Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: укҫуна ҫавӑн евӗр тӑкнӑшӑн, аскӑн ӗҫӳнте хӑвӑн ҫарамасна еркӗнӳсем умӗнче, хӑвӑн пӗтӗм ирсӗр йӗрӗхӳ умӗнче кӑтартнӑшӑн, ҫавсене чӳкленӗ ывӑлусен юнӗшӗн — 37. ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ санӑн пӗрле савӑшнӑ пӗтӗм юратнӑ еркӗнне пухӑп, вӗсемпе пӗрле ху курайман ҫынсене те пухӑп, вӗсене пур ҫӗртен те сана питлеме пухӑп та сана вӗсен умӗнче ҫарамаслантарӑп, вара вӗсем санӑн пӗтӗм намӑсна курӗҫ, тет.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ху чӗрӗ чухне, сывлан сывлӑшу пур чухне хӑвна ху никампа та ан улӑштар: 22. ывӑлусен куҫӗнчен пӑхса пурӑниччен ачусем хӑвӑнтан ыйтни лайӑхрах.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Хӑвӑн ывӑлусен тӑшманӗсене, ҫын вӗлерекенсене ҫапла ҫемҫе кӑмӑллӑн, хӗрхенсе, усаллӑхран тасалма вӑхӑт парса, май парса айӑпларӑн пулсассӑн, 21. Эсӗ Хӑвӑн ывӑлусене епле тимлӗн сут турӑн!
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та эпӗ «ҫапла калаҫам» тенӗ пулсассӑн Санӑн ывӑлусен йӑхӗ умӗнче сутӑнчӑк пулаттӑм.15. Но если бы я сказал: "буду рассуждать так", - то я виновен был бы пред родом сынов Твоих.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, 13. ҫакӑн пек тусамччӗ: манӑн сӑмахӑм, манӑн чеелӗхӗм Санӑн халална хирӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна, Сион ҫӳллӗшне тата Санӑн ывӑлусен еткер ҫуртне хирӗҫ тискер ӗҫ тума шухӑш тытнисемшӗн суран та хӗн-асап пулччӑр.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл сана ывӑлусен ӗҫӗсемшӗн хаса парӗ, тӳрӗ ҫынсен ывӑлӗсене каллех хӗрхенсе каҫарӗ.Он накажет тебя за дела сынов твоих и опять помилует сынов праведных.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире вӗрентме хушнӑ ӳкӗтсем, йӗркесем, саккунсем ҫакӑ ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче [ҫавӑн пек] пурӑнмалла; 2. санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, кунҫулу вӑрӑм килтӗр тесессӗн, Эпӗ сана [паян] Унӑн йӗркисемпе Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрентсе хӑварӑп, ҫавна санӑн хӑвӑн та, санӑн ывӑлусен те, ывӑлусен ывӑлӗсен те ӗмӗр тӑршшӗпех тытса тӑмалла.
Аст 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эхер те санӑн ывӑлусем ҫуралсассӑн, [хӑвӑн] ывӑлусен ывӑлӗсем ҫуралсассӑн, унтан эсир ҫӗр ҫинче чылайччен пурӑннӑ майӑн ирсӗрленсе кайса пӗр-пӗр суя туррӑн ӗлкине тусассӑн, ҫак усал ӗҫе Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, куҫӗ умӗнче туса Ӑна ҫиллентерсе ярсассӑн, 26. тӳпепе ҫӗре асӑнса калатӑп сире паян: эсир Иордан леш енне каҫса еткерлӗхе илес ҫӗрӗре часах ҫухататӑр; унта нумай вӑхӑт пурӑнаймастӑр, пӗтетӗр; 27. вара Ҫӳлхуҫа сире [пур] тӗрлӗ халӑх хушшине сапаласа ярӗ, хӑвӑра Ҫӳлхуҫа ҫитерсе хӑварнӑ халӑхсем хушшинче эсир пӗчӗк йышлӑн тӑрса юлатӑр; 28. унта эсир [урӑх] турӑсене, этем алли йывӑҫран тата чултан тунӑскерсене, пӑхӑнса пурӑнатӑр: вӗсем курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те, апат та ҫимеҫҫӗ, шӑршӑ та пӗлмеҫҫӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Моисей Ааронпа унӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене, Елеазарпа Ифамара, каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра кӳнӗ парнесенчен юлнӑ тырӑ-пулӑ парнине, тутлӑлла пӗҫернине, илӗр те ӑна парне вырӑнӗ патӗнче ҫийӗр: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 13. ӑна сӑваплӑ ҫӗрте ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа парнисенчен ҫакӑ санӑн паю, санӑн ывӑлусенӗн пайӗ пулать: [Ҫӳлхуҫамӑр] мана ҫапла хушнӑ; 14. силлентерсе кӳрекен ӑмӑрӗпе ҫӗклентерсе кӳрекен хулне эсӗ хӑв та, санпа пӗрле санӑн ывӑлусемпе хӗрӳсем те таса вырӑнта ҫийӗр: Израиль ывӑлӗсем кӳрекен канӑҫлӑх парнисенчен ҫакӑ — сана панӑ пай, санӑн ывӑлусене панӑ пай; 15. ҫӗклентерсе кӳрекен хулӗпе силлентерсе кӳрекен ӑмӑрне вӗсен ҫу парнисемпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче силлентерсе кӳмелле; Ҫӳлхуҫамӑр [Моисее] хушнӑ пек, ҫакӑ ӗмӗрлӗхе санӑн паю тата санпа пӗрле санӑн ывӑлусен [тата санӑн хӗрӳсен] пайӗ пултӑр, тенӗ.
Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16. эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17. хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле илсе тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрчеччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ.
Пулт 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ.
Пулт 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1