Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юмахӗсенче (тĕпĕ: юмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марат Гафаров вырӑнти таврапӗлӳҫӗ, Иван Лепёхин ҫырса хӑварнипе тата ревизи юмахӗсенче халӑха ҫырнисем ҫине таянса, яла, тен, чи малтанах Магаз арҫын ячӗпе Магазово теме пултарнине палӑртать.

Местный краевед Марат Гафаров, опираясь на дневные записи Ивана Лепёхина и списков населения по ревизским сказкам, полагает, что деревня, возможно, первоначально называлась Магазово, по имени мужчины Магаза.

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Ҫак тишкерӳ хыҫҫӑн, ҫӳлерех палӑртнӑччӗ, паттӑр ҫинчен калакан чӑваш юмахӗсенче 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315 А сюжетсемпе тӳр килекен ушкӑнсем курӑнчӗҫ, унсӑр пуҫне харкам ушкӑн та йӗркеленчӗ.

В результате такого анализа среди чувашских сказок о богатырях выявились группы в соответствии с сюжетами 300 А, 300 *В, 301 А, 301 *В, 303, 315, а также одна дополнительная группа.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Юмахӗсенче ҫав чӑн малтанхи — аннене, амана пӗтӗмлетсе тӑракан карчӑк (е хӗрсен) сӑнарӗ те тӗл пулать, вӑл тӗп героя инҫетре йывӑрлӑхра пулӑшакан япала-хатӗр кӳрсе ҫул кӑтартса ярать («Тӗнчери мӗнпур чечексенчен пуҫтарса тунӑ кӗпе»).

Изначальный облик Бабы-Яги и есть мать-прародительница. Со временем образ подвергся трансформации, начал приобретать отрицательные черты. Двойственность свойств старухи как раз говорит о древности этого образа. Она выступает и как противник, и как помощник. Этот персонаж (иногда это девушка), как правило, выручает героя в трудной ситуации, передав ему чудесный предмет, показывающий дорогу («Рубашка, сшитая из всех цветков мира»).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑл хӑш чух сисмесӗрех чӑваш юмахӗсенче те курӑнса каять.

которое оставило отпечаток в их устно-поэтическом творчестве, в частности в сказках.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Пирӗн чӑваш юмахӗсенче кунашкал мотив тӗл пулмасть.

В чувашских же сказках подобный мотив замечен не был.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Н. Зарипов: «Ытти халӑхсенни пекех, пушкӑрт паттӑр юмахӗсенче пулӑ ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм пӗтӗленни ҫинчен калакан мотив тӗпре. Ҫак мотива М.Х. Мингажетдинов пулӑ кульчӗпе ҫыхӑнтарать, урӑхла каласан, пулла ҫынсем тотем вырӑнне хунӑ», — тесе ҫырать.

По этому поводу Н. Зарипов отмечает, что характерным «для башкирских сказок, как и для сказок других народов, является зачатие от съеденной рыбы». И в качестве подтверждения мысли приводит мнение другого исследователя: «Мотив съедения рыбки с целью получения желанного зародыша башкирский фольклорист М.Х. Мингажетдинов связывал с древним культом рыбы, т. е. с отношением к ней, как тотему».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ку паттӑр юмахӗсенче хӑйне май мотив пурри пирки каласа хӑвармалла: вӗрене татса янӑ хыҫҫӑн героя аялти тӗнчерен ӑмӑрт кайӑк кӑларать, ҫав кайӑк каялла анса кайнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухать, паттӑр вара йывӑҫ тымарӗнчен тытса юлать.

Эти богатырские сказки отличает еще один мотив: после того как герою перерезают веревку, выбраться из нижнего мира ему помогает орлица, но в тот момент, когда она оставляет его, налетает страшный вихрь, и батыр с трудом успевает схватиться за корни дерева.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

М.Г. Воскобойников эвенк юмахӗсенче сунарҫӑсем Чаган-хана хирӗҫ кӗрешни пирки ҫырать, ку сӑнар монголсенчен кӗнӗ тесе ҫирӗплетет.

М. Воскобойников пишет, что в эвенкийских сказках охотники ведут борьбу с Чаган-ханом, и утверждает, что этот образ перешел от монголов56 .

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чике старик хур сухал (ытти тӗрӗк халӑхӗсен юмахӗсенче: иргаил, гифрит, ифрит т. ыт. те) сӑнарӗ вырӑс юмахӗсенчи «мужичок с ноготок, борода с локоток» текен героя ҫывӑх илтӗнет.

Образ Чиге-старика (Чике старик хур сухал, букв.: «старик в локоть, а борода в два локтя»; в сказках других тюркских народов: иргаил, гифрит, ифрит и др. ) близок в русских сказках к герою «мужичок с ноготок, а борода с локоток».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Унтан та ытла, чӑваш паттӑр юмахӗсенче аллӑ пуҫлӑ ҫӗлене те ним мар ҫӗнтерни тӗл пулать.

