирки ҫирӗплетеҫҫӗ.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл чалӑш лартнӑ икона патнелле пӗшкӗнсе ларать, икона хӑмийӗ ун чӗрҫи ҫинче, варрийӗ сӗтел хӗррине тайӑнса тӑрать, ун ҫинҫе кисти тӗксӗм те ют сӑн-пите пит тӑрӑшсах ҫырать, вӑл хӑй те тӗксӗм те ютскер.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун ҫинче тумтирӗ те ютскер пулнӑ — темле кӑвак тӗслӗ хресчен сӑхманӗ, ун пеккисене халь тӑхӑнмаҫҫӗ те ӗнтӗ; унӑн пичӗ, сухалӗ, ҫӑпати ҫинчи тусан та — ютскер, кунти мар, таҫти хӑяматри ҫулсем ҫинче тупнӑскер пулнӑ; вӑл хӑй те пӗтӗмӗшпех ют, палламанскер, йӳҫекскер пулнӑ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ун вырӑнне хӑна пӳлӗмӗнче, ҫӳллӗ вырӑнта, тем чухлӗ шурӑ пир-авӑр ӑшӗнче, ҫурта ҫуттинче, темскер ҫӗкленсе тӑрать, ун умӗнче чӗррисем, чӗррисем пурте ним тума пӗлмесӗр шӑпах тӑраҫҫӗ, ҫав темскер, ӗмӗрлӗхе юласскер те ҫӗрсе пӗтекенскер, ҫывӑх та ютскер, хаклӑ та хӑрушӑскер, пӗр паллӑ туйӑма ҫеҫ вӑратать: ҫак куҫ умӗнче выртаканнипе лешӗн хушшинче, ҫак ӳт-тир ӑшӗнче пурӑннӑ ҫын хушшинче, халь нимле пӗрлӗх те ҫук.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тул ҫутӑлма пуҫланӑ, ҫавӑнпа пӗчӗк пӳлӗмре Теткӑна сав тери хӑратакан, курӑнман темӗнле ютскер пулман.Начинался рассвет, и в комнатке уже не было того невидимого чужого, который пугал так Тетку.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Алӑк сулли ҫине кӗрсе тӑчӗ Степан, начарланса кайнӑскер, ютскер.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1