Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юрлакансем (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каякансем, тархасшӑн, кайччӑр, Юрлакансем ялан юрлаччӑр, Эп ятламастӑп чӗрене.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хальхи вӑхӑтра та ӗлӗкхилле пурӑнакансем, ӗлӗкхилле юрлакансем пур иккен-ха, юлташсем…

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрлакансем юсманран пӗрер татӑк хуҫса илчӗҫ:

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк юрлакансем шӑпланчӗҫ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта ташлакансем те, юрлакансем те, макӑракансем те пур.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пахчари хӗрпе каччӑ хӗвеле хирӗҫ, юрӑ юрлакансем еннелле, темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ те чарӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк хайхискер юрлакансем ҫине пӑхса илчӗ те ҫинҫе сассипеле янраттарса ячӗ:

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак юрра юрлакансем чухӑн хӗрӗн, тӑлӑх хӗрупраҫӑн шӑпи еплерех пулнине пӗлнӗ пуль ҫав.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юрлакансем мӗн калӗҫ ӗнтӗ?

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юрлакансем, клирос ҫинчен васкавлӑн анса, чиркӳрен тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта ҫапла шӑл йӗрсе те ахӑрса юрлани пӗрре те килӗшменнине юрлакансем хӑйсем те туйса илчӗҫ тейӗн, пурте сасартӑках шӑпланчӗҫ, ӑҫта килнӗ унта ларса тухрӗҫ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тенорпа юрлакансем Павлушран ик-виҫӗ класс аслӑрах пулнӑ, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне вӗсем, чиркӳре пулсан та, урлӑ-пирлӗ сӑмахсем хӑйсен хушшинче каланӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ.

Заявки на участие в фестивале могут отправить солисты, вокальные ансамбли, хоры, а также исполнители авторской песни.

«Ровесник» культура керменӗнче салтак юррин фестивалӗ иртӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30876.html

Хапхаран кӗрсен катафалка хытӑрах кайрӗ, юрлакансем «эй ҫӳлти аттемӗр» юрланӑ, акцизнӑйсем, хӑйсемпе пӗрле мӗнле ҫынсем ҫыпҫӑнса пыраҫҫӗ, тесе сиввӗн ҫаврӑнса пӑхкаларӗҫ, — Козуба ӑсатакансенчен кӑшт тӑрса юлса, юлташӗпе аяккалла кӗрсе каякан ҫул ҫине пӑрӑнчӗ.

Колесница за воротами пошла шибче, хор голосил «Царю небесный», акцизные демонстративно поглядывали, что за люди увязались с ними, — Козуба стал отставать от провожающих и сошел с товарищем на боковую дорожку.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юрлакансем хушшинче хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫук.

Только женских голосов нет.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юрлакансем — пӗр аллӑ ҫын.

Хор — человек пятьдесят.

ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Икӗ офицер, трубаран кӑшкӑртаканни тата юрлакансем.

Два офицера, трубач. Песенники.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Юрлакансем чарӑнсан, вӑл, кӑмӑл капламӗпе чӗтресе, вӗсем ҫине кулкаласа пӑхнӑ, унӑн пичӗ лачкам йӗпе пулнӑ.

Когда кончили петь, он, вздрагивая от возбуждения, с мокрым от слез лицом, смотрел на них и улыбался.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юрлакансем патӗнчен шартах чакса, Фома вӗсем ҫине сехӗрленнӗ пекех пӑхса тӑнӑ, юрӑ ун кӑкӑрне сиксе вӗрекен хум евӗр капланса кӗнӗ, юрӑри хуйхӑн урнӑ вӑйӗ унӑн чӗрине ыраттарса хӗстернӗ.

Отшатнувшись от певцов, Фома смотрел на них с чувством, близким испугу, песня кипящей волной вливалась ему в грудь, и бешеная сила тоски, вложенная в нее, до боли сжимала ему сердце.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑрансан чей ӗҫнӗ; хулари тӗрлӗрен хыпарсем ҫинчен — чиркӳре юрлакансем ҫинчен-и, дьякон ҫинчен-и, е туй-ҫуй ҫинчен, е акӑ тата — пӗр-пӗр пӗлӗш хуҫа хӑтланчӑкӗсем ҫинчен — сӳте-сӳте явнӑ…

Проснувшись — пили чай и разговаривали о городских новостях, — о певчих, дьяконах, свадьбах, о зазорном поведении того или другого знакомого купца…

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней