Поиск
Шырав ĕçĕ:
1942 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче, 24 сехет те 05 минутра, эпӗ нимӗҫ оккупанчӗсен пусмӑрӗ айӗнче асап куракан хамӑрӑн аннесемпе тӑвансен юнӗшӗн тата куҫҫулӗшӗн тӑшмана пӗр шеллемесӗр тавӑрма пӗлӗт ҫинчен парашютпа сиксе антӑм.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ хамӑрӑн ҫунтарса та ҫаратса пӗтернӗ хуласемпе ялсемшӗн, пирӗн халӑх юнӗшӗн, вӑтӑр шахтер-геройӑн асаплӑ вилӗмӗшӗн тӑшмана пӗр шеллемесӗр тавӑрма тупа тӑва тӑп.
Присяга // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
— Анчах шурӑ ҫыннӑн пӗр тумлам юнӗшӗн пӗр тумлам вутлӑ шыв!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Лере, ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче, ҫӗрӗн ӑмӑрлӑ тӳремлӗхне снарядсем шатра чирӗ пек шӑтӑк-путӑклантарса хӑварнӑ; унта этем юнӗшӗн тунсӑхласа, чугунпа хурҫӑ катӑкӗсем тутӑхса выртаҫҫӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пирӗн пиччесен, аттесен юнӗшӗн Гитлера тавӑрас килет.Так хочется отомстить Гитлеру за кровь наших братьев и отцов!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун юнӗшӗн тавӑрӑпӑр эпир, калама ҫук хӑрушӑ тавӑрӑпӑр…
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав снарядсене кӑларса яриччен матроссем вӗсем ҫине: «Ленин хулишӗн!», «Ленинград юнӗшӗн!» тесе ҫыраҫҫӗ иккен.Ему рассказывали, что на этих снарядах матросы пишут: «За город Ленина!», «За кровь Ленинграда!»
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Вӑл вӗсен ертсе пыраканӗ, шайка начальникӗ, — терӗ атте, хӑй ватӑ салтак иккенне палӑртмалӑх мӑнаҫланса: — ҫак хӑртӑннӑ ватӑ аллӑмпах ҫамрӑк эсрелӗне наказани пама, ывӑлӑмӑн юнӗшӗн ӑна тавӑрма турӑ пулӑшрӗ мана.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Никама та тивмерӗҫ хурахсем, ҫаратмарӗҫ, хӑйсен атаманӗ юнӗшӗн пӗр тумлам юн та юхтармарӗҫ.Но не разграбили ничего и не пролили ни единой капли крови в отмщение за кровь своего атамана.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
42. Хӑйсен тӑванӗн юнӗшӗн вӗсем ҫапла тавӑрнӑ, вара Иордан хӗрринчи шурлӑхлӑ вырӑна таврӑннӑ.42. Так отмстили они за кровь брата своего и возвратились к болотистому месту у Иордана.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сан пирки калас пулсан вара, санпа хывнӑ халал юнӗшӗн Эпӗ санӑн тӗрмере ларакан ҫыннусене шывсӑр урсенчен хӑтарӑп.11. А что до тебя, ради крови завета твоего Я освобожу узников твоих изо рва, в котором нет воды.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пророк тарҫи ун пуҫӗ ҫине ҫу юхтарнӑ та ӑна каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: «сана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши, Израиль патши, пулма ҫу сӗретӗп, 7. эсӗ Ахавӑн, хӑвӑн хуҫун, килне пӗтерӗн, Эпӗ ҫапла Иезавель вӗлернӗ Хамӑн чурасен, пророксен, юнӗшӗн тата Ҫӳлхуҫа чурисенӗн юнӗшӗн тавӑрӑп, 8. Ахавӑн пӗтӗм килӗ тӗп пулӗ, Эпӗ Ахав килӗнчи пӗтӗм арҫынна — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — тӗп тӑвӑп, 9. Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне тата Ахия ывӑлӗн Ваасанӑн килне тӗп тунӑ пек, Ахав килне те тӗп тӑвӑп; 10. Иезавеле вара Изреель хирӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, ӑна никам та пытармӗ» тет, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран Давид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те каланӑ: Нир ывӑлӗ Авенир юнӗшӗн эпӗ те, ман патшалӑхӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрне те айӑплӑ пулас ҫук; 29. айӑпӗ Иоав пуҫӗпе ун ашшӗн килӗ ҫине ӳктӗр; Иоав килӗ нихӑҫан та вӑрлӑхӗ юхса ҫӳрекен ҫынсӑр е тилҫе ернӗ ҫынсӑр, е туяпа ҫӳрекенсӗр, е хӗҫрен пуҫ хуракансӑр, е ҫӑкӑрсӑр аптӑракансӑр ан пултӑр, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авенир ҫапла Иоавпа пӗртӑван Асаил юнӗшӗн вилнӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрать, Хӑйӗн тӑшманӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, [Хӑйне курайманнисене те тавӑрать,] ҫапла [Ҫӳлхуҫамӑр] Хӑйӗн ҫӗрне, Хӑйӗн халӑхне тасатать!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1