Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑнрах (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шаккасса шакка та, ас ту, шӑппӑнрах, — хушать Тина.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эрхип Григорччӑ тенӗрен, ҫавӑ ячӗ-ха сан патна, ачамккай, — вӑрттӑн шухӑш пӗлтернӗ пек шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ Сӑпани, ҫеҫкеллӗ тутӑр ҫӳҫине тыткаласа лараканскер.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нина, Варук ятне икӗ хутчен асӑнчӗ те, Роза ячӗ шӑппӑнрах илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Акӑ мӗн, Петрук, — шӑппӑнрах каларӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ пӗрер япӑх ӗҫ турӑн-им, Ҫимун? — темрен хӑраса, шӑппӑнрах ыйтрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуйтарса хӑварӑп, — тата шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эп сана вӑрах чӑрмантармӑп, Кулине, — терӗ Ҫӗпритун шӑппӑнрах.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫынсем вутӑсӑр аптӑраҫҫӗ. Сахал-им вутӑ вӑрманта? — шӑппӑнрах мӑкӑртатнӑ амӑшӗ. — Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кам курать?

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тӳрех апла ан калаҫ-ха, Кулине, — шӑппӑнрах пӗлтерчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑнасене чиперех ҫитертӗмӗр, анчах пӗр кӗтмен истори килсе тухрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑнрах.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ак ҫапла тӑвӑпӑр, Петӗр тус, — тар тӑкса кӗлте ҫыхакан салтак арӑмӗсем ҫине хӗрхенсе пӑхса, шӑппӑнрах каларӗ председатель.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тата кам? — кӑшт шӑппӑнрах тархасларӗ следователь.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юнашар тӑракан хӗрарӑм Ваҫиле сӑмахне илтрӗ те шӑппӑнрах, офицертан асӑрханса пӑшӑлтатрӗ:

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш унӑн ятне тата та шӑппӑнрах каларӗ пулин те, хӗршӗн вӗсем аслати пекех кӗмсӗртетнӗн туйӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Сӑмахӑмсене кӑштах ҫемҫетме васкаса-ши, шӑппӑнрах хушса хуратӑп:

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Хӑш-пӗр ӑслӑ ҫынсем апат ҫинӗ чух сӗтел хушшинче шӑппӑнрах ларма сӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кабинӑра улаххӑн ларать пулин те Петӗр йӗри-тавралла кӑн-кан пӑхкаларӗ, такам илтесрен шикленнӗ пек шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карчамасӑн шухӑшӗ шӑппӑнрах та шӑппӑнрах шӑвать.

Помоги переводом

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вара вӑл паҫӑрхинчен те шӑппӑнрах ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан ухмахлан терӗм пуль, ӑнсӑртран лекрӗм эп кунта, — карчӑккине аллинчен тытрӗ Уртем мучи, — шӑппӑнрах калаҫ, вӑн, ҫамрӑксем килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней