Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыраттарми (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинех ӗнтӗ ытти ҫынсене те палласшӑн мар — хӑй шӳреке, чи ҫывӑх ҫыннин суранӗ те ӑна ыраттарми пулать, иртен кунҫулра урӑм-сурӑм хирӗҫсе пурӑннипе сивӗннӗ чӗри те — енчен вӑл, элле, тахҫан ӑшӑ пулнӑ пулсан та — тепӗр хут ӑшӑнаймасть, ӑшӑнмалӑх хӗлхемӗ юлман.

Он уже не признает никого из односельчан — даже острая боль близких людей его не трогает; его ожесточившееся в постоянной борьбе с самим собой холодное сердце — если оно когда-нибудь бьшо горячим — вряд ли согреет кого-то, в нем не осталось ни искорки.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Андрей сайра хутра малтанхи арӑмне аса илкелерӗ, анчах ҫав асаилӳсем халь ӗнтӗ малтанхи пекех чӗрене касса ыраттарми пулчӗҫ.

Андрей изредка вспоминал о первой жене, но воспоминания уже не приносили прежней режущей боли.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Министерство культурипе килӗштерсе ӗҫлетпӗр» тени халь хӑлхана ыраттарми пулнӑ.

Слова "мы работаем согласованно с Министерством культуры" уже не доходят.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней