Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑксем (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш шӑтӑксем умӗнче те вӗсем укҫа пӑрахса куҫҫуль витӗр ҫапла каларӗҫ:

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумайӑшӗ Сӗве шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗсене шӑтӑксем чавса ачи-пӑчипех ҫавӑнта кӗрсе ҫухалнӑ.

Помоги переводом

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Пӑрлӑх ҫинче шӑтӑк-ҫурӑк тата путса анса каймалли тарӑн шӑтӑксем темӗн чухлех, унта-кунтах сенкер пӑр юписем ҫӳлелле карӑнса тӑраҫҫӗ.

Весь ледник был испещрен многочисленными трещинами и провалами, на нем громоздились голубые столбы.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Механикӑлла пӑрана шӑтӑксем шӑтараҫҫӗ.

Механическим буравом делают отверстия.

Ӗлӗкхипе хальхи Донбасс // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав шӑтӑксем патне тюленьсем сывлӑшпа сывлама ише-ише пынӑ.

К этим отдушинам приплывали тюлени подышать воздухом.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта пӑр ҫинче вак евӗрлӗ шӑтӑксем пулнӑ.

Здесь были отдушины во льду.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв вар пуҫне ҫӗмӗрет, унӑн тӗпӗнче шӑтӑксем туса хӑварать.

Потоки воды размывают вершину оврага, роют ямы на его дне.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тимка сад пахчине кӗмелли вӑрттӑн шӑтӑксем, хушӑксем туса пӗтернӗ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑшманӑн хӑш-пӗр танкӗсем валли те «шӑтӑксем» янтӑ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Блиндажсем, танксене чармалли окопсем чавтарчӗҫ вӗсене — танк пынӑ ҫӗртех унта кӗрсе кайса, каялла чаваланса тухмалла мар шӑтӑксем.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӗнӗ хваттере пырса кӗтӗмӗр те — пӗр пысӑк пӳлӗмре кӑмака тӗпӗ пулмалли шӑтӑк хуралса тӑрать, маччара та, пӳрт тӳпинче те мӑрье кӑлармалли шӑтӑксем.

Помоги переводом

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чертежра кӑтартнӑ вырӑнта ҫӗнӗ шӑтӑксем шӑтарӑр та киввисене пӗтӗмпех растворпа питӗрсе лартӑр вара.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑтӑксем алтма вӑй ҫитерӗп-ши? — иккӗленчӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Портрет ҫакмалли вырӑнтан кашниех эпир ҫӗр метр каялла та аллӑ метр чухлӗ аяккалла илсе шӑтӑксем алтрӑмӑр, тепӗр тӗрлӗ каласан, окопсем.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Пӗрисем электролини валли шӑтӑксем алтрӗҫ, теприсем тракторпа юпасем турттарчӗҫ, виҫсӗмӗшӗсем ҫав юпасене тимӗр-бетонран тунӑ кӗскерех юпасемпе пӗрлештерсе ҫыхрӗҫ.

Помоги переводом

Тинех… // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 56–57 с.

Вӗсем кунта ҫӗр айӗнчи пӑрӑхсене анса тӗрӗслемелли шӑтӑксем тӑваҫҫӗ: тавралла кирпӗч яраҫҫӗ, ҫиелтен тӑм ҫапаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Куҫӗсем, тутисемпе аллисем пулмалли вырӑнсенче тарӑнах мар шӑтӑксем кӑна кӑштах палӑраҫҫӗ.

Там, где должны были быть глазки, ротик, нос, едва виднелись неглубокие вмятины.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӗр-икӗ тӗлте пысӑках мар шӑтӑксем пурччӗ пек астӑватӑп.

Помоги переводом

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче пытанма ҫӗр купалатпӑр, тарӑн шӑтӑксем тӑватпӑр.

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней