Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шуҫлака чул сакӑлтисемлӗ хӗрлӗрех-хӑмӑр ҫак хысаксемпе нихӑш Жан Вальжан та улӑхаймӗччӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ир ҫитеспе Тергенспа Ботредж ҫурма ҫарамас ӗҫлеме пикенчӗҫ: кӗнисене хывса пӑрахса шӑлаварпа кӑна юлчӗҫ; вӗсен ҫурӑмӗсем тара пула шуҫлака, йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗри ӳтне эрех пӑсӗн шӑрши ҫапса лартнӑ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Затворӑн шуҫлака металл сасси тата пенӗ хыҫҫӑн шӑппӑн хаплатни кӑна илтӗнеҫҫӗ.Слышен был только скользящий металлический звук затвора и негромкие хлопки выстрелов.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗр-икӗ самант Аян фосфорлӑ симӗс куҫлӑ спрутсем, куҫа курӑнакан мӗлкесем е асаплӑ ыйхӑ евӗр пулӑсем, улӑпла нарвалсемпе шуҫлака какайран тунӑ, минтер пек йӗрӗнтерекен скатсем пирки шухӑшларӗ; анчах ку ӑсри сӑнарлавӑн юлашки хутланӑвӗ пулчӗ; вӑл кӗсменӗсене хучӗ, хунарне тӗртсе лартрӗ те хӗрарӑм портретне кӑларчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Амӑшӗ крыльца картлашки ҫинче тутӑрне майласа ҫыхрӗ те, вӗсем вӗтӗртетсе тӑракан сивӗ ҫумӑр витӗрех, шуҫлака ҫул тӑрӑх Вӑкӑр чӑтлӑхне, хӑйсен мӗскӗн те чухӑн ҫемленккине, таврӑнчӗҫ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сарӑ хӑйӑр тенӗ вырӑнтан иртсен, вӗсем шуҫлака сукмак тӑрӑх пычӗҫ.Миновав Желтые пески, шли по скользкой, размокшей от дождей тропе.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Йӗпеннӗ ҫӳҫӗсене вӑл каялла хӑвӑртрах шӑлса хучӗ, хӑй ҫавӑнтах, сулӑ еннелле ишсе пырса шуҫлака пӗренене аллисемпе ярса тытрӗ.Он отбросил назад мокрые волосы, подплыл к плоту и ухватился за скользкое бревно.
X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗтӗм сукмаксене юр витсе хунӑ, пӗр ансӑр шуҫлака сукмак кӑна юлнӑ.Большие снега завалили все тропы, и осталась только одна узкая скользкая тропа.
Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Шыв кӳлленчӗкӗсем шӑна-шӑна ларнипе тротуарсем питӗ шуҫлака, ҫавӑнпа та хӑшпӗрисем кӑна асӑрхануллӑн урам варрипе иртме пултараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унчченхи пекех пӗр картлашки ыттисенчен ансӑртарах, шӑнса пӑрланнӑ ҫаврашка карлӑксем те ӗлӗкхи пекех шуҫлака.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Володя ҫак шуҫлака кӗперсене, каҫмасене, тӳп-тӳрӗ тӑракан пусмасене, решеткесене палларӗ.Володя узнал эти скользкие мосточки, переходы, вертикальные лесенки, решетки, настилы.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Моряксем ҫавӑнтах мунчана вӗри пӑс кӑларса тултарчӗҫ, пӗрне-пӗри шывпа сапма тытӑнчӗҫ, шуҫлака скамье тӑрӑх алӑран алла шайкасем вӑркӑнтарма пуҫларӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
4. Манӑн чунӑма шыракансем намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; мана усал сунакансем каялла тарччӑр, хисепрен тухчӑр; 5. вӗсем ҫил умӗнчи хывӑх пек пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫа Ангелӗ хӑваласа ятӑр; 6. вӗсен ҫулӗ тӗттӗм те шуҫлака пултӑр, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене хыҫран хӑвалатӑр: 7. айӑпӑм ҫук ҫӗртех вӗсем вӑрттӑн ман валли таната карчӗҫ, айӑпӑм ҫук ҫӗртех чунӑм валли шӑтӑк алтрӗҫ.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1