Поиск
Шырав ĕçĕ:
шатӑртаттаракан (тĕпĕ: шатӑртаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тата кашни каҫах кӗленче чӑмланӑ пек шӑлӗсемпе шатӑртаттаракан ҫак политрука ҫӑмӑл-им?..— А этому политруку, который скрипит зубами каждую ночь, словно грызет стекло?
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Юлашки кунсенче ҫӳлти ярусӑн галерейисене ҫӳлтен, ҫӗр ҫинче пӑрапа шӑтарнӑ пек, темӗнле шатӑртаттаракан пӗр тикӗс сас илтӗне пуҫларӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
1. Эй Ҫӳлхуҫа Патша, Сана аслӑлам, Сана — Турра, Ҫӑлаканӑма — мухтавлам; Санӑн ятна аслӑлам: 2. Эсӗ мана хӳтӗлерӗн, мана пулӑшса пытӑн, 3. ӳтӗме пӗтесрен хӑтартӑн, элеклӗ чӗлхе танатинчен, суя сӑмах саракан чӗлхе-ҫӑвартан упрарӑн; хама тапӑнакансене хирӗҫ тӑнӑ чухне мана пулӑшаканӗ пултӑн, 4. питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран тата Хӑвӑн аслӑ ятушӑн — Эсӗ мана хыпса ҫӑтасла шатӑртаттаракан шӑлсенчен хӑтартӑн, 5. манӑн чунӑма шыракансенчен, хама пусса тӑракан йывӑр хурлӑхран, 6. йӗри-тавра ҫунакан вут-ҫулӑмра антӑхасран хӑтартӑн, ҫулӑм ӑшӗнче ҫунма памарӑн, 7. тамӑк тӗпӗнчен туртса кӑлартӑн, таса мар чӗлхерен, суя сӑмахран, усал чӗлхе ман ҫинчен элеклесрен упрарӑн.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1