Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шырассинчен (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен те эпӗ тӗнчере урӑх ниҫта та ҫук пӗртен-пӗр чечеке, хамӑн планета ҫинче ҫеҫ хӳхӗмленекенскере, пӗлетӗп пулсан, ҫав вӑхӑтрах ҫак хӳтлӗхсӗр илеме пӗр-пӗр ир сурӑх хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех ҫисе яма пултарчӗ пулсан, ӑна мӗнле те пулин ҫӑлмалли май шырассинчен кирлӗрех ӗҫ пулма пултарать-и вара?!

А если я знаю единственный в мире цветок, он растет только на моей планете, и другого такого больше нигде нет, а маленький барашек в одно прекрасное утро вдруг возьмет и съест его и даже не будет знать, что он натворил? И это все, по-твоему, не важно?

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мана туйӑннӑ тӑрӑх, вӗсем пире шырассинчен ытларах тарасси ҫинчен шухӑшланӑ.

Они, как мне показалось, больше думали о бегстве, чем о поисках.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Карчӑк шырассинчен хӑрать-мӗн.

Старуха боялась поисков.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Океан утравӗсем ҫинче «Дункан» пассажирӗсем Грант капитана шырассинчен ытла унта ҫитнине куҫпа курса ӗненесшӗн чарӑнса тӑраҫҫӗ.

Останавливаясь на океанических островах, пассажиры «Дункана» искали не столько капитана Гранта, сколько уверенности, что его здесь нет.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынсене ҫакӑн пек ҫиелтен ҫеҫ пӗлнипе эпир, тӗрӗссипе, анлӑ та йышлӑ активран уйрӑлса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вун-вун ик ҫынтан тӑракан паллӑ ушкӑнпа ӗҫлесси кашни кун ҫӗнӗ ҫынсем шырассинчен, нимӗнпе те уйрӑлса тӑман пӗр-пӗр сӑпай ҫынра вӑл хӑй те сисмен пултарулӑх шыраса тупассинчен чылай ҫӑмӑл ҫав…

Ведь такими поверхностными представлениями о людях мы, по существу, отгораживаемся от широкого и многочисленного актива, потому что куда удобнее работать с ограниченным кругом в десяток человек, чем изо дня в день искать новых людей, открывать в незаметном и скромном труженике даже им самим не подозреваемые способности…»

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней