Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чакаларӗ вӑл юрне, хыпашларӗ пур ҫӗре — тупаймарӗ нимӗн те.
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.
Унтан хуллен ҫӗкленчӗ, чӗркуҫҫи ҫумне ҫыпҫӑннӑ юрне шӑлса тасатрӗ, хӑй тӗллӗн темскер калаҫса илчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Виктора кабинета илсе кӗрсен, «тип» ҫӗнӗ ҫыннӑн аллисемпе урисенчи сӑнчӑра салтма хушрӗ, хӑй вара унӑн ҫурӑлса пӗтнӗ тумтирне тӳрлетме тата пичӗ ҫинчи юрне шӑлма пуҫларӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Йӗри-тавра пӑхкалать, ҫуртсем тӑрринчен юрне антарнӑ ҫӑмламас ялсене курать, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлать.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Юр турттармалли хӑма туса пӗтӗм юрне урама кӑларчӗ.Соорудив из досок что-то наподобие саней, он вывез со двора весь снег на улицу.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сухарев ҫӗлӗкне хыврӗ, юрне те силлекелерӗ, урайӗнче выртакан милке ҫумӗнчи хӑйӗн темӗн пысӑкӑш аттисене шӑлса тасатрӗ, унтан винтовкине стена ҫумне тӑратса, хӑйӗн шӑнса кӳтсе кайнӑ аллисене вӗри кӑмака ҫумнелле тытса ыйтрӗ:
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Тата кӑштах, тата, — хӗлхемсен юлашки кӗлти тусен шурӑ юрне ҫутатрӗ те — вара вилчӗ, — яланлӑхах! яланлӑхах! яланлӑхах!
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Чӑваш ҫӗршывӗн сив хӗлне, Ун шур юрне эп юрататӑп.
Шурӑ хӗлӗм, савнӑ хӗлӗм // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 18–19 с.
Вӑл пит ҫинчи юрне алсишӗпе тасатса илсе малалла тинкерет.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл юрне силле-силле кӑшкӑрать, ун хыҫҫӑн пыраканни вара, — вырӑссен хаяр сиввине кура мар ҫӳхе драп пальто тӑхӑннӑскер, ҫемҫе шлепкеллӗ, пуҫне «ӑнлантӑм» тенӗ пек уха-уха илет, ҫил витӗр пулсан та унӑн сӑмахӗсене илтрӗм, теесшӗн вӑл.
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Калинкке шашулкки шаклатнине, крыльца ҫине такам чупса хӑпарса ҫенӗхре ури ҫинчи юрне шӑлса тасатнине боецсем илтмерӗҫ.Бойцы не слышали, как звякнула щеколда калитки, как кто-то взбежал на крыльцо, обмёл в сенях ноги.
Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Старик аран-аран ҫӑварӗнчи юрне тасатрӗ, ӳсӗркелесе йӑнӑшма пуҫларӗ.Старик с трудом освободил забитый снегом рот и, откашлявшись, принялся горестно стонать.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл юрне силлерӗ те Со-чжуна пулӑшма пуҫларӗ.
XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Аптрамалла, — терӗ те Кронид Евграфович (ку ҫавӑ пулчӗ), ҫӗлӗкне хывса, ҫыпҫӑннӑ-ҫыпҫӑнман юрне алӑк патне лӑстӑр-лӑстӑр силлерӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сукмакпа иртсе хамӑрӑн малти постсем тӑракан вӑрмана кӗрсен, командир, ҫийӗнчи юрне силлесе, полковникрен ыйтать:
«Вилӗм сукмакӗ» // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
— Атя-ха, калаҫар ларса, — йӗкӗте хулӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ те вӑл вӑйла тенӗ пекех хапха умне, сылтӑм кӗтессе чавса ҫирӗплетнӗ вӑрӑмах мар тенкел патне тан-кӑлтаттарса пычӗ ӑна, тенкел ҫинчи юрне ҫӗлӗкпе сӑвӑрам пекки туса, вырнаҫма сӗнчӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тӑхӑниччен, ӑна пальти ҫумне шаккакаласа, юрне тасатрӗ.
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗр ҫине сиксе ансан ҫав йӑнӑша курса, эпӗ тӳрех юрне алӑк патӗнчен ывӑтма тытӑнтӑм; юрӗ нӳрӗ пулнипе пит хытса ларнӑччӗ; йывӑҫ кӗреҫе аран-аран кӗретчӗ, тимӗр кӗреҫе ҫукчӗ, эпӗ лӑп пӗчӗк алӑкран приказчик кӗнӗ тапхӑрта кӗреҫене хуҫрӑм пӑрахрӑм; «хуйхи савӑнӑҫ хыҫҫӑнах ҫӳрет» тенӗ вырӑс сӑмахӗ тӗрӗс пулчӗ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Нина Ивановна Тавыль патне хӑвӑрт чупса пырса тумтирӗ ҫинчи юрне тасатрӗ те ӑна ыталаса илсе хыттӑн пӑчӑртарӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тумтирӗ ҫинчи юрне силленӗ хыҫҫӑн, Чочой пӗр кӗтессе хыпашлакаласа ҫемҫерех вырӑн тупрӗ те вырнаҫса ларчӗ, вара, ҫил-тӑман тӗрлӗ сасӑпа уланине итлесе ларнӑ май, шухӑша кайрӗ.
Соньӑна ҫӑлас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.