Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Тавлашуллӑ ӗҫе татса панӑ чухне вӗсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манӑн йӗркемсем тӑрӑх сут тумалла, вӗсен Манӑн саккунсене, Манӑн мӗнпур уявӑмсен йӗркисене сӑнаса тӑмалла, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса-астуса тӑмалла.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем Мана тата акӑ мӗн кӑтартрӗҫ: ҫав кунах Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлерӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ: 39. вӗсем хӑйсен ачисене йӗрӗхӗсем валли пуснӑ кун Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ҫӳрерӗҫ, ҫапла ӑна ирсӗрлерӗҫ; Манӑн Ҫуртӑмра вӗсем акӑ мӗн хӑтланчӗҫ!
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унти священниксем Манӑн саккуна пӑсаҫҫӗ, Манӑн сӑваплӑ япаламсене ирсӗрлеҫҫӗ, тасипе тасамаррине уйӑрмаҫҫӗ, тасипе тасамарри хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартмаҫҫӗ, Манӑн шӑматкунӑмсене курмӑш пулаҫҫӗ, вӗсем патӗнче Мана хур тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ Манӑн сӑваплӑ япаламсене хисеплеместӗн, Манӑн шӑматкунӑмсене уямастӑн.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пекех, Хамӑн аллӑма пушхирте ҫӗклесе, вӗсене халӑхсем хушшине салатса яма, тӗрлӗ ҫӗр тӑрӑх сапалама тупа турӑм, 24. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эпӗ панӑ йӗркесене туса тӑмарӗҫ, Манӑн ӳкӗтӗмсене пӑрахрӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене уямарӗҫ, куҫне ашшӗсен йӗрӗхӗсем ҫинчен илмерӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах вӗсен ывӑлӗсем те Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ: Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнмарӗҫ, Эпӗ панӑ йӗркесене — пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, этеме чӗрӗ тӑвакан йӗркесене — тытса тӑмарӗҫ, Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн шӑматкунӑмсене хисеплесе, уяса тӑрӑр, вӗсем Манпа сирӗн хушшӑмӑрта астутарса тӑракан паллӑ пулччӑр, вара эсир Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлсе тӑрӑр, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Манӑн йӗркемсене йышӑнманшӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене туса тӑманшӑн, Манӑн шӑматкунӑмсене уяманшӑн ҫапла турӑм: вӗсен чӗрисем хӑйсен йӗрӗхӗсем енне сулӑнчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кашнийӗ хӑйӗн амӑшӗнчен, хӑйӗн ашшӗнчен хӑратӑр, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑтӑр.3. Бойтесь каждый матери своей и отца своего и субботы Мои храните.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1