Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑхма ытла ватах курӑнмасан та, старикӗн ҫӳҫӗ те, куҫ харшисем те чӑлт шурах иккен.Хотя на вид он был не очень стар и даже крепок, волосы и брови его были сплошь белыми.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Стариксен кӗпи-йӗме те чӑлт шурах, кӗпи аркисем вӑрӑм, кашни ярса пусмассеренех лӑстӑр-лӑстӑр-лӑстӑр силленсе пыраҫҫӗ.
Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Чӑн та, унӑн тупӑкне никам та курман, анчах пӗтӗмӗшле сасӑ татса панӑ: «Вилнӗ — ӑҫта та пулин; вӑрттӑн, намӑссӑррӑн вилнӗ; шурӑ шурах пек, хура хурах пек — вилнӗ».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Аллине вӑл ытла шурах мар, ҫапах та тирпейлӗ перчетке тӑхӑнкаласа пырать, калинкерен тухрӗ те вӑл, шухӑша кайнӑскер, ҫӗрелле пӑхса ту ҫинелле, бульваралла утрӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хыҫалтан пӑхсан вара, шӑп та шай кӗпӗрнери стряпчий, мӗншӗн тесен хӳри унӑн хальхи мундир арки пек вӑрӑм та шӗврешке, анчах сухалӗ качаканни евӗр, пуҫӗ ҫинче икӗ пӗчӗкҫеҫ мӑйрака; сӑнран пӑхма та мӑръе тасатакан ҫынран шурах мар.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1