Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшлӑскер (тĕпĕ: шухӑшлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Либераллӑ шухӑшлӑскер, вӑл чухӑн халӑх выҫӑ ларнине, вӗсем, ӗнесӗр-лашасӑр асапланса пурӑннине, ҫӗршӗн куланай тӳлеме те укҫа тупайманнине, ачисене вӗрентме шкулсем те ялсенче ҫуккине, чахоткӑпа трахома чирӗ халӑха хупласа илнине тата ыттине те лайӑх курнӑ.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав-ҫавах шухӑшлӑскер — диван ҫине выртрӗ, Ева вара ӑна сӑнанӑ май паян туяннӑ кӗнекесене уҫа-уҫа пӑхкалать, вӗсем пирки калаҫать.

Оставаясь задумчивой, она прилегла на диван, а Ева, наблюдая за ней, просматривала купленные сегодня книги и говорила о них.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Паҫӑр кӑна упӑшкине ҫак ҫулсенче тарӑхни, ӳпкелени, кӗвӗҫни, эрленни, намӑсланни, нушаланни мӗн чухлӗ капланса ҫитнине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех каласа тӑкас шухӑшлӑскер, Санюк Антуна куҫран хӗрхенсе-хӗрхенсе пӑхрӗ те: — Юрӗ, — терӗ ассӑн сывласа.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ах, ухмах, шанакан ухмах, кӗске шухӑшлӑскер… — тет вӑл.

Ох ты, безмозглый, доверчивый дурачок с коротенькими мыслями!.. — сказала она.

Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫынӗ вӑл — лайӑх, турра кӗлтӑваканскер, ҫирӗп шухӑшлӑскер тата хутла пӗлекенскер, ҫапах та — вӑрлама юратать!

Человек он — хороший, богомол, мыслей строгих и грамотен, ну, а воровать — любит!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унта пурӑнма кӗрес килместчӗ манӑн: карчӑкӗ ытла тӗн шухӑшлӑскер, вырсарникунсенче ун патӗнче тантӑшсем пухӑнса, чиркӳ ҫук пирки, Укахви пӳртӗнчех тӗрлӗрен тен йӗркисене уявласа ирттернине те пӗлетӗп эпӗ.

Идти к ней на постой мне не хотелось: старуха очень уж религиозная, я знал, что у нее по воскресным дням собираются ровесницы и за неимением церкви отправляют прямо в Агафьиной избе разные церковные обряды.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Каҫӗ вара, ӗмӗрнех шухӑшлӑскер, кӑн-кӑвак тӳпене ыталаса илнӗ, ҫавӑнпа та таврара мӗн пурри уҫҫӑн курӑнмасть, пурте таҫта инҫетре пек.

И задумавшийся вечер мечтательно обнимал синее небо, превращая все в неопределенность и даль.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мӗншӗн? — тесе ыйтнӑ пӗрремӗшӗ, леш ӑна вара ҫапла каланӑ: — Халӗ, тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса, таса чунпа вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл малтанрах ман чӗрене пӑшӑрхантарни ҫинчен калама пултаратӑп: ҫӑмӑл шухӑшлӑскер, ытла та хаваслӑ пурнӑҫа юрататчӗ ҫавӑн пиркиех, тӑшмана сутӑнса, хулана хирӗҫ тарасран хӑраттӑм; Марианна ывӑлӗ, турӑпа этем тӑшманӗ, пирӗн тӑшмансене пуҫ пулса ертсе пыраканӗ ҫапла тунӑ; ман ылханӑм ун пуҫне пултӑр, ӑна йӑтса ҫӳренӗ хӗрарӑм варне виттӗр!..

— За что? — спросила первая, а та ответила ей: — Теперь, когда он честно погиб, сражаясь за родину, я могу сказать, что он возбуждал у меня страх: легкомысленный, он слишком любил веселую жизнь, и было боязно, что ради этого он изменит городу, как это сделал сын Марианны, враг бога и людей, предводитель наших врагов, будь он проклят, и будь проклято чрево, носившее его!..

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней