Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ваҫиле амӑшӗ сурӑх ҫӑмӗ хуратчӗ минтере, унпа упӑшкин — ГУЛАГра нушапа чирлесе таврӑннӑ Хӗветӗрӗн, ревматизмне сыватма, сыпӑсемпе мышцӑсене тамӑкла ыратнинчен хӑтарма усӑ куратчӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Йӳҫ кӑшманпа Яриле пуринчен ытла хӗллесенче пилӗк ыратнинчен сипленет.Редька у Яриле в особом почете, — зимой он спасается ею от болей в пояснице.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Каярах тухтӑр пулас ӗмӗт те Осиповӑн ҫак чӗре суранӗ ыратнинчен килнӗ.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Артуршӑн ачана хӑйӑпа хӗнеттерес килмен (пулкаланӑ ун пекки: Эльгеев, ҫилленсен, хӑйӑ ҫыххипе ҫапкалать ачисене — ыратнинчен ытла ҫатлатни пӑскӑртать-ҫке).
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Унтан пуҫ ыратнинчен порошок ӗҫессине пӗлтерчӗ; ӑна стакана силлерӗ, ӗҫрӗ те… вилсе выртрӗ».Затем он сказал, что примет порошок от головной боли; высыпал в стакан, выпил и повалился замертво».
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.
Вӑл ӳпкин пӗтӗм вӑйӗпе сывлать, ҫакӑ шанӑҫпа кисреннӗ чӗрине хӗссе тапма кансӗрлет; тӳссе выртаймарӗ: ури ыратнинчен йӗрӗнсе, — ыратни халӗ ниме тӑман пулӑм пек, ку пысӑкрах пӗлтерӗшлӗ ытти пулӑмсене сиен кӳме вӑй ҫитереймессӗн туйӑнать, — Тиррей тӑчӗ те форточка патӗнче чылайччен чӗлӗмне паклаттарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ӑна нерв тымарӗсем, пуҫ, каснӑ-чӗрнӗ сурансем ыратнинчен, ыйхӑ вӗҫнинчен, апат анманнинчен, кӑмӑл пӑтраннинчен, хӑсӑк килнинчен пӗлме пулать.
Уртаракан чир пурнӑҫшӑн хӑрушӑ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=896&text=news-publikacii
Ку сасӑ мана ыратнинчен те ытларах хӑратрӗ.
III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Асаннех вӗрентнӗччӗ-ха мана: ҫак ҫветтуй хӗрарӑма «ӑнсӑртран вилсе каясран тата пуҫ ыратнинчен кӗлтумалла», — тетчӗ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Асту: Вонифатий — пӗрре тытӑнсан чарӑна пӗлмесӗр эрех ӗҫнӗрен; — пит пысӑк асап тӳснӗ Варвара — шӑл ыратнинчен сарӑмсӑр вилесрен; сӑваплӑ Василий — сив тытнинчен, вӗри чиртен…
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паллах ӗнтӗ сирӗн Рима каймалла, унта лайӑхрах канса ыйхӑсӑр аптӑранинчен тата пуҫ ыратнинчен сывалмалла.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унтан кӑвайт хума тытӑнчӗ, кӳтнӗ пӳрнисем ӑшӑннипе ыратнинчен кӑшкӑрса ярас мар тесе, аран-аран чӑтса ирттерчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Аптекӑна чуптар, пуҫ ыратнинчен сыватакан эмел илсе кил, эпӗ кӗтесри дачӑна хам айӑпа йышӑнма каятӑп.— Сбегай в аптеку за порошком от мигрени, а я пойду в угловую дачу сознаваться.
8 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Пуҫ ыратнинчен сиплеме ӑна валли больницӑра лайӑх порошоксем тупас пулать.— Надо раздобыть для него в больнице хорошие порошки от головной боли.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫапах та ҫавӑн пек ыратнинчен хӑтӑлмалли шанчӑклӑ меслет тупма пултарчӗ-пултарчех вӑл: сулахай кӑкӑрӗпе чӗрӗ ҫӗр ҫине ҫаврӑнса выртрӗ е кӗпине сивӗ шывпа ислетрӗ те, ыратни, ҫав-ҫавах чарӑнасшӑн пулмасӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн иртсе пычӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах ыратнинчен те ытла намӑс чуна вӗтӗлентерсе кӑшларӗ.
XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аллисем патшан ҫепӗҫ, шурӑ, ӑшӑ та, хӗрарӑмӑнни евӗр, илемлӗ пулнӑ, анчах вӗсенче пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк вӑйӗ упранса тӑнӑ, ҫавӑнпа мар-и ывҫине ҫыннӑн лӗпки ҫине хунипех пуҫ ыратнинчен, шӑнӑр туртнинчен, усал шухӑшран та тилӗрнинчен сиплеме пултарнӑ вӑл.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑш чухне вӑл каланине юри итлес мар тетӗн, чуна хускатакан хыпартан упранма пӑхатӑн, анчах ыратнинчен тарма ҫук, кунтан та ҫавах.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ыратнинчен кӑна тарма ҫук, вӑл сан ӑшӑнта, вӑл — эсӗ ху.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӑна урисем ыратнинчен ытларах урӑххи асаплантарнӑ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2