Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна пӑхмасӑр — татӑклӑ ҫав самантра суйманшӑн хама телейлӗ туятӑп; ҫапах та хамӑн тивӗҫлӗхӗм пирки, ыттисем кирек мӗн шухӑшласан та хамӑн шӑпа хуҫи пуласси пирки ыйту тӑратчӗ-ҫке!
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Е, тен, шухӑшласан, эсир мӗн те-тӗр хушса калама кӑмӑл тӑватӑр?— Или, может быть, подумав, вы пожелаете что-нибудь прибавить?
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӑштахран, шухӑшласан тата хамӑн фланель костюм ҫинчи йӗплӗ шариксене, ҫыпҫӑнчӑкпа чуста муклашкисене (чустапа усӑ курассине чармалла пек те) тӗплӗ тасатсан самаях тӗттӗм ҫӗрте тӑвалла улӑхма пикентӗм.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Манӑн Гез патне кӗрес килмест, — ун тӗлӗшпе вак-тӗвеклӗхре те питӗ сыхӑ пулма тивӗҫлӗ тесе уйланатӑп, Синкрайтпа пӗрле пушшех те — вӑл мана хӑйӗн мӗн пур тыткаларӑшӗпе килӗшмест; ҫавӑнпа та иккӗленетӗп, ҫапах та, кӑштах шухӑшласан, Синкрайт карттӑна илсе килсе аппаланиччен унпа пӗрле кайни лайӑхрах-тӑр терӗм.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тротуар ҫине тухсан аптӑравпа чарӑнса тӑтӑм, — кирлӗ алӑка тупас йӳтӗмлӗ ҫын ҫапла чарӑнать; кӑштах шухӑшласан гаванелле ҫул тытрӑм, — тӗлсӗррӗн уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ялан тенӗ пекех унта лекетӗп.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗплӗ шухӑшласан Гент ыйтӑва татса пама май тупрӗ-тупрех:
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Енчен те манӑн пӗр… вунӑ… — кӑнпах шухӑшласан хуравларӗ аслӑ Стефенсон, — ну… ҫирӗм пин фунт пуҫтарӑнсан… эпӗ атӑ тӗпӗсене кунти ҫӗрӗн пӗр тусан пӗрчи юлмиччен тасатӑттӑмччӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Салтакӗ пырать-ха, — тесе пӑртакҫӑ шухӑшласан каласа хучӗ Сухарев.
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӑртак пуҫпа ҫавӑркаласа шухӑшласан, эпӗ ҫакӑн пек паллӑсем ҫуккине татӑклӑн ӑнланса илтӗм.Поразмыслив немного, я пришел к окончательному убеждению, что признаков таких нет.
IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Тӗрӗсех калатӑн, — кӑштах шухӑшласан хуравланӑ Ирет.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
— Ку тӗрӗсех, — кӑштах шухӑшласан килӗшрӗ Галеран.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Кӑштах шухӑшласан Том кресло ҫинчен шуса анчӗ те — тивӗҫлӗхне ҫухатманнине кӑтартса сад пахчинелле утрӗ, тӗл пулакан ҫынсенчен ыйтса пӗлме тӗв турӗ.
Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.
Урайӗнче тата сӗтел ҫинче тупӑк хуппилле йывӑр сарӑ кӗнекесен куписем выртаҫҫӗ; кунсӑр пуҫне сӗтел ҫинех металпа кӗленчерен тунӑ тӗрлӗ-тӗрлӗ япала сапаласа тултарнӑ; мӗн тума кирлӗ — ухмаха ериччен шухӑшласан та ӑнланмалла мар.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
— Санӑн телейӳ — тӑраймастӑп ав, — кӑштах шухӑшласан хуравларӗ Гарт, — ҫакнашкал чӑрсӑрлӑхшӑн эпӗ сана тепӗр икӗ хут тӳнккеме те хирӗҫ мар…
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Никам та курман чухне арҫынпа хӗрарӑм мӗн тума пултарасси пирки хӑй сисмесӗрех шухӑшласан вӑтану пӑлханӑва куҫрӗ; Гелли булавкине ӳкерчӗ, ӑна тупсан тӳрленсе тӑчӗ те — Нок хӗрӗн хӗп-хӗрлӗ те мӗскӗн питне курчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑл капитанпа, унӑн пулӑшуҫипе, пӑрахутлӑх агенчӗсемпе калаҫса пӑхрӗ; вӗсем пурте пӗрешкел хуравлаҫҫӗ: «Шӑнана» кунта юсама май ҫук; тепӗр пӑрахут килессе кӗтмелле, килмешкӗн вӑл хӑҫан кӑмӑл тӑвӗ — ҫакна тӗплӗ шухӑшласан та калама йывӑр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ҫакӑн пирки шухӑшласан манӑн ахӑлтатса кулас килет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Унтан, кӑшт шухӑшласан, вилнӗ хӗрлӗ армеец тумтирне хыврӗ те Никифорова ҫипуҫ улӑштарма сӗнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тем пек шухӑшласан та, вӑл хӑйне мӗншӗн тытса кайнине ӑнланаймарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Ӑхӑ, тӗрӗс, — пуҫне сулчӗ Король, кӑшт шухӑшласан.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.