Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанлӑха вӑл ним шарламасӑрах выртрӗ.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӑл ним шарламасӑрах общежити еннелле утрӗ.
XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппанӑн тирӗк тӗпӗ курӑнма пуҫласанах, ун патне Машка-Милашка йӑпӑрт пырса тӑчӗ, ним шарламасӑрах ашлӑ шӳрпе хушса пачӗ.
26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Элеонора ӑна нимӗн шарламасӑрах укҫа тӳлерӗ те малалла ҫуранах утрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Така ҫухалсан, килтисене шарламасӑрах, уйӑха яхӑн сӑнаса пурӑнтӑм, кашкӑр-мӗн ашкӑнни илтӗнмест-и тесе.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Марине тутӑрне тӳрлетнӗ май президиум ҫине пӑхса илчӗ, унти ҫынсем шарламасӑрах итленине кура, сӑмахне малалла тӑсрӗ.
XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кайран Эмиль ашшӗ ним шарламасӑрах пӳлӗмрен тухрӗ.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вара спекулянт, ним шарламасӑрах, кӗсйинчен пӗчӗк ҫеҫ кӗнеке туртса кӑларнӑ та, ӑна шӑлт тӗлӗнсе кайнӑ агентсене кӑтартнӑ.Тогда спекулянт молча достал из кармана книжечку и предъявил ее оторопевшим агентам.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Королёв куна хирӗҫ нимӗн шарламасӑрах хӑйӗн ӗҫне тӑвать.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ вӑл ҫав «таса ӑслӑлӑха» мӗнле ӑнланни пирки кӑштах иккӗлентӗм, анчах, ӑна манпа ларма кичемлине туйса, шарламасӑрах ирттерсе ятӑм; вӑл ман ҫине темле сивӗтмелле пӑхрӗ, анасласа илчӗ, аллисене хӑйӗн ӗнси хыҫнелле ячӗ, урисене тӑсрӗ, унтан куҫӗсене ӗшенчӗклӗн хупса, ыйхӑ витӗр каланӑ пек мӑкӑртатса илчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗр сӑмах шарламасӑрах, вӑл минӑсем патнелле утрӗ.
Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Аҫа кушак, нимӗн шарламасӑрах, тилӗне чӗрнисемпе пит-куҫӗнчен ярса илчӗ.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл ним шарламасӑрах аллине куҫӗ патне тытрӗ те калинкке умӗнче тӑракан ҫынсене сӑнаса пӑхрӗ.Он молча, приставив ладонь к глазам, вглядывался в людей, стоявших у калитки.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Гойда ним шарламасӑрах пуҫне сулчӗ, тути ҫинче савӑнӑҫлӑ кулӑ сисӗнсе тӑрать.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Грончак ним шарламасӑрах пуҫне сӗлтрӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗррехинче июль кунӗнче вӗсем, пӗр шарламасӑрах килӗшсе, выльӑхсене тӑрантарма кайрӗҫ.В июльский день, словно по молчаливому согласию, они отправились кормить скот.
5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ, ним шарламасӑрах, таз ӑшне вӗтетнӗ пурӑ ятӑм, ӑна шывпа хутӑштартӑм, пӑтратрӑм, унтан чӳрече анине хӑпарса тӑтӑм, Алексейрен — хайхи тӑрӑхла питлӗ, урлӑ хӑлхаллӑ ачаран — ҫӗтӗк татки илтӗм те ӑна мел шывӗ ӑшне чиксе кӑлартӑм.
4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Бурмистров, аллисемпе кровать ҫине тӗреннӗ те, нимӗн шарламасӑрах ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑрах куҫ, таҫта аялта, тӗттӗмлӗхе путса ларнӑ слободари ҫутӑсене тинкерсе пӑхса, нимӗн шарламасӑрах ирттерсе ячӗ.Кривой промолчал, вглядываясь в огни слободы, тонувшие где-то внизу, во тьме.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗр ӳленине илтсен, кӗҫӗн алӑкран Четыхерӑн тӑрлавсӑр пысӑк пуҫӗ курӑнса каять, Паша ӳпкелешнине Четыхер нумайччен, нимӗн шарламасӑрах итлесе тӑрать, юлашкинчен, хӗр айкашнисем ӑна йӑлӑхтарса ҫитереҫҫӗ пулмалла — вара хапха хуралҫи ҫакна кӑмӑл ҫывӑхне илмесӗр, хайхискере хытарса калать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.