Поиск
Шырав ĕçĕ:
Заем! — урисемпе тапӑртатрӗ чӗнмесӗр килни, чӑмӑрӗпе сӗтеле, тӗнче пуҫланнӑранпа та шуратман кӑмакана ҫапкаларӗ…
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Атӑ кӗлинчен ирӗлнӗ юрпа йӗрлесе, сурса пӗтернӗ урай; лутра та ирсӗр стенасем; тахҫантанпах штукатурласа шуратман мачча хуралса та ҫуркаланса кайнӑ; авал лакпа сӑрласа тӗрленӗ балюстрада, халӗ вӑл та шӑйрӑлса пӗтнӗ, тӗксӗм таможниксем; тата жандармсем — тӗрлӗ чинра тӑракан жандармсем — мӗнпур ҫӗрте, алӑксем патӗнче, кӗтессенче тӑрса тухнӑ; вӗсене ҫав тери нумай тӑратса тухнӑ пирки, ҫак чикӗри, Россия империне каҫакан станцири вокзал ҫуртне ура ярса пуснӑ кашни ҫын хӑйне арестленӗ пекех туйса тарать.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсӗ нихҫан та шуратман, ҫапла-и?
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пӗрремӗш чӳрече патӗнче тӗрӗ кӑшӑлӗ тӑрать, ку чӳречен шуратман пиртен тунӑ каррине усса янӑ, ун хушӑкӗсем витӗр ҫап-ҫутӑ хӗвел, мӗн тӗл килет, ҫавӑн ҫине, куҫа шартармалла ялтӑркка вут ҫаврашкисем ӳкерет; тӗрӗ ӳкермелли шурӑ пир ҫинче шӑнасем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тата апат-ҫимӗҫӗ кӑна та мар… ӗне вилет те тирӗнчен сӑран тӑваҫҫӗ, атӑ ҫӗлекен ҫӗвӗҫӗ атӑ ҫӗлесе парать, ҫав вӑхӑтрах ҫӗвӗҫе ӑна валли килти хӗрарӑмсене тӗрттерекен маренгоклер текен тӗслӗ тӑларан куртка тата шуратман пиртен сарлака йӗм касса ҫӗлет.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тӗксӗм сӑнлӑ та кӑтраскерсем, шуратман пиртен ҫӗлетнӗ кӗписене ҫӳле ҫӗклесе, вӗсем час-часах пуҫхӗрлӗ йӑваланаҫҫӗ, вара пухӑнса тӑнисем пурте каҫса кайсах кулаҫҫӗ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Темиҫе минутран Дуня инке, шуратман хулӑн пиртен ҫӗленӗ таса халат илсе килчӗ.
Чижикпа Машка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пусма-тавар кунта пиншер «шукка», урӑхла — хӑлаҫ; «мерикани» — Массачусетсри фабрикӑсем тӗртекен шуратман пӳс-миткаль, «каники» — 34 дюйм сарлакӑш кӑвак мамӑк пусма, «сахари» — кӑвак шурӑ тӑваткаллӑ, хӗрри — хӗрлӗ хӑю ҫинче йӑрӑмлӑ тачӑ пусма, унран хаклӑрах «диули» — симӗс, хӗрлӗ, сарӑ тӗслӗ сурат пурҫӑн пусми; ун виҫӗ ярд тӑршшӗ татӑкӗ ҫичӗ доллартан кая тӑмасть, ылтӑн ҫип хутӑштарса тӗртнӗ пулсан, ун хакӗ сакӑрвунӑ доллара та ҫитет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑл кровать ҫине ларнӑ та, ҫурӑлса пӗтнӗ, тахҫантанпах шуратман мачча ҫине пӑхса, аллисене хыттӑн чӑмӑртаса, темӗнле пӑлхануллӑн итлесе ларать.
45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Шуратман килти пиртен тунӑ таса скатерть сарнӑ сӗтел тавра венски пукансем лартса тухнӑ, сӑрланӑ урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать, чӳрече патӗнче, катка ҫинче фикус илемленсе ларать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Урам туллиех турпас та хуйӑр хуппи сапаланса выртать, хӑма купала-купала хунӑ, шуратман пӗрене куписем пур.На улице кучами валялись стружки, кора, лыко; лежали груды теса и необструганных кругляшей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Казаксем ун ҫинче шуратман сарӑ пӳсрен ҫӗленӗ аялти салтак кӗпине кӑна хӑварнӑ, хывса илнӗ йӗмӗ вырӑнне тӗсӗ кайса пӗтнӗ лампаслӑ, ҫыпӑҫусӑр алӑпа саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк казак шӑлаварне панӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн карчӑкӗ Фаддеевна, типшӗм, пӗкӗрӗлсе кӗнӗ пулсан та ҫав тери тӑрӑшаканскер, шӑпах леш, Макариха патӗнче сивӗ хӗл пуласси ҫинчен каласа панӑскер, партизансем валли пӗр пысӑк чугун шуратман ҫӗрулми пӗҫерсе пачӗ тата ыра кӑмӑлпа пахча ҫимӗҫ кӑларса лартрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл Яков Лукича ыталаса илчӗ, типӗ тутипе унӑн хытӑ, хырӑнман пит ҫӑмартине тӗртӗнчӗ, унтан уйрӑлчӗ те нумайранпа шуратман пӳрт ҫумне пырса ҫыпҫӑнчӗ, куҫран ҫухалчӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫеҫенхирте аслӑ та пархатарлӑ ӗҫ пырать: курӑксем ашкӑрса ӳсеҫҫӗ, вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем хӑйсен вырӑнӗсенчен хускалаҫҫӗ: ҫынсем пӑрахса кайнӑ пӑспа йӑсӑрланакан вӑрлӑх акса шуратман хура пуса кӑна пӗлӗт хӗрри таран тӑсӑлса выртать…
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн шуратман йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗпи чӗп-чӗрӗ юн, хуларанах тӑхӑнса килнӗ кӗске йӗмми (кивелнипе йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсем ҫӳҫеленсе кайнӑскер), чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ, ярханах янӑ ҫухи айӗнчен татуировка туса эрешленӗ хурарах кӑкри курӑнса тӑрать.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1