Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавна май хам та шикленеттӗм.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Анчах, аэроклуба кӗрсен, вӗренме чи йывӑр шутланакан виҫҫӗмӗш курсра вӗренмесӗр тӑрса юласран шикленеттӗм.Но я боялся сорвать учёбу на третьем, очень трудном курсе, поступив в аэроклуб.
7. Аэроклуба илчӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ пӗлеттӗм, пире ҫын пырса курасран эпӗ те шикленеттӗм.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапах та эпӗ ӑна юратнӑ чухлех вӑл кӑмӑлсӑрланасран шикленеттӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтанах эпӗ ҫемленккерен инҫе кайма шикленеттӗм.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Тӗрӗссипе, сирӗнтен кӑштах шикленеттӗм, эпӗ эсир ман хыҫҫӑн йӗрленине те пӗлнӗ.— Вот вас, верно, побаивался, знал, что на меня охоту ведёте.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Паллакан ҫынсене тӗл пуласран кӑна шикленеттӗм.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Малтан ҫула тухсанах эпӗ час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхаттӑм: шурӑ упапа тӗл пуласран шикленеттӗм.В начале пути я часто оглядывался: боялся, как бы не встретиться с белым медведем.
Вырӑнсӑр шыравсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫакнашкал хӑрушӑ япаласем ҫинчен илтсе тултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрлехи вӑхӑтсенче тухса ҫӳреме те шикленеттӗм.
Пӗчӗк тӗнче // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пуринчен ытла хамӑн юнкер-юлташсенчен хӑшӗ те пулин эпӗ ӑҫта пурӑннине йӗрлесе пӗлесрен, ӑнсӑртран пирӗн Пескинчи мӗскӗн шӑтӑка пырса курасран шикленеттӗм…
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хамӑрӑн ача ҫуккине пула эсӗ Павликпа ҫывӑхланса кайӑн та — Лисук мар, Павлик сана манран туртса илӗ тесе шикленеттӗм.
Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ, пӑтранчӑк вӑхӑт пулчӗ; ҫав вӑхӑтра ман чӗремре пӗр харӑсах тӗрлӗ туйӑм, тӗрлӗ шухӑш, шанчӑксӑрлӑх та, шанчӑк та, савӑнӑҫ та, хурлӑх та — йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗҫ; эпӗ хам ӑшӑмра мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлама та шикленеттӗм — кун ирттерсе пултӑр тесе ҫеҫ пурӑнаттӑм; анчах каҫсерен ҫывӑраттӑм… ача ӑсӗ-кӑмӑлӗ пулӑшатчӗ мана.
XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ вӑл кун ҫав тери хаваслӑ та мӑн кӑмӑллӑччӗ, Зинаида питӗмрен чуптунине ҫав тери чӗррӗн туяттӑм, унӑн кашни сӑмахне ҫав тери пысӑк савӑнӑҫпа аса илеттӗм, хамӑн кӗтмен телейӗме чӗремре ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашлаттӑм — ҫавӑнпа хӑраса ҫӳҫенеттӗм, ҫакнашкал ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсем ҫуратнӑ хӗре курма та шикленеттӗм.
XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Унчченех эпӗ бала ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ пӗр-пӗр майрана курсан, темле аванмарланаттӑм, шикленеттӗм, халь вара манӑн сехре хӑпсах тухать; мана вӑл уҫҫӑнах саккуна хирӗҫле, ҫынсемшӗн хӑрушӑ, хатарлӑ япала пек туйӑнать, манӑн полицейские кӑшкӑрас, хӑрушлӑхран хӑтӑлма хӳтӗлекене чӗнес, ҫав хӑрушӑ япалана куҫ умӗнчен тасаттарас килет.
IX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Пӑшал пеме вара пушшех те шикленеттӗм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
24. Ҫиес ҫӑкӑрӑма ассӑн сывламасӑр ҫӑтаймастӑп, чарӑнмасӑр юхакан шыв пек, вӗҫӗмсӗр йынӑшатӑп: 25. мӗнрен сехӗрленеттӗм — ҫавӑ килсе ҫапрӗ те мана; мӗнрен шикленеттӗм — ҫавӑ килсе тиврӗ те мана.
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1