Поиск
Шырав ĕçĕ:
Зоя халь хӑйӗн тӑван ашшӗ камне пӗлмест, вӑл Свердловскра вилнӗ ашшӗне тӑван тесе шутлать.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Кунта ӗнтӗ никамран та каҫару кӗтмелли ҫук, тесе шутлать Светлана.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Эрне те, иккӗ те иртрӗ, анчах тӑшман каланӑ, — Бардин инженера вӑл халь тӑшман вырӑнне шутлать, — тӑшман каланӑ сӑмахсем пуҫран тухма пӗлмерӗҫ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Вӗсене Августа Моисеевна халь ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ ӗҫсем тесе шутлать.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
Пирӗн парти журналистсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать, вӗсене хӑйсен чи ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫре пулӑшаканӗсем тесе шутлать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Саккун проекчӗ 2031 ҫул тӗлне пенсие тухмалли ӳсӗме 62 ҫултан пуҫласа 65 ҫулччен ӳстерме шутлать, ҫакӑ вунӑ ҫул хушшинче пенси тытӑмӗн финанс шайлашӑвне юсама май парать, анчах та Макрон президент страховани тӳлевӗсен пысӑк срокне кӗртсен чи пысӑк ӳсӗме 64 ҫул таран чакарма хатӗр.
Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD
Ҫамрӑк чухне Джойс Джонатан юрӑҫпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулнӑ, анчах юрӑҫ вӗсене пӗчӗк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать.В юности состоял в близких отношениях с певицей Джойс Джонатан, которые она считает маловажными.
Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C
МКК Гренландин хӗвеланӑҫ тата хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсенче икӗ тӗрлӗ популяци пурӑнакан районсем тесе шутлать, кашнин валли уйрӑм квотӑсем уйӑрать.
Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7
Перекетлӗ пурӑнма вӗренчӗ ял халӑхӗ — паянхишӗн ҫеҫ мар, ытларах ыранхишӗн шухӑшлать, кашни ҫӑкӑр тӗпренчӗкне, кашни чӗптӗм услам ҫуне шутлать, ытлашшине пуҫтарса фронта ӑсатма уйӑрса хурать.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуриншӗн те этем хӑех айӑплӑ тесе шутлать Ҫимун, шухӑш вӗҫне тухаймасӑр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйне таврара чи ӑслӑ хӗрарӑм тесе шутлать Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем шутлать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Укҫана Михха парса хӑварнӑ тесе шутлать вӑл.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӳрех хӗпӗртӳ туйӑмӗ пуҫа пырса ҫапрӗ: эппин, сцена ҫинче ҫирӗппӗн ҫӳрекен пирӗн пекех кулленхи пурнӑҫ пирки те шутлать иҫмасса.
Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.
Сивви ҫаплах пит-куҫа чӗпӗтет, ал-урана ярса илет, шӑм-шак сыпписене шутлать.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
«Тен, унӑн тракторӗ те лакса ларнӑ. Кулянса-макӑрса та пӗтрӗ пуль», — шутлать Лена.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
«Пулӑш, — тет Лена хӑйне, — калама ҫӑмӑл — пулӑш… Эпӗ хам та иккӗмӗш ҫул ҫеҫ ӗҫлетӗп. Мӗн, сирӗнтен ытларах пӗлетӗп-им?», — шутлать бригадир.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
— Саккӑр, тӑххӑр, вуннӑ… — шутлать Наташа.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫласси тата хӑй ӳксе сусӑрланас марри ҫинчен ҫеҫ шутлать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
«Вӑл эпӗ ҫак пӑрӑс-кашта тӑрӑх утма пултараймастӑп тесе шутлать, — тарӑхнипе шуралса кайса ӑнланса илчӗ Ирина.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.