Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юратчӗ (тĕпĕ: юра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Энӗшкассинчен вырӑс чӗлхине пӗлекен каяс пулсан, унпа пӗрле ҫула тухма та юратчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чипер калаҫса паллашнӑ пулсан, хам пата хӑнана чӗнме те юратчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ытла та вӑрӑм ҫырнӑ. Чуна пӗтӗмпех уҫса памасан та юратчӗ», — кӑмӑлсӑрланчӗ хӑйпе.

Помоги переводом

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӗр хӑпарсан — ҫитрӗм теме те юратчӗ вара: сӑрт леш енче шоссе ҫине тухӑп та кӑлтӑртаттарса пырса кӗрӗп ҫатма пек шоссепе район столицине».

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Чиксе пӑрахсан та юратчӗ, — терӗ Атлай.

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗҫӗр килмесен те юратчӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Мӗскӗн анне пирки асӑнмасан та юратчӗ!

А о бедной пашей матери ты бы лучше уж не говорил!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Уншӑн хама ӗҫрен-мӗнрен сирпӗтсе кӑлармасан юратчӗ.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Сан Илтимӗре илмесен те юратчӗ пуль?

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хам килте ҫук чухне манӑнне те юратчӗ пулӗ те…

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑлусене чӗнме те юратчӗ пуль, вӗсен ӗнтӗ халӑх ӗҫне хутшӑнма вӑхӑт, — ячӗшӗн сӑмах тӗртрӗ Акпарс.

Помоги переводом

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайшӑн, паллах, пур пӗрехчӗ, пӗрре мӗскӗнленнӗ, иккӗ те мӗскӗнленме юратчӗ, тӑван ывӑлшӑн тесен ҫылӑх таврашӗ ҫукчӗ-тӗр унта.

Помоги переводом

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Те юратчӗ?..

— Уж и не знаю, можно ли…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мултиере хӗлле юрах та юратчӗ ӗнтӗ вӑл.

Хотя нет, Мульдиеру такое окно как раз бы не помешало зимой.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирек мӗнле усал ӗҫ тунӑ пулсан е мӑрса ҫыннисемпе тавлашнӑ пулсан юратчӗ, ним айӑпсӑр ҫакланчӗ Ятламас сивӗ кӗлете.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара кайма та юратчӗ.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ырӑ ҫын умӗнче каланӑ пулсан юратчӗ, ҫав чалпашка умӗнче персе ятӑм…»

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫурҫӗрте ҫар ҫыннисем ҫук тесен те юратчӗ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пуҫа иккӗленчӗк шухӑш пырса кӗчӗ: «Ҫунтарма хушнӑ пичкери пулӑ пулмасан юратчӗ ку», — тесе шухӑшларӗ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав ҫулсенче ял хуҫалӑхӗнче, ҫынсен кил-ҫурчӗсенче, выльӑх-чӗрлӗх шутпа ҫеҫ тытма юратчӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней