Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑнасенчен (тĕпĕ: шӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ватӑ манашкӑпа Марфа Ефимовна шӑнасенчен хӑраса ҫенӗке тухса выртнӑ.

Марфа Ефимовна со старухой-монашкой, спасаясь от мух, легли в сенях.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Дрибб пилӗк хутчен татӑлса анчӗ, улттӑмӗш хутӗнче ӑнӑҫтарчӗ, анчах ҫав тери тертленсе вӑй хунӑран вӑрманпа тӳпе унӑн куҫӗ умӗнче виле ҫинчи шӑнасенчен те хытӑрах ташлаҫҫӗ.

Он обрывался пять раз, в шестой он сделал это удачнее, но от невероятного напряжения лес и небо заплясали перед его глазами быстрее, чем мухи на падали.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Чӑнах та, йышлах мар шӑнасенчен пӗри хӗрарӑма йӑлӑхтармаллипех йӑлӑхтарать; пичӗ ҫине ларма хӑтланаканскере Лаура аран-аран хӑваласа ячӗ.

Действительно, одна из немногочисленных мух усердно надоедала женщине, садясь на лицо, Лаура с трудом прогнала ее.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Шӑнасенчен — чӗнтӗр, — ан сӗкӗнтӗр!

От мух кисея. Сыры не засижены.

Лайӑх // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 17–24 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫулҫӳревҫӗсем ҫав ылханлӑ шӑнасенчен хӑтӑласса шанса тӑмалли те ҫук, вӗсем кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчи ҫил вӗрсен кӑна ҫухалса пӗтеҫҫӗ.

Таким образом, путешественникам нечего было надеяться на избавление от этих проклятых насекомых, которые исчезают только при южном и юго-западном ветрах.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ахӑртнех вӑл ӑна суранланса пӗтнӗ пуҫне ҫунтарса ярас пек хӗртекен хӗвелтен, шӑнасенчен тата сывлӑшра пӗлӗт пек кӗшӗлтетсе вӗҫекен ӳпресенчен хӳтӗлес тесе хунӑ пулмалла.

Он, как видно, положил их на голову, стараясь прикрыть сплошную рану от жалящих лучей солнца, от мух и кишевшей в воздухе мошкары.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Плакатсене илемлӗ тунӑ, вӗсем ҫине хӗрлӗ питлӗ, мӑнтӑр ачасене ӳкернӗ, юнашар — нишлӗ, типшӗммисене ӳкерсе хунӑ, кусене чир саракан шӑнасенчен сыхлайман курӑнать.

Плакаты были нарисованы очень красиво, на них сидели румяные, толстые младенцы, а рядом — хилые и бледные дети, которых, видно, не уберегли от мух, разносчиков заразы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней