Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсен (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫынсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, ывӑлӗ-хӗрӗсен, тӑванӗсемпе юлташӗсен куҫҫулӗпе юнне нумай курнӑ, вӗсем вӑрҫӑпа мир, нушапа телей, пусмӑрлӑхпа ирӗклӗх, ырӑ кӑмӑллӑхпа усаллӑх мӗн иккенне лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа ырӑ кӑмӑллӑ вӗсем.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара вӑл, юлташӗсен куҫӗ умне курӑнас мар тесе, каялла чакрӗ те алӑк хыҫне кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Арӑслансенчен хӑранипе ирӗксӗрех юлташӗсен хыҫӗнчен утрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара иккӗшӗ ещӗксене, алӑ вӗҫҫӗн иле-иле, черетпе пынӑ юлташӗсен подушкисем ҫине тиеме тытӑнчӗҫ, тиевлисем пӑрахут ҫинчен чупа-чупа туха пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна Василий Николаевичӑн тата юлташӗсен укҫи-тенкипе хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ӑҫта вӑл Чӑваш Кӑлаткӑ ялӗ? Кам вӑл Курак Иванӗ? // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... an-3388969

Паллӑ кун-ҫке паян! — ӳкерчӗк ҫине кӑшт пӑхса илсенех юлташӗсен еннелле ҫаврӑнчӗ вӑл.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна вӑл пытармарӗ, юлташӗсен умӗнчех тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ…

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ахмар хӑй юлташӗсен ячӗсене каласа тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта — унӑн ҫывӑх тӑванӗсемпе ҫамрӑк чухнехи юлташӗсен сӑнӳкерчӗксем.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак ӗнтӗ пуҫа вӗри хум вӑшӑлл! пырса ҫапрӗ, ӑс-тӑна тӗтрелентерчӗ, пӑтраштарчӗ, ӳт-пӳре тискер кайӑк юнӗ вӗресе-выляса кайрӗ — Пурис, каллех юлташӗсен тӗллӗн килнӗ ват йӳҫекне ӑшран таптарса кӑларса, саланса кайнӑ куҫне тискеррӗн пысӑклатса, хӑй пуҫ тӗлӗшшӗн сӑмси витӗр ӗнӗрӗшме пуҫларӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унӑн куҫне курӑнас мар тесе, хӑшӗсем кӗтессене е юлташӗсен ҫурӑмӗсем хыҫне йӑпшӑнарах тӑма пикенчӗҫ.

Некоторые отошли в сторону, пытаясь укрыться по углам или даже за спиной товарищей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсен, хӑйӗн юлташӗсен кӗрешӗвӗнче Капаклы, гагауз хресченӗнчен пролетари пулса тӑнӑ ҫамрӑк, хӑйӗн класӗн пысӑк вӑйне, хӑй пурнӑҫӗн аслӑ тивӗҫне курать.

В борьбе учеников, своих товарищей, Капаклы, из гагаузских крестьян выросший в пролетария, видит уже огромную силу своего класса, великое свое право на жизнь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйне комитета суйланӑ юлташӗсен интересӗсене хӳтӗленӗ май, вӑл вӗренекенсене пама тивӗҫлӗ ҫӑкӑршӑн кӗрешнипе лӑпланман, пурнӑҫ условийӗсене ҫӑмӑллатмалли ытти ыйтусене те хускатнӑ…

Верный интересам товарищей, которые его избрали, он не ограничился борьбой за полагающийся вам хлеб, он пошел дальше в своих требованиях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйӗн юлташӗсен — комсомолецсен куҫӗсенчен вӑл тӳррӗн шӑтарса пӑхрӗ.

Честным, прямым взглядом смотрел он в глаза своим товарищам-комсомольцам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тата хӑйпе пӗрле комсомолта тӑнӑ юлташӗсен ҫав вӑрҫӑра та хӑйсем ремесленнӑй шкулта вӗреннӗ чухне кӗрешнӗ тӑшмансемпех — фашистла вӑрӑ-хурахсемпе — ҫапӑҫма тивнӗ.

Помоги переводом

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Вӗсем ачасене хӑйсен ӑсталӑхӗпе талантне туллин уҫма, пуҫарулӑхне аталантарма тата юлташӗсен хисепне ҫӗнсе илме пулӑшӗҫ.

Они позволят детям раскрыть свои возможности, таланты, проявить инициативу и завоевать уважение сверстников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑйӗн ӗҫӗ ҫине те, юлташӗсен ӗҫӗ ҫине те хаяр та тӗрӗс куҫпа пӑхма хӑнӑхнӑскер, Каюров искусство ҫине ҫӑмӑлттайла, профанла, «укҫа ҫапмалли» ҫӑмӑл меслет ҫине пӑхнӑ пек пӑхакансене пӗтӗм чунтан кураймасть.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Микулапа унӑн юлташӗсен ӗҫӗсем, тем пек апла шутлас килмесен те, чӑн-чӑн революцилле кӗрешӗве мар, ача вӑййине аса илтереҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук юлташӗсен хыҫне кӗрсе пытанма хӑтланчӗ — ӗлкӗреймерӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлташӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе хӑпартланнӑскерсем малашне тата хастартарах пулма шантарчӗҫ.

Помоги переводом

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней