Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшламалли (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туй ҫинчен ним шухӑшламалли те ҫук.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Пысӑк юрату лавӗ пирки шухӑшламалли те ҫук, — алне сулчӗ Софронов.

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак аслӑ ҫӗр ҫинчи этемӗн мӗн чухлӗ шухӑшламалли, пӗлмелли, тӗпчемелли, тупмалли!

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каллех шухӑша каймалли, савӑнса шухӑшламалли факт-ҫке ку!

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Павӑл, тен, Чӗкеҫе аса та илмест пуль, ӗҫре-мӗнре шухӑшламалли тупӑнмарӗ-ши ун? — хӑй пултарнӑ таран лӑплантарма тӑрӑшрӗ ӑна Праски инке.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Лере чухне эрни-эрнипе калым туса ҫӳресси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шухӑшламалли нумай пулсан ман шухӑш та тӗрӗс тен? — йӑл кулчӗ Петр Васильевич.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑшламалли нумай унта.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑнпа та опера лартасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫукчӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ним шухӑшламалли те ҫук.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Шахматла ӑна ӗмӗртен ӑслӑ ҫынсем вылянӑ, шухӑшламалли япала вӑл.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

— Ман ҫинчен мӗн шухӑшламалли пур?

Помоги переводом

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

«А… мӗн шухӑшламалли пур.

Помоги переводом

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

— Ним шухӑшламалли те ҫук унта.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вутшанкӑшӑн шухӑшламалли ҫук.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ним шухӑшламалли те ҫук унта…

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тупас пулать, унсӑрӑн упӑшку апат ҫиесси пирки шухӑшламалли те ҫук.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй курас мар тенӗ ҫӗртенех, пӗрре пӑхса илнипех ача темиҫе кун хушши аса илсе шухӑшламалли курчӗ: мунча алӑкӗнчен палкаса тухакан ҫӑра тӗтӗм улӑм ҫи витти ӑшне ҫӑтӑнса кӗрсе тӑнине, хӑраса ӳкнӗ Енчӗпек арҫын арки ҫинчен сак ҫине сиксе ларнине, Янтул-Ильмук тарӑхса хӗрелсе кайнине, вӑл ҫак ачана юратманнине…

Сам того не желая, ребенок сквозь густой дым, валивший из бани, увидел такое, о чем потом не мог забыть несколько дней: перепуганная насмерть Ендебек вскочила с расстеленного на полу сохмана и присела на лавку, а взбешенный от досады Яндул был готов съесть ненавистного мальчишку глазами…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫулсерен сӗрене ялӗпех сӑра тӑваканччӗ, кӑҫал ун пирки шухӑшламалли те ҫук.

Помоги переводом

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку эрне Арӑслансемшӗн шухӑшламалли, пуласлӑх валли йышӑнусем тумалли пулӗ.

Для Львов предстоящая неделя станет временем размышлений и принятия решений о будущем.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней