Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑранине кура эпӗ те хӑрама пуҫларӑм, эпӗ пит хуллен тымар айӗнчи шӑтӑкалла пӑхрӑм, — тымарӗ шӑтӑк тӗлне хӳме ҫавӑрнӑ пек тӑрать, — Саша шӑтӑкра виҫӗ ҫурта татӑкӗ ҫутса ячӗ, вӗсем шӑтӑка кӑвак ҫутӑпа ҫутатса ячӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Цилиндр варринче шал енче вуникӗ дюйм тарӑнӑш икӗ шӑтӑк пур, ҫак шӑтӑксене магнит тӗнӗлӗн вӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ, кирлӗ пулсан ҫак шӑтӑксенче тӗнӗл ҫӑмӑллӑнах ҫаврӑнма пултарать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Утрав варринче аллӑ ярда яхӑн сарлакӑш шӑтӑк пур, ҫав шӑтӑк витӗр астрономсем пысӑк ҫӗр шӑтӑкне анаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Кашни виткӗҫӗнех куҫсем валли тӑрӑхла шӑтӑк пулнӑ, кунсӑр пуҫне тепӗр шӑтӑк (хӑш чухне темиҫе шӑтӑк) ҫӑварпа сӑмса тӗлӗнче пулнӑ.
Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ҫул хӗрринех салтак масарӗ турӑмӑр: шӑтӑкне чавса 20 боеца тиесе пытӑмӑр, пурте ҫамрӑкскерсем, шӑтӑк тӗпне улӑм сартӑмӑр, унтан пурне те шӑтӑка вырттарса пичӗсене шинелӗсемпе витрӗмӗр те каллех улӑм хурса ҫиелтен тӑпра тултарса хутӑмӑр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Шӑтӑк патӗнчен иртнӗ чухне вӑл кулкаласа тӗттӗм шӑтӑка, унтан шӑтӑк ҫумӗнчи шаннӑ курӑк ҫине пӑхрӗ те, халӗ ҫеҫ алтнӑ ҫӗрӗн шӑршине тӑраничченех сывласа киленчӗ.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл каланӑ: «Эпӗ чул ҫумне пысӑк шӑтӑк алтӑп, шӑтӑкран кӑларнӑ тӑпрана урама салатӑп. Унтан чулне шӑтӑка йӑвантарса ярӑп та ҫӗрпе витсе тикӗслесе хурӑп», — тенӗ.
Пӗр ҫын чул куҫарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Шӑтӑк тулти шыв шайӗнчен аяларах пулчӗ пулсан, шала шыв кӗме тытӑнать, вара ку шӑтӑка часрах питӗрсе лартмалла пулать, унсӑрӑн шыв шӑтӑк таранах хӑпарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Виҫӗ сехет каялла ҫакӑнта атака пуҫланнӑччӗ; ҫак шӑтӑк витӗр вӑл, Говэн, хӑйӗн салтакӗсемпе башньӑна вӑркӑнса кӗнӗччӗ; ҫак шӑтӑк леш енче — ҫуртӑн ҫӗр пӳлӗмне кӗмелли алӑк пур, унта халӗ маркиз ларать; стена шӑтӑкӗ патӗнче тӑракан хурал ҫав тӗттӗм пӳлӗме сыхлать.
I. Лантенака тыткӑна илчӗҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сарӑлсах пыракан шӑтӑк ӑшне часах сарӑрах тӗслӗ ҫутӑ сӑнӗ кӗре пуҫларӗ; эпӗ сылтӑм енче те, сулахайра та темӗн пысӑкӑш туннель евӗрлӗ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑра пӑс палкаса тухнине куртӑм; вут ҫулӑмӗн чӗлхисем шатӑртатса ҫӗр шӑтӑкӗсен стенисене ҫуласа илеҫҫӗ.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗчӗкҫӗ кролик хӑраса ӳкрӗ те шӑтӑк патнелле сикрӗ, пысӑкки — ун хыҫҫӑн; ашшӗ хӑйӗн малти урисемпе ҫурине шӑтӑка тӗксе кӗртсе ячӗ, унтан шӑтӑка шӑлса питӗрсе хучӗ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Соборнӑй садри тарӑн шӑтӑка шутламасан Энскра нихҫан та шахтӑ евӗрлӗ шӑтӑксем пулман, садри шӑтӑк пирки Петька калатчӗ вара, унта, ҫырма хӗрринче «кашни утӑмрах шӑмӑ-тавраш» тупӑнать тетчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пахча кӗтессинчи пысӑк шӑтӑк, тӗлӗнмелле лайӑх тарӑн шӑтӑк — унта вут хурса ҫӗрулми пӗҫерсе ҫиме ҫав тери лайӑхчӗ — ҫав шӑтӑк та Петяшӑн халь ют япала пек, халиччен курман пек туйӑннӑ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
33. Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн, 34. шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл унта тарӑн шӑтӑк чавнӑ, шӑтӑк тӗпне тулли енчӗке пӑрахнӑ та, тӑпрапа витсе, вилтӑпри пекех купаласа хунӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кивӗ юпана кӑларасси ҫӗнӗ шӑтӑк чавассинчен йывӑртарах тесе, Раюк Ҫтаппанӗ киввипе юнашар ҫӗнӗ шӑтӑк чавма пикенчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Булавка вӗҫӗнчен 73 мм шутласа шӑтӑк тӑвӑр та, ҫав шӑтӑка карандаш лартса, тирсе лартнӑ булавка тавра ункӑ ҫавӑрӑр;
Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫӗнӗ хваттере пырса кӗтӗмӗр те — пӗр пысӑк пӳлӗмре кӑмака тӗпӗ пулмалли шӑтӑк хуралса тӑрать, маччара та, пӳрт тӳпинче те мӑрье кӑлармалли шӑтӑксем.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Чылаях кайсан, ҫӳҫелӗхрен тухса уҫланкӑ урлӑ каҫсан, унтан хутӑш вӑрмана кӗрсен, вӗсем шӑтӑк чаврӗҫ те аслӑ лейтенант ӳтне шӑтӑк тӗпне хучӗҫ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Нӳхреппе юнашар, чул хӳме ҫумне, шӑтӑк чаврӑм та мулӑма хупах ҫулҫипе чӗркесе, шӑтӑка хутӑм, ҫиелтен тӑпрапа витрӗм.
Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.