Поиск
Шырав ĕçĕ:
Леспромхозра ӗҫлесе пуҫтарнӑ шӑтӑркка хутӑн ытларахӑш пайӗпе тӗксӗм кӑвак вельветран ҫӗленӗ куртка, хура брюки (халӗ шӑпах вӑл ҫав ҫи-пуҫпа) тата ал сехечӗпе улӑм шляпа (пӗве кӗнӗ ҫамрӑкӑн туҫланса, янкӑсланса, шуххӑн, юпахланса ҫӳремелли япалисем!) туяннӑччӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑнах та, ку список вӑрӑм ӗнтӗ, анчах ҫынсем унтан хӑрамарӗҫ, мӗншӗн тесен асӑннӑ япаласен ытларахӑш пайӗ «Сельэлектрон» хӑйӗнех пур.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тӳрех ҫакна калас пулать: ҫынсенчен сахалтарахӑш пайӗ пур енчен те ыр курса пурӑнтӑр тесе, халӑхӑн ытларахӑш пайне йӳнӗ хакпах йывӑр ӗҫлеме, пурлӑ-ҫуклӑ пурнӑҫпа пурӑнма тивет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Пансем-тӑвансем, халӗ ӗнтӗ икӗ пая уйрӑлӑр! кам каяс тет, сылтӑм енне тӑрӑр; юлас текенсем сулахая пуҫтарӑнӑр; куренӗн ытларахӑш пайӗ ӑҫта куҫать, атаман та унта тӑрать; сахал пайӗ кӑна уйрӑлсан, вӗсем ытти куреньсемпе пӗрлешеҫҫӗ».
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫав ҫулсен ытларахӑш пайне вӑл Уралти шахтӑсенче, ҫӗр кӑмрӑкӗ катса ирттернӗ.Большую часть этих лет он провел на шахтах Урала, рубил уголь.
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах хӑй сайра хутра кӑна ҫилленнӗ; ытларахӑш чухне вӑл йӑмӑкне хирӗҫ ҫемҫен те шеллевлӗн тавӑрса каланӑ, лешӗ те, иккӗшӗ ҫех юлсан, тавлашура кашнинчех хӑй парӑннӑ; анчах ку, паллах, калаҫӑва ҫӗнӗрен пуҫарса яма кансӗрлемен.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫапла ҫине тӑрсах музыкӑпа интересленни унӑн ӑс-тӑн аталанӑвӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑчӗ, вӑлах унӑн ытларахӑш вӑхӑтне йышӑнчӗ, унӑн пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ тума пулӑшрӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Контрактсене» ҫӳреме пӑрахнӑ вӑл, халӑх хушшине те пит сайра тухса ҫӳренӗ, ытларахӑш вӑхӑтне хӑйӗн библиотекинче темӗнле кӗнекесем вуласа ирттернӗ; мӗнле кӗнекесем вуланӑ вӑл — ӑна никам та, нимӗн те пӗлмен, — турра хирӗҫлисемех мар пулӗ ӗнтӗ тесе ҫеҫ шутланӑ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Дневникри малтанхи ҫырусем ӑнсӑртран пулнӑскерсем, вӗсене хӑҫан ҫырнине те кӑтартман, ҫырасса вара Сергей каласа пынӑ тӑрӑх Таня ҫырнӑ, ытларахӑш пайне чернилпа.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Тепӗр тесен, ҫакӑ вӑл тӗплӗн тишкерсе вулакансене (литературӑри ҫыракан ҫынсен ытларахӑшне кӑтартать — ҫак ытларахӑш вӑл тӗплӗн тишкерекен господасенчен тӑрать вӗт), Кирсановпа Лопухов илемлӗхе ӑнланман, эстетикӑлла тӳйӑмсӑр ҫынсем пулнине кӑтартмасть-и, тетӗп эпӗ?
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1