Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ан тив, йышӑнман, тиркетӗр пултӑр санӑн юратӑвна тепри, хӑв шутсӑр-шутсӑр юратакан этем (ку вӑл, пӗр те пӗр ӑсласан, ӳкӗнмелли, выртса ӳлесе йӗмелли пӑтӑрмахах та мар) — пурпӗр урӑх ҫын ӗнте эсӗ яланлӑхах; эсӗ — юрататӑн, эсӗ тӳпе анлӑшӗпе вӑй виҫекен кӑйкӑр евӗр ҫӳле-ҫӳле ыткӑнса хӑпарнӑ, эсӗ — чӗрӗ, эсӗ — ынатлӑ, эсӗ — тепӗр ҫын валли тулӑх-тулӑх, чӑп тулли телей хатӗрленӗ…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
17. Ҫав ҫынсем арӑма каланӑ: эхер те эсӗ акӑ ҫапла тумасассӑн, эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр: 18. эпир ҫак ҫӗр ҫине килсессӗн, эсӗ халӗ пире антарса янӑ чӳрече ҫумне хӗрлӗ вӗрен ҫыхса яр, хӑвӑн аҫупа аннӳне, тӑванусене, аҫун пӗтӗм кил-йышне хӑвӑн килне пуҫтар; 19. эхер те хӑшӗ те пулин санӑн килӳн алӑкӗнчен тухсассӑн, унӑн юнӗ хӑйӗн пуҫне пулӗ, эпир вара [эсӗ халӗ пире тупа тутарнинчен] ирӗклӗ пулӑпӑр; эхер те [санӑн] килӳнте хӑвӑнпа пӗрле ларакана пӗр алӑ пырса тивсессӗн, унӑн юнӗ пирӗн пуҫа пулӗ; 20. ҫавӑн пекех [пире кам та пулин кӳрентерсессӗн те е] эсӗ пирӗн ҫак ӗҫӗмӗр ҫинчен пӗлтерсессӗн те эпир эсӗ пире тупа тутарнинчен ирӗклӗ пулӑпӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах хунӗ Моисее каланӑ: эсӗ капла аван мар тӑватӑн: 18. эсӗ хӑвна та, хӑвпа пӗрле ҫакӑ халӑха та асаплантарса пӗтерӗн, мӗншӗн тесессӗн ку ӗҫ саншӑн ҫав тери йывӑр: эсӗ ӑна пӗччен тума пултараймастӑн; 19. эппин, манӑн сӑмахӑма итле-ха; эпӗ сана канаш парӑп, Турӑ санпа пӗрле пулӗ: эсӗ халӑхшӑн Турӑ умӗнчи элчӗ пул, [унӑн] ӗҫӗсене Турӑ патне ҫитерсе тӑр; 20. вӗсене [Турӑ] йӗркисене, [Унӑн] саккунӗсене вӗрент, [Унӑн] ҫулне, вӗсем пымалли ҫула тата вӗсем тумалли ӗҫсене кӑтарт; 21. эсӗ вара [хӑв валли] мӗнпур халӑх хушшинчен пултаруллӑ, Турӑран хӑракан ҫынсем, тӳрӗ, мула курайман ҫынсем суйласа ил те [вӗсене] пинпӳсем, ҫӗрпӳсем, алпӳсем, вунпӳсем [тата ҫыруҫӑсем] туса ларт; 22. вӗсем халӑха кирек хӑш вӑхӑтра та сут туса тӑччӑр, тӗрлӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен сана пӗлтерччӗр, пӗтӗм вак ӗҫе хӑйсемех татса паччӑр; вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ, санпа пӗрле вӗсем те йывӑр ӗҫе кӳлӗнӗҫ; 23. ҫапла тусассӑн, сана Турӑ хушсассӑн, эсӗ тытӑнса тӑма пултарӑн, вара ҫакӑ пур халӑх та хӑйӗн вырӑнне канӑҫланса кайӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ пур, Эсӗ яланах пулнӑ, Эсӗ таса, Эсӗ тӗрӗс сут тӑватӑн: 6. вӗсем сӑваплӑ ҫыннусен, пророксен юнне тӑкрӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсене юн ӗҫтертӗн: вӗсем ҫавна тивӗҫлӗ, терӗ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ Хӑвӑн вӑюпа тинӗсе икӗ енне уйӑрнӑ, Эсӗ шыв ҫийӗнчи ҫӗленсен пуҫне аркатнӑ; 14. Эсӗ левиафан пуҫне аркатнӑ, ӑна пушхирте [Эфиопире] пурӑнакансенӗн апачӗ тунӑ; 15. Эсӗ чулран ҫӑлкуҫӗ, юхӑм шыв ҫапса кӑларнӑ, Эсӗ ялан юхакан шывсене типӗтсе янӑ.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах халӗ Эсӗ пире пӑрахрӑн, пире намӑса хӑвартӑн, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухмастӑн; 11. Эсӗ пире тӑшмансенчен каялла тартрӑн, пире хамӑра курайманнисем ҫаратаҫҫӗ; 12. Эсӗ пире пусса ҫимелли сурӑхсем вырӑнне патӑн, пире тӗрлӗ халӑх хушшине салатрӑн; 13. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ытла та йӳне сутрӑн, унӑн хакӗнчен тупӑш илмерӗн; 14. пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн кулли турӑн; 15. Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫын кулли турӑн, ют ӑрусем хушшинче пуҫ сулласа хурламалли турӑн.