Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Телей ҫулӗ» юмахӗпе хӑш-пӗр сӑввисенче поэт Октябрь тивлечӗпе вак халӑхсем те харампырсемпе пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлни, ӗмӗрсем хушши ӗмӗтленнӗ телейне тупни ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ.
Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.
Аса илсессӗн, Чуна паян та хӑратать, Ватти юмахӗпе килсессӗн, Ӑна паян та вӑратать.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫак калаҫу хыҫҫӑн виҫӗ сехет иртрӗ; хӑй мӗн курнипе — миллионерсен тӗлӗнмелле юмахӗпе — шалтах хытса тӗлӗннӗ Джис Лабиринтӑн лутра бронза алӑкӗ умӗнче тӑрать, кунтах Филлат.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Конкурса кӗменнисен йышӗнче куракансем 2 вӑйӑллӑ, 6 документлӑ тата Владимир Синяев режиссерӑн 2 юмахӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль пуҫланӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30383.html
Эсӗ пире асаннӳ юмахӗпе ан минрет! — тӳссе тӑраймарӗ Сашка; Ленька каласа панисене вӑл унччен, ҫав тери хытӑ ӗненнӗччӗ.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пукане театрӗ, акӑ, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗпе лартнӑ ӗҫе курма чӗнет.
Спектакльсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21579.html
Страницы:
- 1