Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир каймасан, чул ҫинчи ҫырӑва кам та пулин урӑх ҫын вуласа пӑхӗ те, эпир тупас телее вӑл тупӗ, вара эпир нимӗнсӗрех тӑрса юлӑпӑр.
Иккӗн пӗртӑван // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
«Ун пирки нимӗн те пӗлеймӗпӗр эпир, — шухӑшлать профессор, — анчах эпир, Ҫӗр ҫинчи ҫынсем, тарӑн шухӑшлама пӗлетпӗр, эпир чылайӑшне чухласа ӑнланса илме пултаратпӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫак самантран вара пирӗн ӑс-тӑн та, эпир шухӑшлани те, эпир тӗрлӗ меслет тупас тесе шутлани те нимӗн усӑсӑр пулчӗ; эпир хамӑр та ҫутҫанталӑкӑн ҫӗр айӗнчи вӑйӗсен аллинчи ача вӑййи анчах пулса тӑтӑмӑр.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Акӑ мӗн, господин Гаррис, ӗҫ эпир пуринчен те лайӑхрах пулнинче мар, тен, эпир сирӗнтен те япӑхрах ҫиетпӗр пулӗ, анчах тахҫанах питӗ те питӗ нумаййишӗн эпир лайӑх пурнӑҫа тивӗҫлӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ну, ак ҫапла ӗнтӗ, Гемфри Дэви Гамбург урлӑ иртсе кайнӑ май ман патӑма кӗрсен, эпир унпа нумайччен калаҫрӑмӑр; сӑмах майӑн эпир Ҫӗр варри шӗвек япалапа тулса тӑрать текен гипотеза ҫинчен те калаҫрӑмӑр: эпир иксӗмӗр те ун чухне Ҫӗр варри шӗвӗ пуласси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук, терӗмӗр, мӗншӗн тесен кунта уйрӑм сӑлтав пур, ун пирки нихӑҫан та наука хӑйӗн ответне тупса парайман.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗтӗмпех пире хирӗҫ — эпир хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпех куллен-кун ӗҫре вилсе пыратпӑр, ялан пылчӑк ӑшӗнче, ултавра пурӑнатпӑр, пирӗн ӗҫпе ыттисем киленсе, кӳпсе пурӑнаҫҫӗ, пире, сӑнчӑрланӑ йытӑсем пек, тӗттӗмлӗхре тытса усраҫҫӗ, эпир нимӗн те пӗлместпӗр, хӑратса усраҫҫӗ, эпир пуринчен те хӑратпӑр.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпир, рабочисем — хамӑрӑн ӗҫпе пур япалана та — темӗн пысӑкӑш машинсенчен пуҫласа ача-пӑча теттисем таранччен тӑвакан ҫынсем, эпир — хамӑрӑн этем тивӗҫӗшӗн кӗрешмелли правасӑр хӑварнӑ ҫынсем, — пире, ҫав ҫынсене, кашниех хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хӗҫпӑшал тума тӑрӑшать тата тума та пултарать: эпир халӗ пире ӳлӗмрен влаҫа хамӑр алла ҫавӑрса илме май пама пултармалӑх ирӗклӗх илесшӗн.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпир ҫапла калатпӑр: ҫын ҫине хӑйне пуянлатмалли хӗҫпӑшал ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхакан общество — этемлӗхе хирӗҫ пырать, вӑл пирӗншӗн тӑшманла пулса тӑрать, эпир унӑн икӗ питлӗ те ултавлӑ моралӗпе килӗшме пултараймастпӑр; вӑл ҫын ҫине намӑса пӗлмесӗр йӗрӗнсе тата ҫав тери хӗрхенӳсӗр пӑхни — пирӗншӗн юрӑхсӑр, эпир ҫавӑн пек общество ҫынна ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшпе чуралантарса пыракан пур йӗркене те хирӗҫ, ҫынна харпӑр интересӗсемшӗн уйӑрса, вакласа пымалли мӗнпур мая хирӗҫ кӗрешес тетпӗр, кӗрешетпӗр те.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Тен, эпир хамӑр туйӑмсене тӑкаклас тӗлӗшрен ытлашши перекетлӗ ҫынсем пулӗ, эпир шухӑшпа нумай пурӑнатпӑр, ҫакӑ вара пире пӑртак урӑхлатса ярать, эпир хаклатпӑр, анчах та туйӑма пӗлместпӗр.
XI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Пӗр ҫын пулчӗ ман патӑмра — эпир унпа калаҫса илтӗмӗр — вара эпир… эпир питех те майлӑ калаҫса татӑлтӑмӑр.
XIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпир ҫынсемпе йытӑсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр, тульккӑш вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, эпир вӗсене куҫран вӗҫертрӗмӗр, кайран вӗсем юханшыв леш енче пек туйӑнчӗҫ; эпир кимӗ ҫине лартӑмӑр та унта каҫса кайрӑмӑр, анчах никама та тупаймарӑмӑр, вара тӑвалла ишрӗмӗр — малтан ҫыран ҫумӗпе ҫеҫ пыраттӑмӑр, кайран ывӑнса ҫитрӗмӗр те ҫывӑрас килсе кайрӗ; кимме кӑкарса, ҫывӑрма выртрӑмӑр, пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑранса кунта каҫрӑмӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах Том ӑна правило тӑрӑх апла тума юрамасть тесе ӗнентерчӗ: кравать ҫине унпа юнашар ларса, малашне эпир мӗн-мӗн тума ӗмӗтленнине каласа пачӗ, енчен шӑв-шав ҫӗкленес-мӗн пулсан, эпир урӑхла та тума пултаратпӑр, унан, Джимӑн ӗнтӗ, нимӗншӗн те хӑрама кирлӗ мар, эпир ӑна пурпӗрех ҫӑлатпӑр терӗ.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетрен эпир хамӑр шаландӑпа кайрӑмӑр, питӗ тӗттӗм пирки эпир те ҫав ванчӑк пӑрахута асӑрхайман — ун ҫине пырса тӑрӑнаттӑмӑр; анчах эпир пурте ҫӑлӑнтӑмӑр, Билл Уиппл кӑна… мӗн тӗрлӗ лайӑх ачаччӗ?
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ахальтен мар мана атте: эпир санпа, ачам, ӗҫсӗр ырӑ курса пурӑнма вӗреннӗ ҫынсем мар, аристократсем мар, пурнӑҫпа ҫутҫанталӑк иртӗхтерсе янӑ ҫынсем мар, эпир наукӑна пула асап курнӑ ҫынсем те мар, эпир — ӗҫлекенсем, ӗҫлекенсем, ӗҫлекенсем.
XXVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Хамӑрӑн ҫеҫенхирсемпе станицӑсене ҫутҫанталӑка эпир вӑйлӑ тырпул туса илес шутпа мар улӑштарса ҫӗнететпӗр, — терӗ Костя, — ҫук, эпир хуҫалӑха пӗлсе, пурне те шута илсе ӗҫлекен ҫынсем: ҫутҫанталӑкра илемли мӗн пуррине пурне те коммунизма илсе каясшӑн эпир!
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хамӑр туйӑмлӑха тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн эпир пӗр-пӗрне юратни пӗтрӗ, пурнӑҫра эпир иксӗмӗр пӗр-пӗрин патне хире-хирӗҫле чӑнлӑхпа пырса тӑтӑмӑр, — урӑхла каласан, эпир пӗр-пӗриншӗн пачах та ют эгоистсем, пӗр-пӗринчен епле пулсан та харпӑр хӑй валли ытларах киленӳ илес текенсем ҫеҫ пулнӑ иккен.
XII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпир ҫынсене пурнӑҫпа туллин киленме хушатпӑр, — пирӗн хамӑр пурнӑҫпа ҫакна кӑтартса памалла: кӑна эпир кашнин харпӑр хӑйӗн туйӑмӗсене тивӗҫтерме мар, кашни харпӑр хӑйшӗн мар, пӗтӗмпе илсен, ҫыншӑн ҫапла тума хушатпӑр, эпир хамӑршӑн тӑрӑшса мар, принцип тӑрӑх, хамӑра кирлӗрен мар, хамӑр ҫапла тумаллине шанса панӑ пирки ҫеҫ калатпӑр».
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир тӗшмӗше ӗненетпӗр, анчах унпа эпир хамӑрах асапланатпӑр, ҫакна эпир туятпӑр.Мы исполнены предрассудков, но ведь мы же сами страдаем от них, это чувствуется нами.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун ҫинчен эпир пурте пӗлетпӗр: вӑл малтанах тӳп-тӳрӗ ҫул-йӗрпе пырать, унталла та, кунталла та пӑркаланмасть, эпир те — ун хыҫҫӑн, тытса чарма ҫук хӑватлӑ юхӑм пек пырса, ҫав чӑн-чӑн тӑван социализма утса ҫитӗпӗр, эпир хамӑр ҫав социализмшӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха, арӑмсене, ача-пӑчасене пӑраха-пӑраха хӑварса, ҫамрӑк пурнӑҫӑмӑрсем ҫинчен манса кайса, хамӑр юна та, ютсен юнне те пӗр хӗрхенмесӗр юхтарнӑ.
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫитменнине тата, телейсӗрскерсем, хӑйсене ҫынсенчен ҫӳле хураҫҫӗ: «Эпир, теҫҫӗ, пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам ӗҫлемен вырӑнта ӗҫлетпӗр; эпир пӗрремӗш ретри ҫемҫе пукансем ҫинче ларатпӑр, эпир Н. князь патӗнче балра пулатпӑр, унта пире ҫеҫ кӗртеҫҫӗ…»
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956