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн тӑшманусене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене санӑн аллуна ӳкерсессӗн, эсӗ вӗсене тыткӑна илсессӗн, 11. тыткӑна лекнисем хушшинче сӑнӗпе хитре хӗрарӑма курса юратса пӑрахсассӑн, ӑна качча илессӳ килсессӗн, 12. эсӗ ӑна хӑвӑн килне илсе пыр, вӑл вара ҫӳҫне илтӗр, чӗрнине кастӑр, 13. хӑй ҫийӗнчен тыткӑна лекнисен тумтирне хывса пӑрахтӑр, ҫапла вара ашшӗпе амӑшӗшӗн йӗре-йӗре сан килӳнте пӗр уйӑх пурӑнтӑр; ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ ун патне кӗрсе унӑн упӑшки пулма пултаратӑн, вӑл санӑн арӑму пулӗ; 14. эхер те кайран вӑл сана килӗшми пулсассӑн, эсӗ ӑна хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кӑларса яр, анчах кӗмӗлле ан сут, чура пулма та ан пар, мӗншӗн тесессӗн ӑна эсӗ арӑм тунӑ.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫак халӑха Эсӗ Египет ҫыннисем хушшинчен Хӑвӑн хӑватупа илсе тухрӑн, апла Египет ҫыннисем илтӗҫ те 14. ҫакӑнта пурӑнакансене каласа парӗҫ — ҫак ҫӗр ҫыннисем вара Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, Израиль халӑхӗ хушшинче пулнине, Эсӗ, Ҫӳлхуҫамӑр, вӗсене Хӑвна куҫран куҫа кӑтартнине, Санӑн пӗлӗтӳ вӗсем тӗлӗнче тӑнине, Эсӗ вӗсен умӗнчен кӑнтӑрла пӗлӗт юпа ӑшӗнче, ҫӗрле вут юпа ӑшӗнче пынине илтнӗ; 15. Эсӗ ҫак халӑха пӗр ҫынна пӗтерсе пӑрахнӑ пек пӗтерсе пӑрахсассӑн, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен илтнӗ халӑхсем калӗҫ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫак халӑха Хӑй тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе кӗртме пултараймарӗ, ҫавӑнпа ӑна пушхиртех пӗтерчӗ, тейӗҫ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн малтанхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пысӑк чыслӑ, пысӑк хӑватлӑ эсӗ; 4. анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулаймӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Апла пулсан итле: эпӗ сана кирлӗ сӑмах каличчен, эсӗ малтанхи пекех кубрикра ҫывӑратӑн, эсӗ хытӑ апатах ҫиетӗн, эсӗ итлетӗн, эсӗ ҫынна хисеплетӗн тата пӗр тумлам эрех ӗҫместӗн, — терӗ вӑл.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
«Эсӗ, эсӗ, эсӗ, эсӗ ҫеҫ…» — питҫӑмартипе упӑшки аллине сӗртӗнсе, хӑй ӑшӗнче каларӗ вӑл; ҫакна вӑл хӑй суйласа илни тӗрӗс пулнине татах тепӗр хут ҫирӗплетес тесе мар, ун пек калама телейлӗ пулнипе каларӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Елена, — терӗ Инсаров малалла, — эпӗ сана юрататӑп, ҫакна эсӗ ху та пӗлетӗн, эпӗ саншӑн хам пурнӑҫа пама хатӗр… мӗншӗн-ха эсӗ ман пата халь, эпӗ сывӑ мар чухне, хама хам тытса чарма пултарайман чухне, манӑн юн вӗресе тӑнӑ чухне килтӗн… эсӗ манӑн, тетӗн… эсӗ мана юрататӑн…
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсӗ вӗт пурне те пултаратӑн, эсӗ ырӑ, эсӗ мӗнпурне куратӑн, — мӗншӗн-ха ман тӗлтен тӳрӗ мар эсӗ, турӑ?Ты ведь все можешь, ты добрый, ты все видишь, — зачем же ты несправедлив ко мне, бог?
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Эсӗ пултаратӑн, Андрей, — хирӗҫлерӗ Обломов: — санӑн ҫунат пур: эсӗ пурӑнмастӑн, вӗҫсе ҫӳретен: эсӗ пултаруллӑ, хӑвна ху юрататӑн, эсӗ авӑ мӑнтӑр мар, сана урпа тухса аптратмасть, ӗнсӳ кӗҫӗтмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ, Илья; эсӗ ачаш… кӑвакарчӑн пек, эсӗ пуҫна ҫунат айне пытаратӑн, урӑх нимӗн те тӑвасшӑн мар; эсӗ ӗмӗрех хӳтӗре ачашланса пурӑнма хатӗр… анчах эпӗ ун пек мар: ку мана сахал, мана тата тем кирлӗ, мӗн кирлӗ — ӑна пӗлместӗп!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956