Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Степан Иванович, эсӗ кунта хӑнара мар… — «Эсӗ кунта хуҫи вырӑнне» тесе каласшӑнччӗ Матӗрне, анчах хӑй шухӑшӗнчен хӑй вӑтанчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ана шухӑшӗнчен самантлӑха сирсен те, ун куҫӗ умне упӑшки пырса тӑчӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑнсӑртран пуҫне пырса кӗнӗ вӑрттӑн шухӑшӗнчен хӑй вӑтаннӑ тейӗн.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Саркай палатӑна кӗнине Таранов асӑрханӑччӗ-ха, хӑйӗн шухӑшӗнчен тӳрех хӑпаймасӑр сӑмах хушма кӑна ӗлкӗрейменччӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Эпӗ кӑна мар, Саркай та ҫавӑн пек калать, — хӑйӗн шухӑшӗнчен пӑрӑнмарӗ Таранов.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Укӑлча хапхинчен тухсан хӑй шухӑшӗнчен хӑй вӑтанчӗ, мӗншӗн тесен Пурташ уйӗпе чикӗллӗ ҫӗрулми пуссинче ҫын ҫине ҫын мӗкӗлтетет.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ассӑн сывлакан хӗрарӑм симӗс куҫне тунсӑхлӑн хӗмлентерсе аллинчи шурӑ тутӑрне хытӑран та хытӑ вӗлкӗштерчӗ, хӑйӗн шухӑшӗнчен хӑй шикленсе тӑтӑшах аяккалла-маяккалла пӑхкаларӗ.
II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.
Килхуҫи калаҫма тытӑнни Савантере шухӑшӗнчен пӑрчӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анишорӑна ҫак йӗкӗт питех те килӗшет, Викторӗ вара ӑна тахҫанах юратма ӗлкӗрнӗ, — хӑй шухӑшӗнчен хӑех кулса илчӗ Ваня юлташ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Йӑкӑнат мӑшӑрланнӑранпа та арӑмӗн шухӑшӗнчен иртмен.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Хӑй шухӑшӗнчен ҫамрӑк каччӑ пекех вӑтанать вӑл.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫтаппан йывӑр шухӑшӗнчен хӑтӑласшӑн пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те, Татьяна сӗт чӳлмеккине аллинчех тытса тӑнине астуса, ӑна чунтан шеллерӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— «Ӑҫтан каятпӑр?» — йывӑр шухӑшӗнчен тӑруках хӑтӑлайман пирки, Макҫӑм сӑмахне тепӗр хут асӑнчӗ Ҫтаппан.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах хӑйӗн шухӑшӗнчен каялла чакма та пултараймарӗ.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пур пӗрех хӑратӑп эпӗ санран, Илия, — пуҫне пырса кӗнӗ шухӑшӗнчен тӗлӗнсе каласа хучӗ пуп.— И все равно боюсь я тебя, Илия, — поп высказал вслух только что пришедшую в голову мысль.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ун сывлӑхӗнчен, шухӑшӗнчен, сисӗм-туйӑмӗ мӗнле пулнинчен…
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Булат Ширин хӑйӗн шухӑшӗнчен пӗр утӑм та чакмарӗ, кӑҫал вӑрҫӑ пуҫлама май ҫук, тепӗр ҫулччен тӑхтас пулать, Мускавра мӗнле те пулин инкек пуласса е вӑл кампа та пулин вӑрҫӑ пуҫласса кӗтес пулать терӗ.
1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Стар картах сикрӗ, шухӑшӗнчен хӑпрӗ те рульне пӑрчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Машина чупнӑ май вӑл хӑйӗн шухӑшӗнчен пӗрре чакать, тепре часрах вӗҫлемешкӗн ӑнтӑлать.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Мӗнех, лайӑх япала! — терӗ Дюрок шухӑшӗнчен хӑпса.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.