Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратӑвӑм (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юратӑвӑм

Помоги переводом

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сывӑ пул эсӗ те, Альпи, манӑн юратӑвӑм, манӑн ҫурӑлман чечекӗм.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр каҫа кӑна пытӑр ман юратӑвӑм, анчах чӗре ҫулӑмпа ялкӑштӑр.

Помоги переводом

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сывӑ пул, ман ӑрӑсӑм, сывӑ пул, ман юратӑвӑм… — Нухрат каччӑ кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ.

Помоги переводом

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сехасин, манӑн юратӑвӑм.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аэлита сасси — юратупа ӗмӗрлӗх-ӗмӗрлӗх, тунсӑх-терт сасси; вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчере вӗҫет, — йыхӑрса-чӗнсе, кӑшкӑрса: ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм, ӑҫта эсӗ?..

Голос Аэлиты, любви, вечности, голос тоски, летит по всей вселенной, зовя, призывая, клича, — где ты, где ты, любовь?…

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах эпӗ сана чӗнетӗп, юратӑвӑм.

Но я зову тебя — любовь.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Ан хӑра, юратӑвӑм.

— Не бойся, любовь моя.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Тӳпе ывӑлӗ, — терӗ вӑл ачашшӑн та шӑппӑн, — ывӑлӑм, юратӑвӑм

— Сын неба, — сказала она нежно и тихо, — сын мой, любовь моя…

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑлхисенче юрлать: «Сан патна вут-ҫулӑмпа кӗрешӳ витӗр, — сан патна ҫӑлтӑрсен айккипе, вилӗм айккипе, юратӑвӑм, сан патна».

В ушах пело: «К тебе, к тебе, через огонь и борьбу, мимо звёзд, мимо смерти, к тебе, любовь».

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Ах, юратӑвӑм, чунӑмҫӑм Матви.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унӑн сӑнӗ ҫав-ҫавах эпӗ мӗн каланипе интересленменнине палӑртрӗ пулин те, хамӑн юратӑвӑм ҫинчен, малашне мӑшӑрпа телейлӗ пурӑнассин планӗсем ҫинчен каласа патӑм.

И я рассказал ему, несмотря на продолжавшееся на лице его выражение равнодушия, про свою любовь и про все планы о будущем супружеском счастии.

XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сывӑ пул, савнӑ тусӑм; эпӗ вилсен те ман юратӑвӑм яланах тата кирек ӑҫта та хӑвпа пӗрле пулассине пӗлсе тӑр.

Прощай, милый друг; помни, что меня не будет, но любовь моя никогда и нигде не оставит тебя.

XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ах, мӗншӗн ҫын чунне уяма пӗлмен унашкал ҫын тӗлне тӑрӑнчӗ-ха юратӑвӑм!

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тархаслатӑп сана, Олька, мӑшӑрӑм, юратӑвӑм.

Умоляю, женушка моя, любовь моя!

Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Гагин мана хӑйӗн малашнехи ӗмӗчӗсене пӗлтерчӗ; чылай пысӑк пурлӑх тытса тӑраканскер тата никам куҫӗнчен пӑхмасӑр пурӑнма пултараканскер, вӑл малашне живопиҫпе ӗҫлеме шутлать иккен, анчах ку ӗҫе кая юлса тытӑннӑшӑн, вӑхӑта нумай ирттернӗшӗн пӑшӑрханать; эпӗ те хам мӗн тума шутланине ӑна пӗлтертӗм тата, сӑмах майӑн, телейсӗр юратӑвӑм ҫинчен пытармасӑр каласа патӑм.

Гагин сообщил мне свои планы на будущее: владея порядочным состоянием и ни от кого не завися, он хотел посвятить себя живописи и только сожалел о том, что поздно хватился за ум и много времени потратил по-пустому; я также упомянул о моих предположениях, да, кстати, поверил ему тайну моей несчастной любви.

III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ман юратӑвӑм саншӑн таса.

Моя любовь к тебе верная.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Чунӑмҫӑм! Ӗмӗр манми юратӑвӑм!» — шухӑшларӗ те вӑл юнашар ҫывӑракан хӗрарӑм ҫумӗнчен йӗрӗннӗ пек аяккарах шуҫса выртрӗ, ассӑн хашлатса, чӑтӑмсӑррӑн тул ҫутӑласса кӗтрӗ, унтан хӗвел пӗлӗт хӗррине хӗрлӗ кӗрен чӗнтӗрпе, ылтӑн укапа эрешлентерме пуҫларӗ ҫеҫ, — хӑвӑрт вырӑн ҫинчен тӑрса ҫӑвӑнчӗ те лаши патне васкаса тухрӗ.

«Любушка! Незабудняя!» — и брезгливо отодвигался от спавшей рядом с ним женщины, вздыхал, нетерпеливо ждал рассвета и, едва лишь солнце малиновой росшивью, золотым позументом начинало узорить восток, — вскакивал, умывался, спешил к коню.

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахран, 2018 ҫулта вӑл тӑрӑшнипе Шупашкарта «Юратӑвӑм ман — Беларуҫ!..» поэзи антологийӗ пичетленсе тухнӑччӗ.

Так, благодаря его усилиям в 2018г. в Чебоксарах была издана антология белорусской поэзии «Юратӑвӑм ман – Беларуҫ!..» (Любовь моя – Беларусь!..).

Валери Туркай сӑввисене беларуҫ чӗлхипе куҫарса кӑларнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24345.html

Хамӑн пӳртӗм, хамӑн вӑрманӑм, хамӑн юратӑвӑм вырӑнне ҫав гостинӑйсене, ҫав аялтан ют ҫын ҫивӗтне чиксе янӑ, ҫӳҫне помада сӗрсе тултарнӑ хӗрарӑмсене, ҫав килӗшӳсӗр пӑркаланакан тутасене, ҫав пытарса хунӑ тата пӑсса пӗтернӗ вӑйсӑр ӳт пайӗсене, ҫав гостинӑйсенчи калаҫу текен, анчах ҫапла теме нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук сӳпӗлтетӳсене куҫ умне тӑратсанах эпӗ чӑтма ҫук йӗрӗнетӗп.

Как только представятся мне вместо моей хаты, моего леса и моей любви эти гостиные, эти женщины с припомаженными волосами над подсунутыми чужими буклями, эти неестественно шевелящиеся губки, эти спрятанные и изуродованные слабые члены и этот лепет гостиных, обязанный быть разговором и не имеющий никаких прав на это, — мне становится невыносимо гадко.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней