Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир, Марья Алексевна, ҫавна тума пултаратӑр; сирӗн ҫав пултарулӑх ӗҫлеменшӗн, ун вырӑнне хирӗҫле пултарулӑх ӗҫленӗшӗн эсир айӑплӑ мар, вӑл пултарулӑх сирӗн пур, анчах пурин те пур тесе калама ҫук-ха; эсир лайӑх мар ҫын кӑна, анчах путсӗр, ниме тӑман ҫын мар.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавна ӑнланса илсе, эсир ӗҫе те тапратмарӑр, вӑл ӗҫ сире пӑшӑрхантаракан ҫынсене пурпӗрех пӗтерейместчӗ: ӗҫе тапратса ярса, эсир вӗсене кӑштах чӑрмантараттӑр ӗнтӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн та вӗсенчен ытларах чӑрманмалла, вӗсенчен те ытларах чупмалла пулатчӗ; эсир ҫаксене шута илтӗр те ҫавӑнпа ӗҫе тапратмарӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир, паллах, хӑвӑр хӗрпе ун: упӑшкине ерипен ҫунакан вут ҫинче шаритлеме хавас пулнӑ пулӑттӑр, анчах эсир ӗҫе вӑхӑтра ӑнланса илтер, ӑш вӑрканине ирттерсе ятӑр, эсир хӑвӑр вӗсене шаритлеме пултарас ҫуккине ӑнлантӑр; ҫакӑ вӑл, Марья Алексевна, ӗҫ тума май килменнине ӑнланса илме пӗлни пулать, ку вара ҫав тери пысӑк пахалӑх!
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эсир кама та пулин сиен туни сире усӑллӑ мар пулсан, эсир ӑна епле те пулин ухмахла туйӑмсене пула тӑвас ҫук; эсир хӑвӑр вӑхӑтӑра, ӗҫӗре, укҫӑра усӑсӑр сая ямалла мар тесе шухӑшлатӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир сирӗн ӑс-тӑнпа сирӗн ҫирӗп кӑмӑлӑра ырларӑмӑр ӗнтӗ, эсир хӑвӑр тунӑ ырӑ ӗҫсене мухтаман, эсир хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫсем пур тесе те шутламастӑр, вӗсем пулас пулсан, эсир вӗсене ҫыннӑн лайӑх енӗ тесе шутлас ҫукчӗ, пачах урӑхла, вӑл ҫын ухмах тенӗ пулӑттӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах «путсӗр» тес вырӑнне вӑл «пут…» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, мӗншӗн тесен Лопухов питӗ хыттӑн: «Эпӗ эсир ятлаҫнине итлеместӗп, эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма килтӗм. Ҫилленнипе эсир лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑр пулсан, эпир Павел Константинычпа иксӗмӗр калаҫӑпӑр, эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр лӑплансан, пире чӗнме Федьӑна е Матренӑна ярар», — терӗ, ҫакна каланӑ май Павел Константиныча залран ун кабинетне ҫавӑтса кӗчӗ, калаҫасса питӗ хытӑ калаҫрӗ, темле кӑшкӑрсан та, унран хытӑрах калаҫаймӑн, ҫавӑнпа Марья Алексевнӑн ятлаҫма чарӑнмалла пулчӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах эсир вунпилӗк минут ларма пултаратӑр-ха, эпӗ сире ҫак вӑхӑтра темиҫе сӑмах каласшӑн: эсир ман канаша итлеме те, итлемесӗр тӑма та пултаратӑр, анчах эсир ун ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхӑр.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Апла пулсан, — тет Жюли малалла ҫавӑн пекех вӑрӑммӑн, — эпӗ ҫырӑва икӗ условипе ярса парӑп — «эсир вӗсене йышӑнма та е йышӑнмасӑр тӑма та пултаратӑр: эсир вӗсене йышӑнатӑр пулсан, — эпӗ ҫырӑва ярса паратӑп; эсир вӗсене йышӑнмастӑр пулсан, — эпӗ ҫырӑва ҫунтаратӑп», тата ыт. те калать, анчах вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, хӑтӑлма килнӗ ҫыннӑнне чунне илет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ та ӑслӑ ҫынсем, эсир пирӗн хушӑмӑрта палӑра пуҫлани нумай пулмасть-ха, анчах эсир халӗ нумайӑн ӗнтӗ, эсир нумайланнӑҫем нумайлансах пыратӑр.
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сире эсир ҫынсене курайманшӑн ҫилленетӗп, анчах ҫынсем вӗсем эсир хӑвӑрах-ҫке, мӗншӗн хӑвӑра хӑвӑр ун пекех кураймастӑр-ха эсир?
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эхер те эсир ҫырура ҫырнӑ пек тӑвасшӑн пулнӑ пулсан, эхер те эсир уйрӑлассине шанса тӑнӑ пулсан, эсир манпа тӗл пулмасӑр ют ҫӗршыва кайма пултарнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Манӑн чи малтанах сире хытарса каламалла пулнӑ: «Эсир йӑнӑшрӑр, сирӗн умра — эсир кӗтсе тата ӗмӗтленсе пурӑннӑ ҫын мар. Тӑхтӑр-ха, вӑл сирӗн умӑра тухса тӑрӗ, эсир вара ун чухне тӑна кӗрӗр; хӑвӑр тунӑ йӑнӑш сире тарӑхтарӗ те, ҫилентерӗ те; ҫак тарӑхупа ҫилӗ ман чӗрене ыраттарӗ», — акӑ мӗн каламалла пулнӑ манӑн, эхер те эпӗ ачаранпах ӑс-пуҫӑмпа малтине курса тӑма пултарнӑ, чунӑмпа хӑюллӑрах, юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юратмастӑр эсир мана, анчах эсир суймастӑр — ҫакна васкавлӑн хушса хуратӑп — улталамастӑр мана; эсир хӑвӑр чунӑр: ҫук, тенӗ чухне: ҫапла, тесе калама пултараймастӑр.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсир пулман-тӑк — пире ҫав тери начар пулатчӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — эсир пулас мар-тӑк — эпир шӑнса вилеттӗмӗр, эсир пулас мар-тӑк хамӑр самолета хупласа хунӑ юртан хӑтӑлаймастӑмӑр эпир.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ, палаткӑна чупса кӗрсе: «Мӗскер эсир катемпи пек хытса тӑратӑр, мӗскер эсир ҫывӑрса выртатӑр, е эсир хамӑра ҫӗр патнелле илсе кайнине курмастӑр-и?» тесе кӑшкӑрса ярасран хама хам аран-аран кӑна тытса чаратӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗн калаҫатӑр эсир! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский, вӑйлӑн хумханса, — ҫук, эсир унӑн арӑмӗ мар, сире ирӗксӗр качча панӑ, эсир нихӑҫан та килӗшме пултарас ҫук…
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
5. Эпӗ — ҫырла авӑрӗ, эсир — турачӗсем; кам Ман ӑшӑмра, Эпӗ те ун ӑшӗнче тӑратӑп, вӑл нумай ҫимӗҫ кӳрет: Мансӑр эсир нимӗн те тӑваймӑр; 6. Ман ӑшӑмра маррисем — касса пӑрахнӑ, типсе выртакан туратсем пек: вӗсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ; 7. эсир Ман ӑшӑмра пулсан, Ман сӑмахӑмсем сирӗн ӑшӑрта пулсан, мӗн ыйтас тенине ыйтӑр, ҫавӑ пулӗ сире.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эсир Авраам йӑхӗ иккенне Эпӗ пӗлетӗп, анчах та эсир Мана вӗлерме хатӗр, мӗншӗн тесессӗн Манӑн сӑмахӑм сирӗн ӑшӑра вырӑнаҫаймасть; 38. Эпӗ Хам Аттем патӗнче мӗн курнӑ, ҫавна калатӑп; эсир вара хӑвӑр аҫӑр патӗнче мӗн курнине тӑватӑр, тенӗ.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.