В чувашских богатырских сказках встречаются сюжеты, где батыр быстро управляется даже с пятидесятиглавым змеем.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чӑваш паттӑр юмахӗсенче ҫапӑҫу самантне нумай чухне саламаликри евӗрех — пӗр хутчен ҫеҫ — ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ.

В богатырских сказках не всегда можно наблюдать троекратное повторение сцены битвы, в отдельных текстах сражение происходит единожды.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Анчах саламаликшӑн хӑйне май сюжетпа композици меслечӗсем характерлӑ. Паттӑр юмахӗсенче аҫтаха (ҫӗлен) тӗп героя хирӗҫ активлӑ кӗрешет, ҫапӑҫу виҫӗ хутчен пулса иртет, юмахҫӑ тытӑҫӑвӑн кашни самантне тӗплӗн ӳкерет. Саламаликра вара ҫапӑҫу пӗр хутчен ҫеҫ пулса иртет, вӑл кӗске, кашни самантне сӑнлани ҫук. Тӗп герой ҫӗлене нимӗнле вӑй хумасӑр, ҫӑмӑллӑн ҫӗнтерет, тӑшман ӑна хирӗҫ тӑмасть те пек», — тесе ҫырать Н.И. Егоров.

Но, по мнению Н.И. Егорова, в саламалике как сюжет, так и композиционные решения весьма своеобразны. Ученый отмечает характерные особенности богатырских сказок: змей энергичен и решителен в своих действиях; поединок происходит трижды (в саламалике же один раз), каждый момент сражения передается подробно (в саламалике описание боя краткое, создается ощущение, что победа дается герою без особых усилий).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Эпир пӗлетпӗр: ку пайрӑмсем нараста юмахӗсенче тӗл пулаҫҫӗ, паттӑр юмахӗсенчи йӗкӗт ялан тенӗ пек хӑй вӑйӗпе тӑшмана ҫӗнтерет.

хотя эти детали, как мы знаем, характерны только для волшебных сказок, в богатырских же сказках герой действует без помощи извне, сам, собственными усилиями побеждает врага.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кунта пирӗншӗн тӗпчевҫӗ «Йӑван паттӑр», «Али паттӑр», «Хӗвелпе уйӑха тыткӑнран хӑтарни» тата ытти ҫакӑн йышши паттӑр юмахӗсенче чӑваш эпосӗн тӗпренчӗкӗсем упранса юлнине асӑрхани уйрӑмах хаклӑ.

Для нас особенно важно то, что не обойдены вниманием богатырские сказки, отмечено, что такие из них, как «Иван-батыр», «Алибатыр», «Освобождение солнца и луны», позволяют судить по сохранившимся крупицам о всем многообразии и богатстве народного эпоса.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Чувашские сказки» кӗнекен «От института» тесе ят панӑ умсӑмахӗнче Н.В. Шупуҫҫынни чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ пирки, ӑна пуҫтарса тӗпчени ҫинчен ҫырнӑ, хамӑр юмахсем пирки пӗтӗмӗшле сӑмах пуҫарнӑ, ҫав шутра ҫӗленсемпе ҫапӑҫни ҫинчен калакан мотив тӗрлӗ халӑх юмахӗсенче тӗл пулнине асӑрханӑ, «йомах», «йомак» терминсем ҫинче чарӑннӑ, юмахсене ушкӑнлани пур, паттӑр юмахӗсене харкам ушкӑна уйӑрман.

В предисловии к книге «Чувашские сказки» Н.В. Шубоссинни содержатся суждения о чувашской народной словесности, о сборе и исследовании фольклорных материалов, о характере чувашской сказки. Между прочим он замечает, что мотив сражения со змеем встречается и в сказках других народов. Им высказаны соображения по поводу терминов «йомах», «йомак» (сказка). Имеется классификация сказок, но отсутствует такая разновидность, как богатырские сказки.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Паттӑр юмахӗсенче, нараста (асамлӑ) юмахӗсенчи пекех, тӗлӗнмелле асамлӑ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

В богатырских сказках, как и в волшебных, характерным признаком является волшебно-фантастическое начало.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Асамлӑх юмахӗсенче вара тӑван халӑх философийӗ, поэзи тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ».

Помоги переводом

Юмах ярса юптарас тетӗр-и? // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Инди юмахӗсенче ӗҫхалӑхне ҫав тери анлӑ кӑтартса панӑ.

Трудовой народ широко представлен в индийских сказках.

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Инди юмахӗсенче ӗҫчен ҫынсем ҫав тери пысӑк вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Простые люди играют большую роль в индийских сказках.

Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ту ҫинчи ҫӳлӗ те кукӑр чӑрӑш айӗнче Витязь хайхи ҫухатнӑ йӗрсене каллех тупрӗ, песиголовецсене (Карпат леш енчи халӑх хӑйӗн юмахӗсенче усалсене, путсӗрсене ҫапла ят панӑ) йӗрлесси малаллах пычӗ.

Под высокой, с искривленным стволом горной елью Витязь нашел потерянный след, и преследование песиголовцев (так народ в Закарпатье называл в своих сказках злодеев) продолжалось.

6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней