Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шуратать (тĕпĕ: шурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ хуйхӑ ҫӳрет халь килӗрен киле, мӗн чухлӗ куҫҫулӗ юхать, шуралман ҫӳҫе шуратать.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ачасем пӗр эрне сӗт ҫисе курман, Виталий кашни кун магазина сӗт илме хӑй ҫӳрет, арӑмне кӗпе-йӗм ҫума пулӑшать, шыв тухса тӑкать, сухан шуратать — питӗ аван упӑшка.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ху пӗлетӗн, сан унта «Ку чухнехи йывӑр самана шуратать хӗрлӗ сӑнӑма» йышши юрӑсем пайтах.

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ялта чылайӑшӗ кӑмакана Мӑнкун уявӗ умӗн ҫеҫ шуратать пулсан, Марья инке ӑна ҫулталӑкне икӗ хутчен шуратать.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Юр ҫаплах ҫӑвать те ҫӑвать, ҫынсен ҫӗлӗкпе тумтирӗсем ҫине ларса шуратать.

А снег все валил и валил, засыпая одежду и шапки людей пушистым белым покровом.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кам шуратать вара сирӗн, аннӳ-и?

А кто у вас чистит — мама?

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кураҫҫӗ вӗсем — Днепр ҫучӗ ҫинче Таса шӑмӑсем… вӗсен витӗр Кӑлкан та шӑтать, ҫилачи шӑхӑрать; Тусан — хуратать, ҫумӑршыв — шуратать.

И видят – на холме, у брега Днепра, Лежат благородные кости; Их моют дожди, засыпает их пыль, И ветер волнует над ними ковыль.

Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хунӑ юрӑ // Митта Ваҫлейӗ. Александр Пушкин. Пӗлӳҫӗ Олег ҫинчен хывнӑ юрӑ. — Тӑван Атӑл, 1955, 1(55)№, 115–116 с.

Хӗрачасемпе пӗрле ҫӗрулми шуратать ӗнтӗ, мӗскӗн?

Чистит, бедняга, вместе с девчонками картошку?

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Пӗрре вӑл пӳрт ҫивиттине, алӑк- умне тӳрлетет, тепре тултан тӑм сӗрет, стенисене шуратать.

То чинит крышу, крыльцо, то ставит подпоры, укрепляет стены.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Акӑ халь Михайло кӑмака умне ларнӑ та, хуппине урайне пӑрахса, ҫӗрулми шуратать.

Теперь Михайло сидел перед печкой и чистил картошку, сбрасывая на пол кожуру.

5 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тӳрӗпе пурӑнса курнӑ сухала ӗмӗр хисепӗ шуратать, ырӑ ӗҫ пӗрсе хытарнӑ алла ӗмӗр сӑвапӗ витет, сайратнӑ ҫӳҫе ӗҫчен вӑхӑт сума сӑвать.

Вот и красит время бороды таких людей в белый цвет, а их руки, сделавшие столько добра, покрывает глубокими морщинами и перебирает этими трудолюбивыми руками их поредевшие седые волосы…

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫемҫе юр тӗксӗм кӳлленчӗксемпе хура ҫӗр питне шуратать, юр пӗрчисем Ваҫҫук Трубачёв ҫине те пыра-пыра лараҫҫӗ.

Мягкий снег сеялся сверху на серые лужи, на черные островки сырой земли, на Васька Трубачева.

25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Шартлама сивӗ ачасен куҫхаршисене хӗсет, куҫхӑрпӑкӗсене шуратать, питсене хӗретет.

Крепкий морозец стягивал шнурочком брови, красил щеки ребят и белил ресницы.

5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Голова хусах; анчах килӗнче унӑн хӗрпултӑрӗ пурӑнать, ирхи-каҫхи апат пӗҫерет вӑл, саксене ҫӑвать, пӳрт ӑшне шуратать, голова валли кӗпелӗх пир тӗртме ҫип арлать, хуҫа пекех кил пӑхать.

Голова вдов; но у него живет в доме свояченица, которая варит обедать и ужинать, моет лавки, белит хату, прядет ему на рубашки и заведывает всем домом.

II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нина Капитоновна улма шуратать те, аллинчен ҫӗҫҫи темиҫе хут та тухса ӳкрӗ.

У Нины Капитоновны, чистившей картошку, нож сам собой стал выпадать из рук.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре анне апат хатӗрлет, улма шуратать, эпӗ ӑна сӑвӑ каласа паратӑп.

Помоги переводом

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней