Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыратнипе (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӳрленет, эппин, — савӑнатчӗ вара пӗчӗкскер, унтан каллех тепӗр ҫын патне пыратчӗ, каллех ыратнипе ыратманнине ыйтса пӗлетчӗ…

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑл пуҫ мимин шыҫҫи хӑвӑрт аталанса пынине пула пуҫӗ вӑйлӑ ыратнипе аптӑранӑ, акӑлчан ҫыравҫисем хӑйсен ӗҫтешне куҫӑмсӑр майпа кӑна саламлама пултарнӑ.

Он в это время страдал от сильных головных болей в результате стремительно развивавшейся опухоли мозга, и английские писатели смогли поздравить коллегу только заочно.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Хӑтӑлас тесе, вӑрах тапаланнӑ вӑйлӑскер, ҫивӗч шӑлӗсемпе тимӗре кӑшланӑ, анчах халсӑрланса ҫитнипе тата ури ыратнипе халӗ пӗр вырӑнта хусканмасӑр выртать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гали, хӑйӗн хушаматне илтсен, тӑрса ларасшӑнччӗ, анчах бнитланӑ кӑкӑрӗ ыратнипе хускалаймарӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӗре ыратнипе тӳсеймерӗм, ӳпкелерӗм.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана ҫаратрӗҫ… — чӗри тӳсмелле мар ыратнипе аран хуравларӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анне, чипер пул-ха, — йӗрсе ячӗ Улька ыратнипе мар, кӳрентернине чӑтаймасӑр.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Манӑн пӗр ҫывӑх юлташ вар ыратнипе аптратчӗ.

Помоги переводом

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Подоприхин чӑтма ҫук ыратнипе сывлайми пулать, Хураҫӗртех ӑна допроссем вӑхӑтӗнче пӳрине сиенленӗччӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче ыратнипе тӑна кӗчӗ вӑл.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан чӗп-чӗрӗ юн пӗҫӗ тӑрӑх юхнӑ пек туйӑнчӗ ыратнипе.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратнипе кӑшкӑрса янӑ пулас.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑшӗн пуҫӗ ыратма, ҫаврӑнма, кӑмӑл пӑтранма, чӗре тӗлӗнчен чикме, вӑй пӗтме пултарӗ, теприсен ҫывӑрас килнипе, ҫурӑм тата сыпӑсем ыратнипе, юн пусӑмӗ хӑпарнипе аптрӗҫ, нумайӑшӗн шала кайнӑ чирӗсем ҫивӗчленме пултарӗҫ.

Головная боль, головокружение, тошнота, боль в сердце, слабость и сонливость, боль в спине и суставах, повышенное давление, обострение хронических заболеваний.

Ҫӗр ҫине вӑйлӑ магнит тӑвӑлӗ йӑтӑнса аннӑ // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... nn-3434018

Пӗвер ыратнипе пӗр уйӑхлӑха курорта кайрӑм та, эп таврӑннӑ ҫӗре… апайтурух!

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Кинемей ура ыратнипе аптӑрать.

Бабушка страдала от боли в ногах.

Кинемей урине сиплеме 400 пин тыттарса янӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35243.html

Ҫапла майлашса, Укахви пӗр ҫур ҫавра ҫывӑрса илнӗ-и, ҫук-и — тепӗр авӑкран вӑл алӑ паҫӑрхинчен те ытларах ыратнипе вӑранса кайрӗ те самантрах ӑна тимӗртен вӗҫертрӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хурлӑ тӗлсенче ача, пуҫне чиксе, чунӗ ыратнипе асапланса тӑнӑ пек туйӑнать, унтан сасартӑк хурлӑха сирсе пӑрахать те пӗтӗм кӗлеткипе мӑнаҫлӑн тӳрленсе, пӑлхавлӑ кӗвӗ тӑкма тытӑнать.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ачасем ҫӳресшӗнех мар унта, амӑшӗ урисем ыратнипе аптӑрать.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан Лашманов пит-куҫӗ темӗскер тӳсме ҫук ыратнипе илемсӗррӗн туртӑнса илчӗ, хытса ларчӗ.

Помоги переводом

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мана та, Егорова та салтаксем урра! ҫӗклерӗҫ, анчах Егоровӑн суранӗ ыратнипе ӑна часах каялла антарчӗҫ те санчаҫе ӑсатрӗҫ, мана чылай силлерӗҫ вара.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней