Поиск
Шырав ĕçĕ:
Учитель сӗнӗвӗ илӗртнӗ пек туйӑнать пулсан та, вӑл хӑй шухӑшлани йӑнӑш пуласран хӑрать:Хотя предложение учителя и казалось заманчивым, он боялся просчитаться:
Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ашшӗ кӳрентернӗ хыҫҫӑн Тавыль хӑйсен ярангинче чылайччен макӑрчӗ, вара унӑн сасартӑк хӑйне кӳрентерни ҫинчен тата юлашки ҫулсенче хӑй мӗншӗн нумай асапланни, нумай шухӑшлани ҫинчен кама та пулин каласа парас килчӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Эпир нумай ҫул хушши мӗн-мӗн шухӑшлани ҫинчен калать вӑл!
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани Ильсеяра ҫӗнӗ вӑй-хал пачӗ.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах Сима ҫинчен, суд пуласси ҫинчен, Ҫӗпӗр ҫинчен шухӑшлани ҫакна нарсем ҫине палтах йӑвантарса ӳкерет, вара каллех вӑл, нимӗн туйми пулса, шак хытса выртать.Но мысль о Симе, о суде, о Сибири сваливала его на нары, и он снова погружался в оцепенение.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Марфа Петровна куҫӗ куракан молдаванкӑна та ҫавӑн пекех ҫитернӗ, турӑ дыня ӑшӗнчи ҫемҫе пайне ҫеҫ ҫимелле тунӑ тесе шухӑшлани — тӗрӗс мар, ун пек шухӑшлани ҫылӑха кӗнӗпе пӗрех вӑл, тенӗ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек кӗтмен япала туса хурасси ҫинчен шухӑшлани ман юлташа сасартӑк ҫула тухса каяссипе килӗштерчӗ.Эта мысль о сюрпризе совершенно примирила моего приятеля с неожиданным путешествием.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пуласлӑха, каларӑшле, уҫса пӑхни, ун ҫинчен шухӑшлани, ӗмӗтленни, ӑна курса, пӗлсе тӑни — ку вӑл урӑх ӗҫ.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Шухӑшлани, ӑспа тавлашни мар, ӑна е куна пӗлтерни, ӑна е куна пӗлни ҫеҫ: ӑҫта, кампа, хӑҫан мӗн пулса иртнӗ; кам, мӗн, мӗн хак парса туяннӑ…
11 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Пурте унчченех пӗлни, пайтах пуҫа ватса шухӑшлани, анчах темле уйрӑмшарӑн, татӑкӑн-кӗсӗкӗн пӗлсе, ӑнланса пурӑннӑ куна эпӗ.Знал и раньше, но знал как-то порознь, по отдельности, по частностям.
4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Хӑйӗн кашни пушӑ минутӗнчех ун пирки шухӑшлани ҫинчен, ӑҫта та пулсан ҫул ҫинче, ҫывӑрса каяс умӗн ун ҫинчен шухӑшланипе машинӑн сивӗ ларкӑчӗ те ӑшӑ та кӑмӑллӑ вырӑн пулни ҫинчен, хӑрушӑ минутсенче савни сӑнарӗ курӑнса ӑна нимрен хӑрами туса хуни ҫинчен каласа пама мӗнле кӑна сӑмах тупнӑ пулӗччӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
— Сирӗн ҫинчен мӗн калаҫни е шухӑшлани ҫине, — ҫемҫереххӗн калаҫма тытӑнчӗ Иван Антонович, — ҫаврӑнса та ан пӑхӑр.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кармазин Будапешт патӗнче хӑйӗн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлани никама та тӗлӗнтермест.То, что Кармазин под Будапештом уже думает о своих послевоенных делах, никого не удивляло.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Амӑшӗ те ҫаплах шухӑшлани пирки вӑл иккӗленмерӗ.
Коростелевпа ытти ҫынсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Уйӑрӑласси — чи ыратакан вырӑн пулни, ун ҫинчен пур кил-йышӗ те шухӑшлани паллӑ пулнӑ, анчах вӗсем ҫынсем умӗнче хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен калаҫман.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Правительство мӗн тума шухӑшлани паллӑ мар-и?
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Сире эпӗ мӗн шухӑшлани интереслентерет пулсан, акӑ мӗн калам: эпӗ икӗ пункт пирки те килӗшместӗп.— Если вас интересует, что думаю я лично, — извольте: я не согласна с большинством в обоих пунктах.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Памфлет тӗл лекеймӗ тесе шухӑшлани усӑсӑр.Бесполезно пытаться доказать, что памфлет не попадет в цель.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Леш финанс енӗпе специалист пулнӑ, ҫавӑнпа та Джемма малтан унран Австри валютипе ҫыхӑнса тӑракан техника ыйтӑвӗ пирки вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен ыйтрӗ, унтан калаҫӑва майӗпенех Ломбардипе Венеци бюджечӗ ҫине пӑрса ячӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах вӑл шухӑшлани ахалех пулчӗ.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.