Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыррипе (тĕпĕ: ырри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура-шур курсан кӑна ыррипе усаллине тавҫӑрса илетӗн.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пурӑннӑ чухне мӗн те пулин ыррипе савӑнтарас килет тус-юлташсене.

Помоги переводом

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Имҫам вӑл, асӑрхануллӑн ӗҫлемесен, ыррипе пӗрлех сӑтӑрне ытларах тӑвать.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Кивӗ йӗркепе ӳснӗ ҫыннӑн кӑмӑлӗнче ыррипе усалли те пӗр ҫӗрлӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Эппин… ыррипе каласа парасшӑн мар эсир?..

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ырӑ ҫынпа ырӑ пулма, ырӑ ӗҫе ыррипе тавӑрма хӑнӑхнӑ, — каллех Шаккура куҫӗнчен чӑрр! пӑхрӗ Петӗр.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тукайӑн ун ыррипе усалли пурте пӗрле.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ыррипе усаллин тупсӑмне хӑй тупасшӑн.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Раҫҫей шкул ачисен юхӑмӗ вӗренекенсене ыррипе лайӑххине вӗрентнине, ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тума, ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Ыррипе усаллине курни ҫинчен пӗлтерсен, вилесем ӑна ҫапла калаҫҫӗ, тет: «Эсӗ мӗн курнине, илтнине калатӑн, пирӗн ҫын мар эсӗ, йышӑнмастпӑр сана», — теҫҫӗ, тет.

Помоги переводом

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла туса вӑл ача чунӗнчи ырӑ туйӑмсене вӑратнӑ, ыррипе усаллине уйӑрса илме вӗрентнӗ.

Помоги переводом

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Ыррипе лайӑххине питех те хӑвӑрт хӑнӑхатпӑр.

Помоги переводом

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

— Унта ӗҫсем хальхи пекех пырсассӑн ыррипе пӗтес ҫук ку.

Помоги переводом

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе туй арӑмӗ кунта ӗҫ ыррипе пӗтес ҫуккине сиссе кӗлетрен тухса килӗсене васкарӗҫ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самани ҫавнашкал килсе тухрӗ паян: кашни халӑх хӑй халиччен утса тухнӑ ҫула ҫӗнӗрен аса илсе тӗпчесшӗн, сиенлинчен сивӗнсе, йӑнӑшшинчен хӑтӑлса, ыррипе пуянланса малалла талпӑнасшӑн.

Помоги переводом

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Тата хушӑран хушӑ таҫта темскер ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илет, ыррипе пӗрлех усалли те пур кунта, тесе аса илтернӗн туйӑнать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Романта пурте тӗлӗнмелле простӑ та уҫҫӑн курӑнса тӑратчӗ, йӗркесем хушшине пытарса хунӑ пӗр темле ҫутӑ ыррипе усаллине ҫутатса тӑрса, юратма тата курайми пулма пулӑшнӑн туйӑнатчӗ, пӗр ҫӗрте таччӑн арканса тӑракан ҫынсен пурӑнӑҫне пит хытӑ астутарса тӑнӑ пекчӗ.

Всё в романе этом было удивительно просто и ясно, как будто некий свет, скрытый между строк, освещал доброе и злое, помогая любить и ненавидеть, заставляя напряжённо следить за судьбами людей, спутанных в тесный рой.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ыррипе каламастӑн пулсан, эпир сана мӗнпе калаттармаллине тупӑпӑр…

— Не хочешь добром, мы найдем, как заставить тебя признаться…

V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Шел те, ыррипе мар.

К сожалению, не с лучшей стороны.

Куславккари йӗкӗрешсем «Лучше всех» кӑларӑмра пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24733.html

Ҫавах та «Театр — асамлӑ тӗнче» тенӗрен хальхинче ытларах вырӑнти драма коллективӗсен хӑйне евӗрлӗ воспитани паракан, ыррипе усаллине уйӑрма, кирек мӗнле лару-тӑрӑва та тивӗҫлипе хак пама вӗрентекен сценкӑсем е спектакль сыпӑкӗсем курас килчӗ.

Тем не менее, хоть и называем «Театр — волшебный мир», на этот раз хотелось увидеть в местных драматических коллективах в основном сценки или отрывки спектакля, показывающие своебразное воспитание, обучающих различать добро и зло, оценивать любую ситуацию по достоинству.

Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней