Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйхине (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тилли итлесе выртать; Мӑнтарӑнсем, ӑш ыйхине татса, Канаш тӑваҫҫӗ иккӗш ерипен: «Хӑш ывӑла парар-ши салтака?

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Хумкка мучи, ытти чухне пулсан, тутлӑ ыйхине ҫапла ирех татас ҫукчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах тахҫанах аманнӑ чӗрин тарӑн суранӗнчен чӗрӗ юн пӑчӑртанса тухма пуҫлани ыйхине хӑваларӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ыйхине ӑҫта кирлӗ ҫавӑнта вырткаласа ирттерчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗри тунсӑхлӑн нӑйкӑшни ыйхине хӑваларӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку вӑхӑтра вӑл яланах ир тӑнипе ҫитмен ыйхине канлӗ ҫывӑрса тултараканччӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сасартӑк хӑрушӑ ҫил асар-писер шӑхӑрса, ӳлесе килчӗ, Ҫтаппан ыйхине вӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр хута ырӑ ҫынсен ыйхине татса ҫӳретӗн.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Сатур ыйхине ҫӗнтереймесӗр пӗр самантлӑха ҫеҫ тесе каллех вырӑн ҫине тӳнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Тӗлӗкре ҫеҫ пулӗ тесе куҫне те йӑваласа илет, ыйхине хӑвалама тӑрӑшать.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ним те ӑнланса илеймесӗр унталла-кунталла пӑхкаларӗ — ҫывӑхра никам та ҫук: кайӑксем ҫеҫ ун ыйхине канлӗх парса шиплетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ асаилӳсем унӑн ыйхине пӗтӗмпех вӗҫтерсе ячӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ыйхине чӑтӑпӑр!.. — тет Хӗветли.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Продавецӗ кунне ҫирӗм ҫынран кая улталасан, ҫӑварне хыпнӑ татӑкне те ҫӑтса яраймасть, ыйхине те йӗркеллӗ ҫывӑраймасть» иккен, «склад пуҫлӑхӗ, червонцӑ кӑтартмасан, тутӑх пӑта та памасть, ҫынсене пин хут ҫӳреттерсе тӗнкелентерет», «цех начальникӗн хулара миҫе урам, ҫавӑн чухлӗ арӑм, юрласса та хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр юррӑн ик-виҫ сӑмахне ҫеҫ юрлать вӑл: «Гуляй, пока-а гуля-я-ется, встреча-ай, пока-а-а встречается-а-а…»

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурпӗрех вӑл ывӑннине те, ыйхине те сирсе яма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫукпа Елена Максимовна хӑйсен ытарма ҫук ачисем ҫине пӑхса савӑнчӗҫ, вӗсен лӑпкӑ ыйхине сыхласа, ирччен те сӗм куҫ хупмарӗҫ, пӑшӑлтатса нумайччен калаҫса ларчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫул хӗррисемпе йӗркен-йӗркен лартса тухнӑ кӑвак чиесем, персик, черешня, чинар йывӑҫҫисем ҫинче ҫерҫисем, чепченсем, чие, вӗлтӗрен кайӑкӗсем чӗрӗм ыйхине татса, чив-чив чивлетсе те чӗвӗлтетсе, чӑвлатса та чӑйӑлтатса, ирех тем шавлаҫҫӗ, канашлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Павӑл, пусса килнӗ шӑпчӑк ыйхине сиркелесе, пичӗ ҫине пӗр-пӗр юнӗҫен вӑрӑмтуна вӗҫсе пырса ларнӑ пулӗ тесе, кӑтӑкланнӑ вырӑна ал лаппипе ҫат! ҫатлаттарса илчӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӗнтӗ хӑйсен чӗрӗ пурнӑҫне сыпӑнтарса яма, тӑхӑмӗсене-йӑхӗсене кун-ҫул пама вӑрлӑх акса хӑварма ӗлкӗрнӗскерсем, халӗ ҫитес ҫуркуннеччен «летарги ыйхине» путнӑскерсем…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ай-уй, мӗн пулнӑ сана, ҫил-тӑвӑл айне лекнӗ йывӑҫ пекех сулланса тӑратӑн, ывӑнтӑн-им? — юлташӗн ыйхине вӗҫтерсе ярасшӑн пулса, Симӑна унтан та кунтан тӗрткелерӗ Тамара.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней