Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, урисене ташланӑ пек вӑтанчӑклӑн сиктеркелесе илсе, питӗ шел, анчах урӑх юлма пултараймастӑп, пуринчен кирли ӗҫсем — хамӑн магазина васкатӑп, ыран вырсарникун, — терӗ вӑл малалла, — ҫавӑнпа та, Леноре фраупа тата Джемма фрейлейнпа килӗшсе, эпӗ Содена уҫӑлса ҫӳреме кайса килес терӗм, унта эпӗ ют ҫӗршыв господинне те чӗнетӗп, эсир, пирӗнпе пырса, пирӗн кану кунне илемлетме хирӗҫ мар пуль тесе шанасшӑн эпӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ман кӳршӗ слесарь Павел Иванович, ҫавна нумайччен шанасшӑн пулмарӗ, вӑл, эпӗ сунарҫӑ, хама хам йӑпатса, ӑсанла шӑхӑрса кӑшкӑратӑп пулӗ тесе шухӑшларӗ.
Ӑсан // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 63–66 с.
Чи хаклӑ ҫынни пурнӑҫран кайма пултарасса вара шанмарӗ те, шанасшӑн та пулмарӗ.Не могла и не хотела поверить, что самый дорогой ей человек перестанет жить.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хӑрушӑ та хытӑ ятлаҫса, хитре аттисемпе кашни минутра курӑкпа тӑм ҫинче шӑва-шӑва пырса, вӑл хӑй те чӑнкӑ сӑрт ҫинелле хӑпарнӑ, хӑйӗн «тӑмсайӗсене» вӑл текех шанасшӑн пулман.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑйӗн куҫӗсене хӑй шанасшӑн мар: кермен чӳречисен хыҫӗнче, Кремль хӳмисен тулашӗнче, йӑмӑх хӗрлӗ ир пуҫланнӑ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1