Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑтранса шӑвакан хура пӗлӗтсене кисрентерсе, аслати авӑтса, икӗ хутчен ҫине-ҫине шатӑртатса аҫа ҫапрӗ, ҫӗр чӗтренчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кучӗпе шӑвакан, сӑмсипе сывлакан.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Кайӑк юрри ҫеҫ те мар, тӗксӗм кӑвак тӳпери ҫӑлтӑрсем, сӳнсе ҫитмесӗрех тепӗр хут ялкӑшса хыпма тухӑҫалла шӑвакан шуҫӑм — пурте ҫав каҫа аса илтереҫҫӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӗлӗк илеме — пӗлӗтсем витӗр шӑвакан е тӗксӗмрех, е шупкарах, е ҫап-ҫутӑ уйӑх пек сӑн-питлӗ, шухӑшсен пӗлӗтне пула улшӑнакан сӑн-питлӗ, ҫӑп-ҫӑмӑл кӗлеткеллӗ Надя, хӑйӗн тин ҫеҫ пуҫланакан пурнӑҫӗпе, хӑйӗн ӑнланӑвӗпе, ӗмӗт-шухӑшӗпе витӗрех курӑнакан Надя.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Атӑлшӑн хӑй тӗлӗнчи тӳпе те таса пулмалла иккен, ун тӗлӗнче текех сивӗ пӗлӗтсем капланса тӑмалла мар — талккӑшӗпе хӑвалать Атӑл ҫилӗ йывӑррӑн шӑвакан мӑн кӑмӑллӑ пӗлӗтсене, пӗлӗтсем васкаманнишӗн тарӑхса, ха-аш сывлать, чарӑнса та тӑрать, унтан каллех хускалать, паҫӑрхинчен те хытӑрах чӑрсӑрланать, ши-и! шӑхӑрать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл шӑвакан чуна кӗсье телефонӗ ҫине сӑн ӳкерчӗк тӑвасшӑн пулнӑ.
Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067
— Сӑмсапа сывлакан, кучӗпе шӑвакан атьӑр манпала! — тенӗ.
Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑвакалла утакан, Купарчипе шӑвакан, Пуҫли, куҫли, суккӑрри — Пурнет ҫитет туй сӑри.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кӗҫех вашмӑк уйпа (кунта ӗнтӗ парках мар ешӗл калчана кас-кас хӗвел те хӑйӗн ылтӑн ука пек пайӑркисемпе ҫупӑрлакаласа, вӑштӑр-вӑштӑр ҫилӗ те ачаш тукаласа илет) кӑлтти-калти, хӑлт-халт, мӑрт-март туса шӑвакан тӑрантас катари ҫырма урлӑ хывнӑ кӗпер патнелле анса, пирӗн куҫран ҫухалчӗ.
Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.
Центр еннелле шӑвакан демонстраци хула хӗрринчи хӗсӗк тӑкӑрлӑксенчен туха пуҫларӗ.Демонстрация выходила из узких переулков окраины, двигаясь к центру города.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗр тикӗс шӑвакан эрне мар.
4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Нурулла ҫеҫ анаталла шӑвакан пӑр ҫинче, ним пулман пек, пӑлханмасӑр кӗсйинчен хаҫат, унтан енчӗк кӑларчӗ те вӑрӑм кӑна чикарккӑ чӗркесе-тивертсе ячӗ, сӑмсипе ҫӑварӗнчен тӗтӗм кӑларма пуҫларӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Кур, Ятламас, мӗн хӑтланать кунти халӑх! — терӗ Ахтупай итленӗҫемӗн крепость хапхи патне ҫывӑхарах шӑвакан юлташне.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эпир карап хӑвӑртлӑхне мӗн пур вӑйран ӳстересшӗн; шухӑш, сӑнарлаври ҫырана темиҫе хутчен кайса килнӗскер, вӑраххӑн шӑвакан ӳте кӑмӑлсӑррӑн таврӑнма тивӗҫлӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Синкрайта илес тӗк — унӑн шӑвакан куллине елпӗрчӗк куҫӗсем маншӑн тӳсмелле мар.Что касается Синкрайта, — его ползающая улыбка и сальный взгляд были мне нестерпимы.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Выля-выля шӑвакан пайӑркасем ӑна питӗ лайӑх ҫутатаҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн йӗрӗ, йывӑҫсен тӗл-тӗл ушкӑнӗсен лапсӑркка тӑррисемпе касӑлнӑскер, хысаклӑ-хысаклӑ хуп-хура ханкӑрсенче ҫухалать, — шӑвакан ӳсен-тӑран унти хушӑксемпе сакӑлтасене шывалла ӳкекен йӑрӑм-йӑрӑм ешӗл кавирсемпе тӗртсе-чӗнтӗрлесе хупланӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Каҫхи пайӑркасен шевлисем сис-чӳлентерекен хусканӑва ҫутатаҫҫӗ, вӑл кӗҫех уҫӑмланчӗ: сунарҫӑ шыв патнелле вулӑ хӳттипе ӳпне выртса шӑвакан негрӑн хура хул пуҫҫине курать.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӗсем ҫинче талккӑшпех — тӗрлӗ тӗслӗ чулсен эрешӗ евӗр — эрехсен вучӗ хӗмленет, ылтӑн та кӗмӗл ҫиҫеҫҫӗ, ытарлӑ йӑлтӑркка вазӑсенчи сайра тӗл пулакан улма-ҫырла хушшинчен сӗтел ҫитти ҫинче кӑтрисемпе сапаланса шӑвакан ӳсен-тӑранӑн симӗс мӗлки ӗренкеленнӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Енчен енне пӑрӑнса, ӳкнӗ йывӑҫсен упа сарри сырса явакланӑ вуллисем урлӑ сике-сике каҫса — аташса кайнӑ ҫын малтанах халиччен нихҫан курман, уҫӑмлах мар темӗнле ҫул тупрӑм пуль тенӗччӗ, анчах чӑтлӑхӑн капӑр пӗр евӗрлӗхӗ кӗҫех ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, килӗ пирки пуҫӗнчен тухма пӗлми шухӑшӗсене шӑвакан тимӗр пальмӑсемпе пандануссен хӗҫ евӗрлӗ ҫулҫисемпе, черчен азалисемпе тата ҫӳллӗ курӑкпа ҫавӑрса-ҫыхлантарса тертлентерчӗ; вӗҫленми, чӗмсӗр ҫак хор шурлӑх-путлӑхӑн, ҫурма типнӗ ҫырмасен хавхаллӑ аромачӗпе сывлать, вӑйсӑрланнӑ тимлӗхе хӑлхари шав-кӗрлевпе, кайӑксен сайра сассисемпе йӗрлет.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.