Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшлакан ҫынна, хӑй пуҫ миминче ӗмӗтсем, картинӑсем, сӑнсем ҫуратакан, тунсӑхлакан, ӗмӗтленекен, хирӗҫекен, тем кӗтсе пурӑнакан чӗрӗ ҫынна, ҫак кӑшкӑрашу, ҫухӑрашу, шӑв-шав, чул стенасем чӗтрени, чӳрече кантӑкӗсем шикленнӗн чӑнкӑртатни пурӑнма кансӗрленӗ пулӗччӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тупӑннӑ ҫемье ҫинчен шухӑшлакан!
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Ирӗк ухута» тесе эпир разведка кӑтартӑвӗсӗр вӗҫнине калатпӑр; паллах ӗнте, нимӗҫ конвойӗсемпе хирӗҫ пуласса пӗр иккӗленмесӗр шухӑшлакан вырӑнсене вӗҫетпӗр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак кун вӑл генералсен «мунча умӗсене» хураллакан «архангелсем» ҫинчен пачах та урӑхла шухӑшлакан пулчӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрҫӑ ӗҫне лайӑхрах пӗлесшӗн ҫуннӑ Мересьевпа вӑл хӗрсе кайсах хальхи вӑхӑтра авиаципе, танксемпе тата кавалерипе усӑ курмалли майсем пирки тавлашрӗ, ҫав хушӑрах ӑна: авиаципе танксем — аван япаласем, анчах лаша та хӑйне пӑрахӑҫа кӑларман-ха, вӑл хӑйне кӑтартӗ-ха, халӗ кавалери чаҫӗсене лайӑхрах юсаса йӗркелесен, вӗсене техникӑпа ҫирӗплетсен, тата турама пит ӑста ватӑ командирсене пулӑшма тӗплӗн те хӑюллӑн шухӑшлакан ҫамрӑксене парсан — пирен утлӑ ҫар тӗнчене тӗлӗнтерет-ха, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Коррупци пурнӑҫра кирлӗ пулӑм тесе шухӑшлакан ҫынсен шучӗ чакса пырать.Сокращается количество людей, считающих, что коррупция необходима в нашей жизни.
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Уолтерс мистерӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ тарӑннӑн шухӑшлакан ҫыннӑннии пекех курӑнать, чунӗ унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ.С виду мистер Уолтерс был очень серьезен, а в душе честен и искренен.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫапла ҫав, Геннадий Егоров пек шухӑшлакан ытти ҫынсене те шанма хӑнӑхман ҫав эпир — чӑвашсем!Точно, другим людям, которые думают также как Геннадий Егоров, мы, чуваши, не пробовали им верить.
Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай? // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4803-%D0%A7% ... C%D0%B0%D0
Ун йышшисем тӳрӗ чунлӑ, харпӑр хӑй тӗллӗн шухӑшлакан ҫынсене хӑй ҫумӗнче чӑтма пултараймаҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Кино ӳкерес ӗҫе ҫамрӑк, ҫӗнӗлле шухӑшлакан ӑстасем килчӗҫ.
Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Пирӗн коллективра шӑпах ҫакӑн пек чунлӑ ҫынсем пухӑннӑ, пӗтӗмпе 32 ҫын ӗҫлет, — тет ҫӑкӑр завочӗн директорӗ Александр Никифоров. — Тата лайӑх ҫӑкӑр мӗнле ҫӑкӑр-ха вӑл? Ҫинӗ чухне кун пирки шухӑшлакан ҫук та пулӗ.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
12. Ҫавӑнпа ӗнтӗ тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр.12. Посему, кто думает, что он стоит, берегись, чтобы не упасть.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мӗн те пулин пӗлетӗп тесе шухӑшлакан кирлӗ таран нимӗн те пӗлмест.2. Кто думает, что он знает что-нибудь, тот ничего еще не знает так, как должно знать.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иккӗллӗ шухӑшлакан ҫын пур тӗлӗшрен те тӗрексӗр.8. Человек с двоящимися мыслями не тверд во всех путях своих.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫана хирӗҫ усал шухӑшлакан, усал канаш тӑвакан санӑн патӑнтан тухнӑ.11. Из тебя произошел умысливший злое против Господа, составивший совет нечестивый.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унӑн ҫулне пӗлекен, унӑн сукмакӗсем ҫинчен шухӑшлакан никам та ҫук.31. Нет никого, знающего путь ее, ни помышляющего о стезе ее.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ саккунне чунтан парӑнса, ун ҫинчен тимлӗн шухӑшлакан — ун пек мар: вӑл авалхисен ӑслӑлӑхне тӗпчесе йӗрлет, пророксен сӑмахӗсене тишкерет: 2. вӑл ятлӑ ҫынсен сӑмахӗсене сӑнаса-астуса тӑрать, ытарлӑ сӑмах-юмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать; 3. вӑл каларӑшсен тӗп шухӑшне тӗпчет, ытарӑш тупсӑмне шырать.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тӳпемри вакӑ чул ҫил вӗрнине чӑтаймасть; 20. ҫавӑн пекех айванла шухӑшлакан шиклӗ чӗре те хӑрушлӑха чӑтаймасть.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.