Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вара вӑл васкасах ҫиме юракан курӑк, ҫырла шырама тытӑнчӗ, тем-тем тымарӗсене турта-турта кӑларса ҫирӗ.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Питӗркӗҫе хурҫӑ шӑл сыхласа тӑрать, шӑп хӑйне юракан уҫӑсӑр ӑна никам та уҫаймасть!
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Урӑх никам та ӑна юракан уҫӑ тӑваймӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Каҫарма юракан хӑрав тапӑнӑвне чарса хурас йӳтӗмпе хӗрӳлленнӗскер — вӑл каялла чакрӗ, малалла ӑнтӑлса ыткӑнчӗ те — урипе ӑнӑҫлӑн тапса хӑйӗн миххи патне вӗҫсе каҫрӗ, унта кӑкӑрӗпе шаплатса ӳкрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Анчах унӑн урине юракан ботинка (хӗрӗх тӑваттӑмӗш номер!) ниепле те тупаймарӑмӑр.Но ботинок на его ногу (сорок четвертый размер!) мы так и не могли найти.
Чăн чăннисенчен те лайăхрах // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— И, кахал! — кӳренчӗ Валька; хӑй ҫӗр чавма юракан мӗнле те пулин япала тупӑнмӗ-ши тесе, ытти ачасемпе пӗрле ҫыран хӗррипе сулланса ҫӳреме пуҫларӗ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унта ҫынсене ҫуртсем ӑшне хупса лартакан, ултӑ уйӑх пыракан хӗл ҫук, тӑварланӑ купӑста, кӑмпа, тинкӗле тата усал йӗтӗн ҫӑвӗпе ҫӗрулми анчах ҫиме юракан Аслӑ типӗ тытасси ҫук.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ лайӑх хатӗр туянтӑм: ватӑ кайӑкҫӑсемпе сӑмахлани мана нумай вӗрентрӗ, — эпӗ Кстов вӑрманне, Атӑл хӗррине пӗр вӑтӑр ҫухрӑма пӗчченех кайӑк тытма ҫӳреттӗм, — унта, мачта тума юракан хырлӑхра, кукӑрсӑмсасем тата паллакан ҫынсем юратакан аполлоновка-кӑсӑясем, вӑрӑм хӳреллӗ пит хитре шурӑ кайӑксем пурӑнатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир мачта тума юракан хырӑн пӑхӑр тӗслӗ вулли ҫумне сӗвенсе ларатпӑр; сывлӑша сӑмала шӑрши ҫапса лартнӑ, уйран лӑпкӑ ҫил вӗрет, шӑлансем силленеҫҫӗ; кукамай тӗксӗм аллипе курӑксем татать, мана вӑл чей курӑкӗпе, буквицӑпа, чӗкеҫ курӑкӗпе мӗнле чиртен эмеллемелли ҫинчен, упа саррин тата тусанлӑ плавдина курӑкӗн тӗлӗнмелле вӑй пурри ҫинчен каласа кӑтартать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хальхи вӑхӑтра электрицӑпа уҫӑлакан тем пек пысӑк алӑклӑ, тем пысӑкӑш аэроплансем кӗрсе ларма юракан ангарсем пур чухне, Райтсен ангарӗ ҫинчен сӑмахласси те ҫук.
15. Шанют пырса тухни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Эсир ӑнланатӑр, мисс Луиза, вӑл кухньӑна яма юракан йышши ҫын мар вӗт.Вы понимаете, мисс Луиза, ведь он не из тех людей, которых можно послать на кухню.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку тӳремлӗхре хурхух ҫеҫ, вӑл та пулин ун ҫӑнӑх евӗрлӗ кассава тума юракан тӗсӗ мар, апатра усӑ курма юрӑхсӑр ҫу паракан хурхух кӑна.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
4000 ҫул каяллах Епипетра ырӑ шӑршлӑ ҫусемпе пите сӗрме юракан писевсем тумалли нумай тӗрлӗ меслетсене пӗлнӗ.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кӗнекене нумай ҫынсем кашни ҫынна пама юракан парне тесе шутлаҫҫӗ, анчах ку аплах мар.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кашни ҫынна пама юракан парнесем.Подарки, которые всегда уместны и которые можно дарить каждому.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Поезд ҫинче вагон-ресторанта е туртма юракан вагонта туртмалла.Курить в поезде можно в вагонах для курящих и в вагон-ресторанах.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шуршывран кӑкӑр ачине юракан хутӑшсене чылайях илсе килчӗҫ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр ҫулталӑка яхӑн службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑй каларӗшле, «кӑкӑрӗ ҫине офицерсен георгине ҫакса, пӗлме юракан тата юрасах кайман вырӑнсене алӑпа ывӑтмалли граната ванчӑкӗсемпе вун тӑватӑ ҫӗртен шӑтарттарса», службӑри кӗске карьерине вӗҫлеме 2-мӗш запас полка пырса ҫакланнӑ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1
- 2