Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен пуҫласа, шӑматкунсенче паракан литература передачисене Тутар республикинчи чӑвашсем валли Хусан радиостанцийӗ урлӑ трансляцилеме тытӑннӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Шӑматкунсенче пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Жихарев ӗҫме тытӑнасси-тӑвасси яланах шӑматкунсенче пуҫланатчӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗҫе манӑн нумайччӗ: эпӗ горничнӑйӑн ӗҫӗсене туса тӑраттӑм, кашни юнкун кухняра урай ҫӑваттӑм, сӑмавар тата йӗс савӑт-сапасем тасататтӑм, шӑматкунсенче — пӗтӗм хваттерти урайсене тата икӗ картлашкана та ҫӑваттӑм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӑматкунсенче ашшӗ хуҫа арӑмӗ патне хресчен сумкипе апат-ҫимӗҫ илсе пыратчӗ, уйрӑлнӑ чухне вӑл ӑна яланах: «Лайӑх вӗрен! Сана пула пӗтӗм кил типӗ ҫиет, сана валли йӑта-йӑта тӑпӑрч шывӗ ман ҫурӑма пӗтӗмпех ҫисе ячӗ. Цыган ашакӗ пек, кӗвентепе эпӗ хулпуҫҫие йӑлтах хӑпарта-хӑпарта кӑлартӑм!» — тетчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку самоварсене вӑл тахҫан пӳрт умӗнчи пахчасенче чей сӗтеллисем ҫинче, лӑпкӑ акацисем айӗнче курнӑ; лӑпкӑн, телейлӗн чей ӗҫсе ларнӑ вӗсемпе шӑматкунсенче!
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Манӑн кӳршӗ Севка шӑматкунсенче ирех килтен тухса каять те кунӗпе те пымасть.Мой сосед Севка в субботу вообще уходит из дому на весь день.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Анне те урайне шӑматкунсенче сӑватчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шӑматкунсенче вара, ҫӗнӗ ҫӳп-ҫап куписене кӑларса тӑксан, ача-пӑчасен канма пӗлмен ушкӑнӗ, вӗсен шутӗнчех Тёмӑпа Иоҫка та, ҫав купасем патне савӑнса пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав купасем ҫине эрнере пӗрре, шӑматкунсенче, мӗнпур лаҫсенчен кӑлара-кӑлара пӑрахнӑ ҫӳп-ҫап чухӑн ачасемшӗн кӑмӑл тӑраничченех хаваслантарнӑ.
Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Каҫ пулас умӗн шӑматкунсенче уржумецсем пурте хӑйсен картишӗнчи мунчисене хутнӑ.Вечером, как обычно по субботам, все уржумцы топили бани у себя на дворе.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Шӑматкунсенче вӗсем — каҫхи кӗлӗре, вырсарникун ирпе — кӑнтӑрлахи кӗлӗре юрланӑ.Пели по субботам за всенощной и утром в воскресенье — обедню.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Ҫавӑн пекех, ирсерен Дарья ачасене вӑратма пынӑ, ҫавӑн пекех, эрнекунсенче тата шӑматкунсенче вӗсем ҫыпӑҫакан кулага тата тип ҫупа пӑрҫа кӗселӗ ҫине, айӑпа кӗрсен те ачасене ҫавӑн пекех наказани панӑ — столовӑй варрине юпа пек кӑларса тӑратнӑ, ҫавӑн пекех, каҫхи апат хыҫҫӑн лампӑна тӳрех сӳнтернӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Чӑнах та ӗнтӗ шӑматкунсенче синагога пушӑ ларать тесе ӳпкелешме ҫук, анчах та халӗ кунта пӗртте ӗлӗкхи пек мар, раввин пурӑнӑҫӗ те вӑл ӗмӗтленнӗ пек пулса пымасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ксюша ун чухне ял техникумӗн юлашки курсӗнче вӗреннӗ, район уйрӑм хваттерте пурӑннӑ, киле шӑматкунсенче ҫеҫ ҫӳренӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пирӗн дамӑсем шӑматкунсенче килӗсенче спектакльсем лартми пулчӗҫ, вӑл сисесрен шикленсе тӑраҫҫӗ; пуп таврашсем ун умӗнче ӳт ҫиме тата картла выляма шикленсе лараҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
31. Кайран Вӑл Галилейӑри Капернаум хулине пынӑ та шӑматкунсенче халӑха вӗрентнӗ.31. И пришел в Капернаум, город Галилейский, и учил их в дни субботние.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата эсир саккунра: шӑматкунсенче священниксем Турӑ Ҫуртӗнче шӑматкун тума хушманнине тӑваҫҫӗ, ҫапах та вӗсем айӑплӑ мар тенине вуламан-им?
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӑх та Ҫӳлхуҫана шӑматкунсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче хапхаран кӗнӗ ҫӗрте пуҫҫапӗ.3. И народ земли будет поклоняться пред Господом, при входе в ворота, в субботы и новомесячия.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2