Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшсене (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Май пур порталсенче шухӑшсене палӑртаҫҫӗ, корректировкӑсемпе сӗнӳсем кӗртеҫҫӗ.

На доступных порталах высказываются мнения, вносятся коррективы и предложения.

Пушкӑрт кивӗ шкулсене тӗп юсав ирттерессипе лидера тухнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... hn-3658678

Ҫак шухӑшсене ҫынсене каласан, вӗсем ӑнланӗҫ-ши мана?

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Статья пуҫламӑшӗнче эпир чӑваш «философийӗ» пирки ахальтен каламарӑмӑр: чӑваш халӑх ӑс-тӑнӗнче ӗлӗкех философла шухӑшсем пулнӑ, ҫав шухӑшсене каласа пама халӑх хӑш-пӗр сӑмахсемпе терминсене те шухӑшласа кӑларнӑ (аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, академисенче ӗҫленӗ ҫынсем пулманни тата ҫав «философи» чӑн-чӑн наука ҫӳллӗшне, «философи тӑвӗ» тӳпипе хӑпарса ҫитейменни халӑхӑн философла шухӑш пулманинне пачах та пӗлтермест).

Помоги переводом

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫук, пирӗн ҫӑл куҫӗ пек таса та янравлӑ, пысӑк шухӑшсене каласа пама пултаракан пуян чӗлхемӗр ҫӗр ҫинчен ҫухалмарӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Сӑмаха перекетлӗн тыткаласан, тарӑн шухӑшсене мӗнле кӑна илемлӗн каласа пама пулать иккен!

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫак шухӑшсене палӑртрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Васкамасӑр чӗлӗмне тивертрӗ, те Ҫимун сапаланма пуҫланӑ шухӑшсене йӗркене кӗртме ҫул тепӗр енчи тайлӑк хурӑн айне кайса выртрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку шухӑшсене упӑшки ырласса кӗтрӗ Анук.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман пуҫӑмран ҫылӑхлӑ шухӑшсене сирсемех…

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха чӗрине вӗчӗрхеттерекен шухӑшсене сирме васкарӗ:

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, малтанхи савӑнӑҫлӑ шухӑшсене сирсе, ку ӳсӗр сӗмсӗрккесене чӑн та тӑн пама шут тытса, кӗрешме вӑхӑт ҫитсенех сылтӑм аллине Ҫтаппан еннелле тӑсрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑвӑрӑн шухӑшсене, плансене, проектсене сӗнӗр - вӗсем кӗҫех пурнӑҫланӗҫ.

Предлагайте свои идеи, планы и проекты, они реалистичны, а значит, скоро воплотятся в жизнь.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫсене йӑлтах йӗркене кӗртсе пуҫри шухӑшсене те йӗркелӗр.

Разложив по полочкам все свои дела на работе, приступайте к такой же систематизации в голове.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шиклентерет, паллах, анчах та хӑракан шухӑшсене айккинелле сирме тӑрӑшатӑп.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Калама ҫук чӑтӑмлӑ таксистпа палӑртнӑ ҫӗрелле, «ман шухӑшсене пӑслантарса», каллех хӑвӑрт малалла ярӑнатпӑр.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ытти шухӑшсене сирсе ярса вӑл вулама пуҫларӗ:

Помоги переводом

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ан пӑшӑрханӑр, шухӑшсене пӗр тӗвве пухсан, тимлӗ пулсан пур ыйтӑва та татса пама пулать.

Не переживайте, все проблемы решаемы, если вы проявите собранность, внимательность и сосредоточенность.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗ плансемпе шухӑшсене пурнӑҫлама аван.

Начало недели – удачное время для реализации планов и замыслов.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна ҫӗр ҫавӑрӑнать текен шухӑшсене пӑрахатӑп тесе тупа тутарттарнӑ.

Его заставили дать клятву, что он отрекается от своих взглядов на движение земли.

Чиркӳ наукӑна хирӗҫ пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней